Вĕçĕмсĕр чуптурăм... Кĕççеленнĕ çÿçĕнчен, шыçăннă аллисенчен...
Альберт Николаевич Шестаков асаилĕвĕ
Иртнĕ çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитрĕ. Ăна халалласа вăрçă ветеранĕсем çинчен чылай материал хатĕрлерĕмĕр. Фронтран янă салтак çырăвĕсем те кун çути курчĕç хаçатра. Кунсăр пуçне Ленинград блокадинче хур тÿснĕ ачасен асаилĕвĕсем те вырăн тупрĕç «Тантăшра».
Вулакан «Вăрçă ахрăмĕ» рубрикăна чунтан килĕшнине пĕлтерчĕ, паян та вĕсем ыйтнипех шкул ачи асаилĕвне пичетлетпĕр. Çитменнине ĕнер Ленинград хулине фашист пусмăрĕнчен хăтарнăранпа 72 çул çитрĕ.
«Вăрçăччен эпир Ленинград облаçĕнчи Гатчина хулинче пурăнаттăмăр. 1940 çулта аттене, çар çыннине, Кишинев хулине куçарчĕç.
1941 çулхине май уйăхĕнче эпĕ иккĕмĕш класс вĕренсе пĕтертĕм. «Ачам, куç умĕнчех пысăкланатăн. Вĕренÿре кăна мар, спортра та маттуррисенчен пĕри пулнăран чăнласах та савăнтаратăн. Куншăн авă ытларах аçу хĕпĕртет. Ара, вăл сана та хăй пекех çар çынни тăвасшăн-çке», - терĕ анне ăшă аллисемпе пуçран ачашланă май.
Пĕр кунхине вара эпир атте патне хăнана кайрăмăр. Пирĕншĕн тунсăхланăскер çав тери савăнчĕ вăл. Хамăр тата! Йăмăкпа иккĕн ун чĕрçи çинчен анма пĕлместпĕр вĕт!
1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ. Каç. Пурте тарăн ыйха путнăскерсем тĕрлĕ шăв-шава пула вăрантăмăр. Таçта инçех мар бомба ÿксе çурăлнине те илтрĕмĕр. Атте ĕнтĕ виççĕмĕш кун килте мар, ялан хăй ĕçĕсемпе çÿрет. Вăл пулнă-тăк таврара мĕн пулнине ăнлантарса парĕччĕ-ха. Йăлтах пĕлес килнĕрен урама тухрăм. Картиш алăкĕ патне çитсен палламан çынсем тытса чарчĕç.
- Пурăнас килсен - ниçта та ан тух! - терĕç каялла хваттерелле хăваланă май.
Анчах вĕсем сисиччен хапха айĕнчен йăраланса тухрăм та атте патне штаба çил пек вĕçтертĕм. Ара, пĕррехинче кайса курнăччĕ-çке ун патне. Çулне те питĕ лайăх пĕлетĕп. Мана курсан аттен сасартăках куçĕсем чарăлчĕç.
- Ачам, мĕн хăтланатăн эсĕ! Вăрçă пуçланнă вĕт-ха, хăвăртрах каялла аннÿ патне васка. Кĕçех унта машина килмелле. Çар çыннисен çемйисене эвакуацилеççĕ. Чуп часрах, васка! Машина сансăр çеç ан кайтăр, - тесе мана пÿлĕмрен тĕртсех кăларса ячĕ.
- Атте, атте! Мĕн вăл вăрçă? Сăмахне ăнланмастăп. Вăрçă пуçланни лайăх-и вара вăл е начар? - терĕм каялла чупса кĕрсе.
- Ачам, вăл хăрушă япала. Кун пирки кайран каласа кăтартăп, - тесе каллех вăйпах хăваларĕ.
...Тавар турттаракан поезд умĕнче лăк тулли халăх. Пĕчĕккисем макăраççĕ, аслисем татăлса йĕреççĕ. Авă, пирĕн анне те вĕçĕмсĕр куçне шăлать, йăмăка хăй çумне чăмăртанăскер хăрах аллипе мана çупăрланă.
