Улмуççишĕн налук тÿлеттересрен хăраççĕ

14 Утă, 2016

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Пирĕн Республикăн кашни кĕтесĕнче çыруçăсем çÿреççĕ. Вĕсен ĕçĕпе иртнĕ эрнере Муркаш районĕнче пулнă май тĕплĕнрех паллашма май килчĕ. Ку тăрăхра инструкторсен ултă участокне йĕркеленĕ. Патаккассинче вырнаçнине икĕ çынна çирĕплетнĕ. Вĕсенчен чи çамрăкки, 28-ти Екатерина Захарова, Оринин тăрăхне кĕрекен 6 ялшăн яваплă. Унăн территорири 447 кил, 1 фермер, 13 дача хуçалăхĕсем пирки информаци пухмалла.

Почтальон мар-ши?

Муркаша каякан маршруткăран ансан кăвак тĕслĕ тумлă çынна катаранах асăрхарăм. Екатерина Валерьевнăпа чарăнура тĕл пулма калаçса татăлнăччĕ. «Ку почтальон çул хĕрринче мĕн туса тăрать-ши?» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Йăнăшрăм иккен, мана хирĕç утакан çын çыхăну ĕçченĕ мар, шăпах çыруçă пулчĕ. Çак çи-пуçпа ăна эпĕ çеç мар, ыттисем те почтальонпа пăтраштараççĕ иккен. Малалла вулас...

Елена ТРОФИМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.