- Чăвашла верси
- Русская версия
Улăм пĕрчи те хăварман
Етĕрне хулинче пурăнакан Илларион Илларионов — 96 çулта. Хăйĕн ÿсĕмне кура мар вăл самаях кăштăртатса çÿрет. Çÿллĕ кĕлеткине стройри салтак пек тÿрĕ тытать. Мамăк пек шурă çÿçлĕскер хăйĕн ĕмĕрĕнче темĕн те тÿссе ирттернĕ, çапах чунне хуçăлма паман.
Хыр айĕнчи вилесем
— Эпир япăх пурăнман. Атте октябрь вăрçинче çапăçнă. Пирĕн хуçалăх пысăкчĕ. Атте икĕ ывăлĕ валли пĕрер çил арманĕ лартнă. Тăхăр çула кайсан Çуткассинчи шкула çÿреме пуçларăм. Ялта кашни килĕрен уйрăм хуçалăхчĕ. Çынсем пĕрер пуç лашапа ĕне, пăру усранă, сыснапа сурăх та пулнă картишре. Вăтăрмĕш çулта уйрăм хуçалăхсене пĕрлештерсе колхоз тăвасси пирки калаçрĕç. Çакăншăн ял депутачĕсем чупатчĕç. Вĕсем — чи начар пурăнакансемччĕ. Выльăх та усраман хăйсем. Çук çынсем кăна колхоза кĕме хапăлтатнă, — ачалăхри кунсене аса илчĕ Илларион Илларионович.
Вăл каланă тăрăх, аслашшĕ лăш курмасăр пилĕк авнă, ял кахалĕсен çĕрĕсемпе усă курса тыр-пул туса илнĕ. Эриван сакăр çулта чухне аслашшĕ çĕре кĕнĕ, унăн пурлăхĕ ывăлне куçнă.
— Аттене ял депутачĕсем колхоза кĕме хушнă. Темиçе каласан та вăл хирĕçленĕ. Çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче аттене тата ялти тепĕр çынна ял канашне чĕнтернĕ. Иккĕшне те Етĕрнене илсе кайнă. Вырма вăхăчĕччĕ. Лаша кÿлсе аннепе тырă вырма тухрăмăр. Вăл эрнерен ача çуратрĕ, — калаçрĕ Автанçырми ялĕнче çуралнăскер. — Аннепе пире, унăн виçĕ ачине, лашапа Вăрнара чукун çул станцине лартса кайрĕç. Тавар тиенĕ вакунсене вырнаçтарчĕç. Алăксене питĕрнĕрен сывлама çук пăчăччĕ. Йăмăксем шăрăха пула алăк хушăкĕ çумĕнчен пăрăнмарĕç. Витĕр çил лекнĕрен вĕсем чирлерĕç. Тула каймашкăн фляга лартса пачĕç. Пассажир поезчĕ Анат Тагила икĕ-виçĕ талăк каятчĕ. Пире унта эрнерен тин çитерчĕç.
Йĕплĕ пралукпа тавралла çавăрса тытнă вырăна лекнĕ вĕсем. Çемье пуçĕ металлурги заводне тунă çĕре хутшăннă. Ир пуçласа каçчен икĕ метр тарăнăш канав чавнă. Ют тăрăхра çумăр чарăнмасăр виçĕ кун çунă. Çемье вăрманта, хыр айĕнче, пурăннă. Йĕпенсен те типĕ япала улăштарса тăхăнайман — тумтире тепĕр пуйăспа янă. Ахаль те хавшанă хĕр пĕрчисем йывăç айĕнче шăнса выртнă, пушшех те чирленĕ, сывалайман.
— Аннен çире пурччĕ. Ăна ача çуратмалли çурта вырнаçтарчĕç. Унтан кăларсан та ăшă вырăнпа тивĕçтермерĕç, тин çеç çутă тĕнчене килнĕ пепкипе вăрмантах пурăнтăмăр. Пĕррехинче, каçхине, 4 çултипе 7-ри йăмăксем, пĕр-пĕрне ыталаса выртнăскерсем, куç хупрĕç. Пĕчĕкскерсене аякри вăрмантах пытарса хăвартăмăр, — йывăр асаилÿ авăрне путрĕ Илларион Илларионович.