- Асту, ман çумран ниçта та ан кай, çухалса юлăпăр пĕр-пĕринчен, - тет ассăн сывланă май.
Вакун алăкĕсене уçрĕç. Пурте унталла кĕпĕрленчĕç. Малтан ачасене лартрĕç, кайран аслисене. Халăх нумай пулнăран анне вакуна лекеймерĕ. Поезд тапрансан вăл кăшкăрса ячĕ:
- Ачамсем, тĕпренчĕкĕмсем! - тесе поезд хыççăн татăлса йĕрсе чупрĕ.
Шĕкĕр Турра! Вăл вакун çине хăпарса ларма пултарчех. Эпир йăмăкпа тÿрех ун патне чупса пытăмăр, ĕсĕклесе ытамне чăмрăмăр. Хамăр сиксе чĕтретпĕр.
Пĕр эрне çул çинче пулнă хыççăн Ижевска çитрĕмĕр. Темиçе кунран документсене илсе тăван тăрăха каялла çул тытрăмăр. Гатчинăна çитиччен пирĕн поезда нимĕçсем бомба пăрахрĕç. Çăри-çари çухăрса пурте вакунран тарса пĕтрĕмĕр.
- Кунта аçун йăмăкĕ пурăнать, атьăр-ха çавăнта çĕр каçар, - тесе пире анне хĕрлĕ çурт умне илсе çитерчĕ.
Алăк çинче пысăк çăра çакăнса тăнине курсан тĕлĕнсех кайрĕ вăл. Шăп çав вăхăтра палламан хĕрарăм пырса тăчĕ. Эпир Надя аппа патне килнине ăнланса илчĕ вăл.
- Эх, пурнăç...
Тата мĕн кăтартĕ- ши ку вăрçă? Надьăна та авă, шофера вĕреннĕскере, анчахрах вăрçа илсе кайрĕç. Килне каялла хăçан çаврăнса çитессине пĕр Турă анчах пĕлет пуль ĕнтĕ, - терĕ вăл пирĕн çине шеллесе пăхса.
Анне, хăçан пăтă пĕçерсе çитеретĕн?
Утрăмăр çурран тăван килелле. Хырăм выçнăран вăй та пĕтсе килчĕ. Утнă чух сулăнса та каятăп.
- Анне, хăçан эсĕ пире сĕтпе пăтă пĕçерсе çитеретĕн? Çакнашкал нушана ку таранччен курманччĕ-ха, - нăйкăшрăм ниçта кайса кĕрейменрен.
- Ачам, малашне тата нумайрах курăпăр-ха нушине, - терĕ анне ÿсĕркеленĕ май.
Июль вĕçĕнче пире хуларан эвакуацилерĕç. Поезда лартăмăр. Ăçта илсе каяççĕ? Никам та нимĕн те пĕлмест. Кĕçех поезда пеме те тытăнчĕç. Каллех çуйхашу, макрашу пуçланчĕ. Эпир те тухса тартăмăр вакунран. Самантрах тĕмĕсем хушшине пытантăмăр. Акă пĕр самолет пирĕн тĕлелле аялтанах вĕçрĕ. Кабинăран нимĕç салтакĕ пирĕн çинелле пăхнине курсан чун сÿ! турĕ. Юрать асăрхаса ĕлкĕреймерĕ. «Çак хăрушă ÿкерчĕке эпĕ нихăçан та манас çук», - шухăшларăм лăпланаймасăр.
Вакуна каялла таврăнтăмăр. Пĕр пассажир Вася пичче тупăнмарĕ. Вăл уксах пулнăран туяпаччĕ. Таçта нимĕç пульли вĕлерчĕ ахăртнех. Вăхăт иртсен каллех Ленинграда таврăнтăмăр. Тăван тăрăхран хакли çук-çке-ха... Пире эвакуаци пунктне вырнаçтарчĕç.
