Яккушкăнь пуласлăхĕ пăшăрхантарать

14 Утă, 2016

Яккушкăнь — Выл юханшывĕнчен виçĕ-тăватă çухрăм хĕвеланăçнерех, унăн юппин сулахай çыранĕнче вырнаçнă виçĕ урамлă ял. Архив докуменчĕсенче ун çинчен 1858 çулта асăнни паллă.

Якку текен çын хăйĕн ушкăнĕпе пирĕн ял вырăнне килсе тухнă. Питĕ килĕшнĕ вĕсене çак тăрăх. Юнашарах Кушлавăш шывĕ юхса выртнă. Выльăх-чĕрлĕх çÿретме çырми-çаранĕ те çителĕклĕ. Якку ушкăнĕ çакăнта тĕпленнĕ. Кĕçех кил йышĕ 28-ра çитнĕ. Унта 230 çын пурăннă. Тырă акса çитĕнтермешкĕн 456,8 гектар çĕр, вутă пуçтармашкăн 18,3 гектар вăрман пулнă.

Кил, халăх шучĕ çулсеренех ÿснĕ. Акă 1890 çул тĕлне кунта 54 кил çавăрнă, 305 çын пурăннă. Ялта сумлă ватăсем те пулнă. 92 çул урлă каçнă Евдокия Дмитриевна Скворцовăна «Пробуждение», «Заря» колхозсенче ырă тĕслĕх кăтартса ĕçленĕшĕн «Тава тивĕçлĕ колхоз ĕçченĕ» хисеплĕ ятпа чысланă. 94 çулти Николай Семенович Семенова, унăн йăмăкне Татьяна Семеновна Васильевăна та халăхра хисепленĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсен ячĕсене ялта халĕ те манмаççĕ.

Ялăн пуçламăшĕ çинчен çÿлерех асăннă ватăсем ытларах пĕлнĕ, вăл аталаннине те хăйсем курнă.

Администраципе территори пайланăвĕсенче Яккушкăнь чи малтанах Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесне кĕрекен Шăмат вулăсне пăхăнса тăнă. 1920 çулта малтанах Хучаш вулăсне, 1926-1927 çулсенче Штанаш /Атай вулăсне/ кĕнĕ.

Республикăра районсем йĕркеленсен Яккушкăне Хĕрлĕ Чутай районне кĕртеççĕ. 1939 çулхи мартăн 17-мĕшĕнчен пуçласа — Советски, 1956 çултан — Элĕк районне.

Яккушкăнь историйĕ юнашарах вырнаçнă Мăн Ямашпа тачă çыхăннă. Мĕншĕн тесен яккушкăньсем çав ял шкулĕнче вĕреннĕ. 1898 çулта йывăçран хăпартнă чиркÿре çынсене тĕне кĕртнĕ. Унтах 1924 çулхи ноябрĕн 8-мĕшĕнче комсомол ячейки çуралать, икĕ ял çамрăкĕсене пĕрлештерсе ĕçе пикенет. Комсомолецсем çине тăнипех ватă çынсен хушшинче хутпĕлменлĕх чакать. Çавăн пек пункт ун чухне Яккушкăньти Николай Петрович Бармин килĕнче те аван ĕçленĕ.

1914 çулта çуралнă Петр Семенович Семенов Яккушкăнь пирки акă мĕн каласа панă: «Пирĕн ял Яккушкăнь ятлă, вырăсла вăл — Якейкино. Ун вырăнĕнче малтанах сĕм вăрман кашласа ларнă. 1858 çулта хырçă-куланайпа ялсене хытă хĕснĕ. Йывăр пурнăçа чăтаймасăр Якку тăванĕсемпе юлташĕсене ертсе хальхи ял вырăнĕн çывăхне куçса килнĕ. «Кун пек чăтлăхлă вырăнта пире никам та шыраса тупас çук», — тенĕ вĕсем. Вăрман касса пурăнма çурт хăпартнă. Малтанах пÿртсем Кушлавăш шывĕ хĕррипе Пĕчĕк улăхра ăçта кирлĕ унта ларнă. Пурăна киле улăхран çÿлерех, тăвайккинерех, пÿртсем хăпартма тытăнаççĕ. Çапла Якку йăхĕ сарăлсах, аталансах пырать, ял йĕркеленме пуçлать. Якку чире пула çĕре кĕнĕ хыççăн унăн пиччĕшĕсемпе шăллĕсем ăна сума суса ял ятне Яккушкăнь теççĕ».

