Уя тухсан курăкпа калаçнă

14 Утă, 2016

Иртнĕ кĕçнерникун Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче аслă шкул 85 çул тултарнине тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа пысăк уяв иртрĕ. Унта савăнăçлă лару-тăрура 730 студент диплом илчĕ.

Тин çеç «пиçсе» çитнĕ специалистсене академи ректорĕ Андрей Макушев малашнехи пурнăçра, юратнă ĕçре çитĕнÿ тума ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Сергей Кудряшов тата ытти хаклă хăна хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме пурнăçри паллă самантпа саламларĕç.

Муркаш районĕнчи Хыркасси пики Татьяна Ржанова зоотехник пулса тăчĕ. «Тăван ялтан хаклăрах кĕтес пур-ши? Вăл — чĕре варринче. Колхозра вăтăр çул ытла шоферта ĕçленĕ кукамайпа, Валентина Соловьевăпа, кунĕпе уй-уй тăрăх машинăпа ярăнса çÿреме кăмăллаттăм. Выльăх-чĕрлĕхе, тавралăха юратнăранах алла аттестат илсенех ял хуçалăх академине çул тытрăм», — чунне уçрĕ Татьяна.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Светлана Соколова та ачаранах уя тухсан курăкпа калаçма пултарнă, тыр-пул епле ÿснине курса киленнĕ.

— Агроном пулас ĕмĕт тахçанах пуçра тĕвĕленнĕччĕ. Çутă ĕмĕтĕм пурнăçа кĕчĕ, алăра — хĕрлĕ диплом. Малалла магистратурăна вĕренме каяс шухăш пур, хамăн професси питĕ килĕшет, çавăнпа пĕлĕве татах тарăнлатас килет, — палăртрĕ Света.

Йĕпреç районĕнчи Çиçĕм­кассири Александр Маргиновăн та савăнăçĕ виçесĕр. Вăл та хĕрлĕ диплома тивĕçсе инженерсен йышне кĕчĕ. «Умра тĕллевĕм татах та пысăкрах. Салтак атти тăхăнса Тăван çĕршыва хÿтĕлесшĕн. Ку — кашни яшăн тивĕçĕ. Унтан таврăнсан — тÿрех магистратурăна!» — йăл кулчĕ Александр.

Мĕнех, алла диплом илнĕ кашни çамрăк тивĕçлĕ ĕç тупасса, ялта тĕпленессе шанас килет.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.