Archive - Кăрлач 2016
январь 28th
Калча валли тăпра хатĕрлер
Килте калча ÿстермелли вăхăт çывхарать. Кĕçех чÿрече янаххисем çинче чечек куршакĕсене сирсех, пăрăç-помидор вăрлăхĕ акнă савăтсем вырнаçĕç.
Калча çитĕнтермелли тăпрана ял çынни кĕркуннех хатĕрлесе хурать-ха. Анчах çакна шута илмелле: тĕрлĕ культура валли тĕрлĕрен тăпра кирлĕ. Пĕтĕмĕшле тăпра пахалăхĕ çакнашкал пултăр: йывăр мар, çемçе, кăпăшка, сывлăш лайăх ярать, нÿрĕк тытать.
Помидор калчине кăшт йÿçенкĕрех тăпра юрăхлă /рН 5,5-6,6/, хăярпа купăстана нейтраллă йÿçеклĕх тивĕçтерет /рН 6-7/, сухана - нейтраллă е кăштах сĕлтĕ /щелочлă/ тăпра /рН 6,5-7/.
«Тантăш» 28.01.2016
«Тантăш» 3 (4469) №. 28.01.2016
Ача-пăча - ял илемĕ
Хусанкая халалласа - уйăхлăх
Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ Петр Петрович Хусанкай çуралнăранпа 109 çул çитрĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Шупашкарти 12-мĕш шкулта тĕнчипе паллă поэтăмăра сума суса кăрлач уйăхне Хусанкая халалларĕç. Уроксенче, урок тулашĕнчи ĕçсенче унăн биографине, пултарулăхне тишкертĕмĕр, тĕрлĕ конкурс ирттертĕмĕр.
Пĕтĕм тĕнчери ыталашу кунĕ
Ыталашу - ют пулăм мар. Йывăр вăхăтра пире çывăх çынсем ытамне илсен пурнăç та çăмăлланнăн, тĕксĕм куна çутатса хĕвел пăхнăн туйăнать. Кăрлачăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере тĕлĕнтермĕш уява - Ыталашу кунне - паллă тăваççĕ. Вăл 1986 çулта Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче тымар илнĕ, унтан пĕтĕм тĕнчене сарăлнă.
Йывăр пулсан та... чуна хытаратăп
Вĕçĕмсĕр чуптурăм... Кĕççеленнĕ çÿçĕнчен, шыçăннă аллисенчен...
Альберт Николаевич Шестаков асаилĕвĕ
Иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Ăна халалласа вăрçă ветеранĕсем çинчен чылай материал хатĕрлерĕмĕр. Фронтран янă салтак çырăвĕсем те кун çути курчĕç хаçатра. Кунсăр пуçне Ленинград блокадинче хур тÿснĕ ачасен асаилĕвĕсем те вырăн тупрĕç «Тантăшра».
Вулакан «Вăрçă ахрăмĕ» рубрикăна чунтан килĕшнине пĕлтерчĕ, паян та вĕсем ыйтнипех шкул ачи асаилĕвне пичетлетпĕр. Çитменнине ĕнер Ленинград хулине фашист пусмăрĕнчен хăтарнăранпа 72 çул çитрĕ.
Çĕр улмипе кÿренÿ
Вĕренекен вĕрентекен патне пынă.
- Эсĕ ăс-хакăллă, ялан хавас кăмăллă, нихăçан та тарăхмастăн. Пулăшсамччĕ мана та çапла пулма, - ыйтнă çамрăк аслинчен.
Вĕрентекен килĕшнĕ, вĕренекене çут хутаçпа çĕр улми илсе пыма каланă.
- Эсĕ кама та пулин çилленсессĕн е кÿренсессĕн хайхи çĕр улмие ил. Унăн пĕр енче хăвăн ятна çыр, тепĕр енче - тавлашăва кĕнĕ çыннăнне. Вара çĕр улмие хутаçа яр, - тенĕ вĕрентекен.
- Çакă çеç-и? - аптăравлăн ыйтнă вĕренекен.