Икĕ хут айăпланă
Икĕ ачапа юлнă хĕрарăм вăхăтлăха тăван тăрăха таврăнмашкăн влаçрисенчен ирĕк ыйтнă. Ара, йывăç айĕнче пепкепе кунпа çĕре мĕнле ирттермелле? Анчах çуралнă енре те вĕсене савăнăçлă хыпар кĕтмен. Каялла таврăннă тĕле Илларионовсен кил-çурчĕ курăнман.
— Çап-çара юлтăмăр. Çĕрулмине те кăларса кайнă, пĕр улăм пĕрчи те юлман. Аттен тăванĕ патĕнче хÿтлĕх тупрăмăр. Вĕсем хăйсем те йышлăнччĕ, тăххăрăнччĕ, — хурланса пуплерĕ ватă арçын.
Пĕр çуртра вуниккĕн хĕл каçнă. Вырăн пулман, путексемпе юнашар выртса çывăрнă. Эриван колхоза лаша пăхма çÿренĕ. Хăйсен лашине курсан чунĕ пĕрре савăннă, çав вăхăтрах пăчăртаннă. Шкулта арçын ача лайăх вĕреннĕ. Анчах унран хăшĕ-пĕри «халăх тăшманĕ» тесе йĕкĕлтенĕ, юр чăмаккипе персе пĕрре мар ислетнĕ. «Кулак» ята илтнĕскере шкула кĕртме пăрахнă.
— Окоп чавнă вăхăтра атте çине тăпра ÿкнĕ, пилĕкне амантнă. Çавăн хыççăн ăна киле янă. Вăл Пĕрçырлантан кивĕ мунча туянса килнĕ. Ăна унччен пирĕн пулнă çурт вырăнне ларттармарĕç, çавăнта та хĕсрĕç. Çырмара çĕклеме хушрĕç, — хăрушă вăхăт çинчен каласа кăтартрĕ ветеран.
5-7-мĕш классене шăпăрлан Яракассинче вĕреннĕ. Шупашкарти коопераци техникумне кĕмешкĕн ял ачипе Петр Соколовпа ыйту çырма кайнă. Характеристикăра Илларион çемйине кулаксен йышне кĕртни, ялтан кăларса яни пирки асăннăран йышăнман. Çавăнпа саккăрмĕш класа Палтайри шкулта вĕреннĕ.
Кашни çуллах каникулта колхоза ĕçлеме çав-çавах тухнă йĕкĕт. Ĕçченлĕхне кура Илларионовсене çырмаран хăпарса куçма ирĕк панă. Унта пĕр çул çеç пурăннă вĕсем. Пултаруллă яша колхоз председателĕ асăрханă, ăна районти шутлавçăсен курсне ултă уйăхлăха янă. 1937 çулта нарăсра вĕренсе пĕтернĕ. Колхозра шут ĕçне пурнăçлама пикеннĕ. Анчах çав çулхине ăна милиционер Анат Тагилтан унччен документсăр таврăннăшăн арестленĕ, унтан иккĕмĕш хут репрессиленĕ.
Илларионăн ашшĕ вăл вăхăт тĕлне Киров облаçĕнче пулнă. Ывăлне те иккĕмĕш хутĕнче унта ăсатнă. Шутлă талăк çеç каймалли çинче унта вăл сакăр тĕрме витĕр тухса виçĕ уйăхран çеç çитнĕ. Краснореченски вăрманне каснă. Нормăна тултарнăшăн çамрăк стахановец ятне тивĕçнĕ. Авăн уйăхĕнчен пуçласа нарăсчен ĕçлесе ултă уйăхра пĕр пин куб метр хатĕрленĕ вăл. Вăрман пунктĕнче виçĕ çул пилĕк авнă.
— 1940 çулта хушу тухрĕ. Ун тăрăх, 1917 çул хыççăн çуралнисене ирĕке кăларчĕç, вĕренме ячĕç. Авăн уйăхĕнче Киров хулинче трактористсен курсне çÿреме тытăнтăм. Пурăнмалли кĕтес тупма йывăрччĕ. Çунтармалли-сĕрмелли шĕвек шăрши кĕнĕрен хваттере кĕртместчĕç. Пĕррехинче юпа çине Чулхулара бухгалтерсен курсĕ уçăлнине çырса çакнăччĕ. Вĕренÿ автомобиль заводĕнче каçсерен иртетчĕ. Кĕçех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Завод çине бомба пăрахма тытăнчĕç. Чăваш Ене таврăнтăм, — пурнăçĕнчи кашни саманта астăвать шур сухал.
