Ирхи икĕ сехетре тăрса парашютпа сикеççĕ

14 Утă, 2016

Лагерьсем çумĕнче профильлĕ сменăсем уçăлни ачасемпе çамрăксен çуллахи канăвне чун киленĕçне шута илсе йĕркелеме май парать. Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклуб çывăхĕнчи "Синева" лагерьте çарпа спорт вăййисене кăмăллакансем канаççĕ. Вăл хула администрацийĕн тата десантсен «Синева» çарпа спорт клубĕн пуçарăвĕпе ĕçлеме тытăннă.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче черетлĕ 10 кунлăх смена уçăлнă. Çĕршыв хÿтĕлевçин ятне илтичченех салтак атти тăхăнма хапăл тунă çамрăксен канăвĕпе çывăхрах паллашас тĕллевпе лагере çул тытрăм. Вячеслав Антонов ертÿçĕ çамрăксем ирхи 7 сехетрех парашютпа сикессине пĕлтернĕччĕ. Шкул ачисем десантникăн тивĕçне мĕнле пурнăçлаççĕ-ши? Çакна тата самолетран сикнĕ хыççăнхи кăмăл-туйăма пĕлес тĕллевпе лагере ир-ирех çитсе тăтăм. Шел те, ачасем парашютпа сикнине кураймарăм, çанталăк пăсăлассине сиссе вĕсене çĕрлехи 2 сехетрех вăратса аэродрома илсе тухнă-мĕн. Шыравпа çăлав тата парашютпа десант службин ертÿçи Владимир Баль сикев ăнăçлă иртнине пĕлтерчĕ. Чи кирли — никам та суранланман. Тĕллеве пурте ăнăçлă пурнăçланă.

Любовь ПЕТРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.