Анне госпитальте санитаркăра ĕçлеме тытăнчĕ. Йăмăка садике вырнаçтарчĕ. Анчах пĕррехинче начаркка аннем ĕçрех тăнне çухатса урайне тĕшĕрĕлсе аннă. Ку инкек хыççăн урăх каяймарĕ госпитале. «Вăй çук. Пĕр чĕптĕм те. Ах, мĕнле пурăнмалла?» - терĕ пăшăлтатса. Инкек çине синкек тенешкел, йăмăк садик-ре урисене шăнтса тăм илтернĕ.
Эх, пурнăç... Çимелли ним те çук. Кашни кун кастрюле шыв яратпăр та унта типĕ çулçă чăмтаратпăр. «Буржуйка» кăмака çине вĕретме лартатпăр. Вăрçăччен кăмака çинче темиçе хут çĕрулми пĕçерсе çинĕччĕ, халĕ вара вут хутмассерен пÿрте çĕрулми шăрши тапса тухать. Антăхса каясла шăршлатпăр ăна.
- Ман çĕрулми çиес киле-е-е-ет! - йĕрмĕшет йăмăк кашни кунах кăмака тавралла çаврăнса.
Анне мана çăкăр карточкине шанса памасть. Çухатасран хăрать. Вăйсăр пулин те, хăех тухса утать лавккана. Унтан час таврăнаймасть вăл. Черет вăрăм пулнине ĕнтĕ хам та чухлатăп халĕ.
Вилесене маччана çитичченех купаланă
Эвакуаци пункчĕ икĕ хутлăскер. Эпир пĕрремĕшĕн-че тĕпленнĕ, иккĕмĕшĕнче те халăх лăк туллиех. Унта вара пĕр пÿлĕмре вилнĕ çынсене хумалли вырăн йĕркеленĕ. Пĕрре алăка уçса ятăм та... куç-пуç чарăлса кайрĕ. Мĕн чухлĕ виле! Вĕсене маччана çитиех купаласа хунă. Пĕррехинче салтаксем вилесене машинăна тиенине те куртăм. Хăрушă! Пĕр каçхине тĕттĕм коридора шыв ĕçме тухрăм, темрен такăнса таçта çитиех вĕçсе кайрăм. Мĕнрен такăнтăм-ши тесе алăпа хыпашларăм та... çÿç-пуç вирелле тăчĕ. Алла сивĕ, шăнса пăрланнă çара ÿт çакланчĕ. Хăранипе çари! кăшкăрса ятăм. Тĕрĕссипе, вилĕ çынсен тумтирне çавăнта пурăнакансемех хывса илеççĕ. Ара, ку вырăна пире çулла илсе килнĕ те, халĕ - хĕлле. Çÿхе тумтирпе мĕн тери сивĕ! Никамăн та хĕллехи япала çук, пурте сиксе чĕтретпĕр.
Пĕр кун анне хамăр пурăнакан хваттере çитсе килме шухăшларĕ. Çитнĕ унта, анчах усси пулман. Пирĕн çурта нимĕç бомби сирпĕтнĕ. Апла пулин ишĕлчĕк айĕнче вăл йăмăкăн япалисене тупса килме пултарчĕ.
Çĕнĕ çул умĕн пирĕн кантăкран такам хуллен шаккарĕ. Анне урама тухрĕ те пĕр хĕрарăмпа кĕчĕ. Хайхи палламан çын алăк урлă каçсанах урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ. Анне ун тавра чупкалама тытăнчĕ, кĕçех пÿлĕмре ача сасси янăрарĕ.
- Эх, нуша курма килтĕн ĕнтĕ çут тĕнчене, - терĕ анне пĕчĕкскере хăй тутăрĕпе чĕркенĕ май.
Палламан хĕрарăм кăштахран йывăррăн кăшкăрса ячĕ. Куçне те аран уçкаларĕ.
- Шыв, шы-ы-ыв, - терĕ вăйсăррăн.
Пирĕн пÿлĕмре шыв çук. Шыв ăсма кайманни те пĕр эрне çитет. Куллен кăмака çумĕнче юр ирĕлтеретпĕр. Ку хутĕнче те эпĕ ÿсĕр çын пек тайкаланса урама юр илме тухрăм. Ача амăшне пулăшмалла-çке.
