Техĕмлĕх курaкăсем

1 Раштав, 2016

Кунжут пирки калани авалхи Перси, Иран халăхĕсен халапĕсенчех тĕл пулать. Перс тухтăрĕ Авиценна та кунжут вăррин сиплĕхĕ пирки асăнни пур.

Ăшă тропик тăрăхĕсенче çак пĕр çул ÿсекен курăк икĕ метртан та çÿллĕрех çитĕнме пултарать. Унăн тăван çĕршывĕ Африка. Унта халĕ те хăй тĕллĕнех вăрă сапса ирĕклĕн çитĕнет вăл. Кунжута апат-çимĕç, медицина промышленноçĕсем валли ытларах Азири шăрăх çĕршывсенче çитĕнтереççĕ. Пирĕн çĕршывра Краснодар крайĕнче, Кавказ тăрăхĕсенче туса илме май пур сортсене селекцилесе кăларнă.

Кунжута вăрришĕн çитĕн­тереççĕ, вăрăран кунжут çăвĕ хатĕрлеççĕ, ăна кулинарире, парфюмерире, медицинăра усă кураççĕ. Кунжут вăрри сапса пĕçернĕ пĕремĕк-кĕлентĕр кам юратмасть? Шăпах çак тĕлĕшпе ытларах кирлĕ вăл пирĕн тĕпелте.

Ÿсен-тăран çÿллĕ, пĕр тунапа ÿсет, çулçăсем тунаран черетленсе тухаççĕ, çулçăпа туна хушшинчен пысăк чечексем тухаççĕĕ, шăркаланнă хыççăн 2-3 вăрă курупки тытăнать. Çав курупкасенче кашнинче 80 яхăн вăрă. Вăрă тĕсĕ сорта кура тĕрлĕрен — сарă-хăмăр, хăмăр, шурă, хура.

Кунжут çăвĕпе хатĕрленĕ препаратсене шăмă чирĕсем аптратсан, иммунитета çирĕплетме, юнри холестерин виçине йĕркелеме ĕçеççĕ. Типĕ ÿслĕке çемçетме, астма чухне те кунжут çăвĕ пулăшать.

Бергамот техĕмлĕхĕ, че­­­йĕ хальхи вăхăтра тĕ­лĕнтермĕш мар. Анчах ăна мĕнрен тунине чылайăшĕ пĕлмест. Бергамот — цитрус йышĕнчи йывăç. Вăл Кăнтăр хĕвелтухăç Азире ÿсет, нÿрĕк, çутă вырăн юратать. Унăн çулçи те, çимĕçĕ те лимонăнни евĕрлĕрех. Бергамот йывăçĕн çулçинчен, чечекĕсенчен, çимĕçĕнчен эфир çăвĕ кăлараççĕ. Вăл йÿçекрех, ырă шăршăллă. Çавăнпа парфюмеришĕн пĕлтерĕшлĕ. Бергамот çимĕçĕн шăрши кăмăла çĕклет, депресси чухне пулăшать. Ароматерапире лăпланма, ÿт-пĕве, пуçа кантарма усă куракан тĕрлĕ шĕвексене хушаççĕ. Цитрус ывăннине ирттерет, стресран хÿтĕлет.

Бергамот çимĕçĕн хуппине ятарлă мелпе типĕтсе авăртса чее хăйнеевĕр тутă кĕртме, канфет-премĕк хатĕрленĕ çĕрте усă кураççĕ. Бергамот туса илекен çĕршывсенче унран варени те пĕçереççĕ.

Медицинăра бергамот çăвĕнчен хатĕрленĕ препаратсемпе витилиго чирне, кукша, шăк хăмпи, шăк çулĕн чирĕсене сиплеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.