Тепĕр çулхине çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Илларион Илларионова çара илнĕ. Малтан ăна Вăрнарти запасри полка янă, тепĕр уйăхран вут-çулăмлă хире ăсатнă. Çурла уйăхĕнче çар командованийĕ Ржев хулине тăшманран ирĕке кăлармалли хушу кăларнă. 22-мĕшĕнче совет салтакĕсем фашист çине тапăннă. Чăваш Ен каччи пехотăра аманнă, контузи пулнă. Вăрçăчченех йывăрлăха çĕнтерме хăнăхнă яш вилĕме парăнтарма вăй çитернĕ. Çапах суранĕсем ăна чылайччен канăç паман. Вăл йĕркеллĕ калаçайман, юрланă евĕр пупленĕ, тăтăшах пуçĕ ыратнă.
Чуна сивĕтнĕ тăван ен
III ушкăн инвалидне çар госпиталĕнчен тăван яла янă. Унта каллех хурлăхлă, тĕссĕр, малашлăхсăр ÿкерчĕк çеç кĕтнĕ ăна. Пурăннă вырăн каллех пушă, пÿрте колхоз вутă вырăнне çунтарнă. Ашшĕ лартнă çурта ултă пăт çăкăр хакĕпе танлаштарнă та шинельлĕ салтака уншăн тырă панă.
Малтанлăха яш амăшĕн тăванĕ патĕнче кĕтес тупнă. Тăшмана аркатсан икĕ çултан вăл Кăкшăм хĕрĕпе Анисия Андрияновăпа çемье чăмăртанă. Колхоз бригадирĕнче ĕçленĕ Илларион пайтах хур тÿснĕ, мăшкăла курнă тăрăхран 1954 çулта виçĕ ачипе, мăшăрĕпе Етĕрнене куçнă. Каярахпа вĕсен тата йыш хушăннă.
Çемье пуçĕ перекет банкĕнче хуралçăра, потребительсен кооперативĕнче склад заведующийĕнче, вăрман хуçалăхĕнче нумай çул ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пенси виçи пĕчĕк пулнăран колхозра татах пилĕк авнă. Хĕрĕпе тăватă ывăлĕшĕн те, ытти çыншăн та Илларион Илларионович яланах тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Тÿрĕ чунлăскер нихăçан та дисциплинăна пăсман. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннă.
Шел, мăшăрĕ Анисия Андрияновна пилĕк çул каялла тăхăр теçеткене пусса çут тĕнчерен уйрăлнă. Ватлăх кунĕсенче шăкăл-шăкăл калаçса кун кунламалла та пĕрле… 64 çул юнашар, пĕр сукмакпа утнă Илларионовсем. Пуç усмасть ветеран. Пĕрле пурăнакан ывăлĕн çемйи ăна тунсăхлама памасть. Хĕрĕпе ывăлĕсем парнеленĕ ултă мăнукĕ, вĕсен сакăр ачи ватă çынна йăпатма ăшă сăмах яланах тупаççĕ. Илларион Илларионовича пурнăç пайтах лăсканă пулин те вăл çутă малашлăха нихăçан та ĕненме, кĕтме чарăнман. Халĕ те вăл пурнăçран кая юлмасть. Туясăрах çÿрекенскер куллен хаçат вулать, ывăлĕпе сÿтсе явать. Геннадий ăна ĕçсĕр лартмасть. Кролик усраканскерсем çак чĕрчун тирне хатĕрлеççĕ.
— Атте ылтăн алăллă. Пире валли хăех кĕпе-йĕм çĕлетчĕ, çăматă йăвалатчĕ. Музыка инструменчĕсем калама маçтăр вăл. Пире ача чухне балалайка та туса паратчĕ. Хĕлĕхĕсем вырăнне лаша хÿрине усă куратчĕ. Атте лагерьте чухне хăвăрт пичетлекен фотоаппарат хăй тĕллĕн хатĕрленĕ. Етĕрнере вăл кирпĕч çурт туяннă. Аннен пуçĕ тăтăш ыратнăран ăна сÿтсе йывăçран хăпартрăмăр. Атте хăйĕн ĕмĕрĕнче, тĕп килĕпе шутласан, пилĕк çурт хăпартнă. Вăл пире хăйĕн пек ырă та таса, тÿрĕ чунлă пулма вĕрентрĕ, — терĕ «Германие çĕнтернĕшĕн» медале, Тăван çĕршыв вăрçин II степень орденне тата ытти наградăна тивĕçнĕ хисеплĕ ашшĕпе савăнса Геннадий Илларионович.
Елена ТРОФИМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас