Archive - Утă 2016

июля 14th

14 Утă, 2016

Тăван килти пекех

Юратнă мăшăрăмпа час-часах çулçÿреве тухатпăр эпир. Турцире те пултăмăр. Раççей çыннисем çав хĕвеллĕ çĕршывăн курорчĕсенче канма кăмăлланăран мар, Трабзон хулинче пурăнакан тусăм Мухсин йыхравланипе унта çитсе куртăмăр.

14 Утă, 2016

Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать

Яккушкăнь — Выл юханшывĕнчен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвеланăçнерех, унăн юппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен 1858 çулта асăнни паллă.

Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çак тăрăх. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕрлĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕклĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта тĕпленнĕ. Кĕçех кил йышĕ 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тырă акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.

14 Утă, 2016

Сăввăм-калавăм çăлтăрлă, хĕвеллĕ чечек пулĕ

«Мĕнле асамлă сăрăсемпе ÿкерсе илемлетмелле-ши паянхи куна? Иртен пуçласа каçченех вăл лăпкă та тÿлек. Нихăçан та ун сăн-сăпачĕ урăхла пулассăн туйăнмасть. Çапла, çут çанталăк ялан пĕр пек тăмасть. Тепĕр чухне аслати те авăтать, çиçĕм те çиçет, çумăр чĕреслетсе çăвать. Эй, юратнă йывăçсем! Сассăра парсамăр!

14 Утă, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 27 (6120) №. 14.07.2016

14 Утă, 2016

Хĕрсем ялта юлманран мăшăр тупайман

Элĕк районĕнчи Питĕшкассинче пурăнакан Вячеслав Филимонов çĕр ĕçне юратнипех ялта тĕпленме шухăшланă. Шкултан вĕренсе тухсан вăл хĕсмете кайнă. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тĕрлĕ çĕрте хăйне тĕрĕсленĕ. Çавах шăпа ăна тăван тăрăхах илсе çитернĕ.

14 Утă, 2016

Амăшне сăнÿкерчĕкре çеç курайĕ

«Çыннăн кун-çулне — хăçан çутă тĕнчене килмеллине, хăш вăхăтра пурнăçран уйрăлмаллине — Турă малтанах палăртать», — теççĕ тĕне ĕненекенсем. Ĕненÿ тăрăх — хăйсем çине алă хуракансем каçарайми çылăх тăваççĕ, çавăнпах çăтмаха нихăçан та лекеймеççĕ.

14 Утă, 2016

Уя тухсан курăкпа калаçнă

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă шкул 85 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура 730 студент диплом илчĕ.

14 Утă, 2016

Пăта çапма, кирпĕч хума пĕлет

Нумаях пулмасть Самар об­ла­çĕнчи Мастрюково кÿллисен хĕрринче «iВолга-2016» форум иртрĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕ­тесĕнче пурăнакан çамрăксем пу­хăннă. Форума пирĕн республикăри 90 çын кайнă. Вĕсенчен 17-шĕ хăйсен проекчĕсене хÿтĕленĕ. Палăртма кăмăллă: икĕ çамрăк грант илмешкĕн тивĕçнĕ.

14 Утă, 2016

Улмуççишĕн налук тÿлеттересрен хăраççĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Пирĕн Республикăн кашни кĕтесĕнче çыруçăсем çÿреççĕ. Вĕсен ĕçĕпе иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче пулнă май тĕплĕнрех паллашма май килчĕ. Ку тăрăхра инструкторсен ултă участокне йĕркеленĕ. Патаккассинче вырнаçнине икĕ çынна çирĕплетнĕ.

14 Утă, 2016

Унăн юррисемпе ĕнесем сĕт нумайрах антараççĕ

Чăваш Республи­­кин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, паллă юрăçа Александр ВАСИЛЬЕВА Чăвашра пĕлмен çын çуках. Вăл халăх патне хăйĕн черчен те çепĕç юррисемпе çул тупайрĕ. Çавăн пекех «Янра, хуткупăс, савăнăçлă тусăм» кăларăма ертсе пырса тăван халăхăмăр культурине çĕклерĕ.

Pages