Ял Хĕрлĕ Чутай чиккинче вырнаçнă. Вăл виçĕ урамран тăрать: Пасар /Выльская/, Ишпар /Овражная/, Чурпай /Южная/.

Пасар урамĕ тесе ăна Вылпасар енче вырнаçнăран каланă. Вăл чи малтан йĕркеленнĕ урам.

Чурпай урамне Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Чурпай ялĕ енче вырнаçнăран çапла каланă.

Ишпар урамĕнче чи малтан Ишпар ятлă çын тĕпленнĕ. Çапла, ăна хисеплесе урам ятне те панă.

Çак урам вĕçĕнче лаша вити вырнаçнă. Унта ĕлĕк колхоз учĕсем пурăннă.

Пасар урамĕ вĕçĕнчи Николай Степановăн анкарти хыçĕнчи çырмара тимĕрçĕ лаççи пулнă. Ăна колхозсем йĕркелесен хăпартнă. Лаçра Ефим Белов ĕçленĕ. Сÿресем, сухапуçсем тата ытти хатĕре те юсанă. 1970 çулсенче тимĕрçĕ лаççи пĕтнĕ.

Пасар урамĕнчисем Чурпай урамĕнчисене «лешайкки» теççĕ. Лешсем те вĕсене çапла калаççĕ.

Чурпай урамĕнчен тухсан Кондратьевсен айккипе çырма еннелле çул кайнă. Кушлавăш юханшывĕ урлă кĕпер хывнă. Çав çул Çирĕккассинчи сÿс-кантăр заводне илсе çитернĕ. Таврари çынсем унта лашасемпе кантăр турттарнă.

Хыççăн калани

Тăван ял мĕнле пуçланса кайнине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе ялти ватăсемпе, Мăн Ямаш таврапĕлÿçисемпе курса калаçрăм. Вĕсенчен нумай çĕннине пĕлтĕм.

Ватă çынсем хăйсем мĕн пĕлнине хаваспах каласа пани мана савăнтарчĕ, малалла тĕпчеме хавхалантарчĕ.

Ку ĕçе пурнăçланă май ял пирки тата нумайрах пĕлме пысăк тĕллев çуралчĕ.

Çыннăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялпа, тăван килпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та кашнин тăван кĕтес историне пĕлмеллех. Вăл пирĕн пуласлăх та, паянхи кун та, иртнĕ кунсем те.

Шел те, Яккушкăнь пуласлăхĕнче эпĕ иккĕленетĕп. Çĕнĕ пÿртсем лартаççĕ-ха, анчах та çамрăксем хулана куçса каяççĕ. Ялта пĕр ĕç вырăнĕ те çук. Кичеммĕн, тунсăхлăн ларакан хупăннă пушă çуртсем те нумайланаççĕ. Лавккана, больницăна, библиотекăна юнашар яла çÿремелле. Яккушкăньте мĕн пуррине колхозсем йĕркелесен пĕтĕмпех Мăн Ямаша куçарнă.

Çапах та тăван ялăн çутă малашлăхне ĕненес килет. Тен, вăл ÿссех пырĕ, кайран вара унта пурăнма пур услови те пулĕ. Хулана куçса кайнисем каялла таврăнса тăван кĕтесĕнчех кун кунлĕç. Чи кирли — ăна пирĕн, çитĕнекен ăрăвăн — манмалла мар.

Николай КУЛАГИН.

Элĕк районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.