Комментари хушас

28 Кăрлач, 2016

Йывăр пулсан та... чуна хытаратăп

Улăхра çÿрет Саша. Сарă, хĕрлĕ, кăвак лĕпĕшсене кăмăлтан пăхса тути йăл кулать. Шăп çак вăхăтра пĕр уçă та янăравлă сасă илтĕнчĕ.

- Сашенька, йăмăкăм! - тесе кăшкăрчĕ çавăнтах.

Хĕрача хыçалалла çаврăнса пăхрĕ. Çÿллĕ çамрăк калаçать-мĕн. Тинкеререх пăхрĕ те - пиччĕшĕ Игорь иккен. Саша савăнăçлăн ун ытамне чăмрĕ.

- Йăмăкăм, атя-ха сана юрă итлеттеретĕп. Юрă-кĕвĕ вăл мĕн тери вăйлă та хăватлă. Ăна нимпе те танлаштараймăн. Ăна итленĕ май шухăшпа таçта-таçта çитетĕн. Хăвна ытла та селĕм туятăн. Кăмăл çĕкленет, ĕмĕт çунатланать, чун савăнать. Юрлас, ташлас килет. Çук, юрă çынна кăна мар, чĕрчуна та, ÿсен-тăрана та хăват парать. Ĕненсем, - терĕ Игорь çаплипех кăмăллăн.

Ыйхăран шарт сиксе вăранчĕ Саша. Унталла-кунталла пăхкаларĕ, пиччĕшне шырарĕ. Анчах никама та курмарĕ. Унтан ку пулăм тĕлĕкре çеç пулнине ăнланса илсен... куçĕ куççульпе тулчĕ.

- Пиччем, юратнă пиччем... Унччен те юрă-кĕвĕ юрататтăн та, лере те çаплах иккен. Эх, сансăр мĕн тери йывăр-çке. Пурне те: атте-аннене, кукамайпа кукаçине, тăвансене тата мана мĕн тери хуçса-амантса хăвартăн. Эсĕ пирĕн пурнăç тĕрекĕччĕ... Кукаçипе кукамайăн хĕрсем çеç пулнăран, эсĕ çуралсан мĕн тери хĕпĕртенине пĕрре мар каласа паратчĕç. «Ывăл вăл ывăлах. Алла мăлатукпа пуртă тытакан та кирлĕ хуçалăхра. Ахальтен мар арçынна ĕлĕкех ылтăн юпапа танлаштарнă», - тетчĕç сана юратса. Шел, 18 çул тултараймасăрах пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрăн... Кукаçи куççуль кăларнине нихăçан та курманччĕ эпĕ. Эсĕ пирĕнтен кайсан... Унăн та куçĕ куççульпе тулчĕ. Пиччемçĕм, санăн сарлака çурăму хыçĕнче е юнашар мăнаçлăн утасси урăх ĕмĕрне те пулас çук... «Эсĕ, йăмăкăм, пĕчĕк-ха. Нумай япалана ăнланмастăн. Тĕнчере ай-яй йывăр. Пурнăç тени вăл вăйă мар. Анчах нихăçан та пуçа усмалла мар. Мĕншĕн тесен санăн пиччÿ пур. Вăл сана кирек хăш вăхăтра та хÿтĕлеме хатĕр. Асра тыт: тăвансен пĕр-пĕрне пулăшмалла», - терĕн пĕррехинче йăл кулса. Каçар, эпĕ сана пулăшаймарăм... Нимĕнпе те... - ĕсĕклерĕ хĕрача пиччĕшне аса илнĕ май.

Саша Осипова Йĕпреç районĕнчи Хурамал шкулĕн 6-мĕш класĕнче пĕлÿ илет. Унччен хаваслă та хастар хĕрача пулнă вăл, иртнĕ çулла пиччĕшĕ çĕре кĕрсен тĕнче ишĕлсе аннăнах туйăннă ăна. Паян та лăпланаймасть вăл. Кашни кун, кашни сехетре Игоре аса илет. Аса илет те чунĕ пăчăртанса ыратать.

- Ăна аса илтерекенни килте тем чухлех. Пÿртре те, тулта та... Картишри лашана курсан та... каллех, каллех куç умне пурнăçа юратакан Игорь тухса тăрать. Янаварпа ытларах вăл ĕçлетчĕ-çке, - сăмахне малалла тăсать Саша куççульленсе.

Саша Осипова тĕрлĕ çулсенче Çĕрпÿре те, Шупашкарта та ăс пухнă. Паян вара вăл - Хурамалта. Ашшĕпе амăшĕ Мускава ĕçлеме çÿреççĕ, Сашăпа пĕрремĕш класра вĕренекен Женя вара кукашшĕпе кукамăшĕ патĕнче пурăнаççĕ.

- Юратнă çыннăмсене кирек хăш вăхăтра та пулăшма тăрăшатăп. Кукамай ĕçрен час таврăнаймасть те килти ĕçсене хам пурнăçлатăп. Ĕне сăватăп, пÿрт-çурта тасататăп. Ăна çăмăллăх кÿрес килет-çке-ха. Вăл çĕвĕ машини илчĕ те, халĕ ун умĕнчен татăлма пĕлместĕп. Хам валли япаласем çĕлетĕп. Авă юбка хатĕр те манăн. Тата çĕнни мĕн те пулин шутласа кăларас килет. Шкултан вĕренсе тухсан, тен, çĕвĕç профессине алла илĕп-и-ха? Е тата, ирĕклĕ майпа кĕрешекен секцие çÿретĕп те, тренер пулас ĕмĕт те канăç памасть. Физкультура урокне те кăмăлпах çÿретĕп авă. Эх, спорта юратма та мана пиччем вĕрентрĕ те çав... - çаплипех ассăн сывлать хĕрача.

Хурамал... Килĕшет ăна çак ял. Уйрăмах инçех мар вырнаçнă хурăнлăхĕ, вăрманĕ, пĕви, юханшывĕ чунне уçса ярать.

- Хуларипе танлаштарсан кунта кăмăла çĕклентерекенни тем чухлех. Уçă та таса сывлăш мĕне тăрать! Юнашарах, авă, ăс парса вĕрентсе пыракансем - кукаçипе кукамай. Вĕсене эпĕ питĕ-питĕ юрататăп. Канмалли кунсенче кукамайпа тĕпел кукринче кăштăртататпăр, кукăль-пÿремеч пĕçеретпĕр. Ĕç вĕçленсен пурте сĕтел хушшине вырнаçатпăр. Шăкăл-шăкăл вакланать сăмах апат çинĕ май. Игоре те аса илетпĕр... Анчах ялан макăрма юраманнине те пĕлетĕп. Унсăрăн ăна та япăх пулассине чунпа туятăп. Темле йывăр пулсан та чуна хытаратăп, шăла çыртатăп... Пиччем малашне пире пурнăçра пулăшса çеç тăтăрччĕ, - терĕ Саша.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Йĕпреç районĕ,

Хурамал.

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.