Тăван килти пекех

14 Утă, 2016

Юратнă мăшăрăмпа час-часах çулçÿреве тухатпăр эпир. Турцире те пултăмăр. Раççей çыннисем çав хĕвеллĕ çĕршывăн курорчĕсенче канма кăмăлланăран мар, Трабзон хулинче пурăнакан тусăм Мухсин йыхравланипе унта çитсе куртăмăр.

Трабзон — тусем çинче вырнаçнă илемлĕ хула. Ла- зистан çĕрĕн тĕп хули шутланать. Унта чипер те ырă лазы халăхĕ пурăнать. Сăнран пăхсан тата чĕлхине кура вĕсем грузинсем пекрех.

Грузирен Турцие пырса кĕрсен кунти халăх хаваслă тата йăл кулăллă пулнине асăрхарăмăр. Вĕсем ислам тĕнĕнчи Ураза Байрам уявне хатĕрленеççĕ иккен. Уяв вара, паллă ĕнтĕ, хăнасене юратать. Çавăнпа та пире таможня службин ĕçченĕсем йăл кулăпа кĕтсе илчĕç, иртен-çÿрен те хаваслă кулă парнелерĕ, пурте телейлĕ. Лайăх çуллаччĕ ун чухне, йĕри-тавра — Хура тинĕс хĕрринчи илемлĕ çут çанталăк. Эпĕ: «Насылсыныз?» — тесе ыйтсан /«Мĕнле пурăнатăн?» — тесе куçать/ таможня ĕçченĕ йăл кулчĕ те: «Ийийим!» — терĕ /«Манăн пĕтĕмпех лайăх», — тени пулать ку/.

Турцири пĕрремĕш куна эпир Трабзон хулинче ирттертĕмĕр. Авалхи хулана грексем никĕсленĕ. Хула ячĕ грек чĕлхинчи «трапеза» /сĕтел/ сăмахран пулса кайнă. Грексенчен кунта нумай чиркÿ упранса юлнă.

Хула варрине яка чул сарнă. Пÿрчĕсем пысăк мар, урамĕсем тăвăр. Хулан тĕп лапамĕнче тĕрĕк халăхĕн «ашшĕне» Ататюрка халалланă палăк ларать. Çар тумĕпе вăл питĕ мăнаçлăн курăнать. 135 çул каялла пурăннă çын Турци Республикине йĕркеленĕ.

Тĕп лапамра çын нумай. Пурте азан /мечĕтри каçхи кĕлле чĕнни/ пуçланасса кĕтеççĕ. Кунĕпех шăрăхчĕ. Сывлăша уçăлтарас тесе кафере ĕçлекенсем чулсене сивĕ шывпа шăвараççĕ. Чылай сĕтелне маларах йышăнса хунă иккен, çавăнпа та эпир Мухсин юлташĕсемпе пĕрле ларма чылайччен пушă сĕтел шырарăмăр. Мухсин юлташĕсем — çамрăксем, вĕсен хушшинче студентсем те, строительсем те пур. Пире вĕри чейпе сăмавар лартса пачĕç. Çапла, Турцире сăмавартан чей ĕçме юратаççĕ. Эпир лавккаран туянакан хутаçлă чее тиркеççĕ вĕсем.

Трабзонра хаваслă та уçă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Çамрăксем хăйсене лазы халăхĕ пек туяççĕ, анчах тăван чĕлхине пĕлмеççĕ, турккăлла калаçаççĕ.

Чылай енĕпе Турци мана Раççее аса илтерет. Унти кинемейсем пирĕннисем пекех тутăрпа çÿреççĕ /Европăри кинемейсем, тĕслĕхрен, шлепке тăхăнаççĕ/. Турцире çутă çÿçлĕ, кăвак куçлă çынсем те пур. Лазистанра пурăнакансен хушшинче кăвак куçлисем уйрăмах нумай. Турци мичĕтĕсен архитектури вырăс чиркĕвĕсенни пек. Вĕсен пĕрлехи пуçламăшĕ палăрать.

Тепĕр паллă ен. Кунта кашни хулана кĕнĕ çĕрте хулара миçе çын пурăннине çырса хунă. Кашни кĕпер ятне те палăртса çырни пур. Çапла эпĕ пĕр «чăваш кĕперне» туп- рăм. Тĕрĕссипе вăл «Чавуш кюпрюсю» ятлă. «Чавуш» — Турцинри çар çынни, вăл сержант пекрех. Пурпĕрех вăл чăвашларах илтĕнет, çавăнпа та кăмăллă. Кунта пĕтĕмпех тăванла, ăнланмалла пек туйăнать.

Антон ВЕЧКУНИН.

Тольятти.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.