Пĕтĕм тĕнчери ыталашу кунĕ

Ыталашу - ют пулăм мар. Йывăр вăхăтра пире çывăх çынсем ытамне илсен пурнăç та çăмăлланнăн, тĕксĕм куна çутатса хĕвел пăхнăн туйăнать. Кăрлачăн 21-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере тĕлĕнтермĕш уява - Ыталашу кунне - паллă тăваççĕ. Вăл 1986 çулта Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсенче тымар илнĕ, унтан пĕтĕм тĕнчене сарăлнă. Уяв йăли-йĕркине ĕненес пулсан, çак кун палламан çынна та ыталама юрать. Халап тăрăх, юлташла ыталанă вăхăтра çынсем пĕр-пĕринпе чун ăшшине пайлаççĕ иккен.

Психологсен шухăшĕпе, сире кам та пулин хăйĕн ытамне илет пулсан вăл хăрушсăрлăха, хăтлăха тата юратăва туясшăн имĕш. Çак пулăм пурнăç тăршшĕпех пирĕнтен хăпмасть. Эпир çывăх çынсене, юлташсене тĕл пулсан, нумай вăхăт курмасан ыталатпăр, çапла майпа хамăрăн савăнăçа тата пархатарлă кăмăла палăртатпăр. Тепĕр тесен, ку уяв пирĕншĕн тăкаклă та мар, саламлас тесен çывăх та юратнă çынсене чун ăшшипе ыталамалла çеç.

Алина СТЕПАНОВА, 11 класс /Пушкăртстан, Пишпÿлек районĕ, К.В.Иванов ячĕллĕ Пăслăк шкулĕ/: "Эпĕ юлташсене ыталама питĕ юрататăп.

Унсăр мĕнле-ха? Тĕл пулсан кашнинчех ыталанатпăр. Аннене мĕнле юратнине те çапла кăтартса паратăп. Ачасене те, аслисене те çакă питĕ кирлĕ. Хăш чухне çывăх çын ытамне лексе мĕн кулянтарнине йăлтах манас килет".

Виктория АЛЕКСАНДРОВА, 10 класс /Канаш районĕ, Уçырма шкулĕ/: "Çывăх çынсемпе юлташсене эпĕ час-часах ыталатăп. Çакна валли мана нимĕнле сăлтав та кирлĕ мар. Е тепĕр чухне вĕсен ăшшине, юратăвне туяс тесе ытама лекес килет. Манăн шухăшпа, çынна ыталани кирлех. Ун чухне вăл хăйне пĕчченлĕхре туймĕ, кама та пулин кирлине ăнланĕ. Мана та ыталани питĕ кирлĕ, вăл телейлĕ пулма пулăшать".

Лариса ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкрчĕкĕ.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.