...Эвакопункт. Унти пурнăç тĕлĕкри пек иртрĕ. Март уйăхĕччен нушаланса пурăнтăмăр çапла. Пĕр кунхине пире пĕчĕк те сивĕ атобуссене лартса Ладога кÿлли урлă илсе каçрĕç. Унтан урăх хуланалла çул тытрĕç. Палăртнă вырăна çитсен тÿрех больницăна вырнаçтарчĕç. Ачасене пĕр пÿлĕме, аслисене - юнашаррине. Йывăр чирлĕ йăмăка тÿрех операци турĕç.
Больницăра эпĕ йăл илтĕм темелле. Самайлантăм. Апат енчен те аванрах. Шĕвĕ яшка çитереççĕ. Тепĕр чух çăкăр та леккелет. Аслисене, çав шутра аннене те, вырăн çитмест тесе больницăран кăларчĕç. Тунсăх.
Сĕт... сĕт ĕçес килет...
Икĕ эрне те иртрĕ. Пĕрре çапла коридорта ларатăп. Сасартăк анне утнине курах кайрăм. Савăнтăм. Хайхискер ман пата çитрĕ те:
- Ачам, Алик Шестаков хăш палатăра выртнине пĕлместĕн-ши? - терĕ хурлăхлăн.
- Анне, анне! Эсĕ мана палламастăн та-им? - терĕм сак çинчен сиксе тăрса.
Вăл ман çине шăтарасла пăхрĕ те куççуль витĕр ыталаса илчĕ.
- Пит çăмарти те кăшт тулнă санăн, кĕлеткÿ те хитреленнĕ. Ара, шăммупа тирÿ çеçчĕ-çке санăн больницăна выртиччен, - терĕ çаплипех мана ытамĕнчен вĕçертмесĕр.
Тепĕр икĕ кунтан йăмăкпа больницăран тухрăмăр, пирĕн çемьене хĕсĕк общежитие вырнаçтарчĕç. Аннепе иксĕмĕр самайлантăмăр-ха, йăмăкăм вара кунран-кун йывăрланчĕ. Ун çине пăхсан чĕре çурăлса каять. Пирĕн умра чĕрĕ çын мар, кăшт кăна сывлакан виле тăрать. Сăнĕ-пичĕ, пĕтĕм ÿчĕ кăвак тăпра тĕслĕ, кĕлеткинче пĕр тумлам юн та юлман пек. Хулĕсем хăрăк йывăç тураттисем пек çакăнса тăраççĕ, пĕççисем те шăмă çеç. Анчах аллисемпе урисем тукмак пек шыçса ларнă. Пĕр кунхине пĕчĕкскер пушă консерв банки тытрĕ. Чарăлса кайнă куçĕсем ним тĕлсĕр пăхаççĕ, хăй йывăррăн сывлать.
- Сĕт, сĕт ĕçес килет... - аллинчи савăта аран çĕклесе пăшăлтатнă пек каларĕ вăл.
- Турăçăм, мĕн кăна кăтартмаççĕ фашист çынçиенĕсем пирĕн халăха! - ассăн сывласа ярса, пуçне ик енчен пăчăртаса лартрĕ анне. - Мĕншĕн асап- ланмалла ĕнтĕ çак хĕр пĕрчин!..
Пĕр кунхине вара, анне килте çук чухне, юратнă йăмăкăм алăрах вилсе кайрĕ. Кăшкăрса, ÿлесе макăртăм. Кăвакарнă тутинчен, шыçăннă аллисенчен, пĕчĕк сăмсинчен, кĕççеленсе хуралнă çÿçĕнчен чуптурăм та чуптурăм... Шел, тем чухлĕ чуптусан та... куçĕсене урăх уçаймарĕ пĕчĕкскер...
Тем те куртăмăр, тем те тÿсрĕмĕр... Нихăçан манма çук çав хăрушă самантсене. Вĕсем асра ĕмĕрлĕхех юлаççĕ. Пуртăпа касса паллă туса хăварнă пек. Тĕлĕкре те час-час курăнаççĕ. Вăхăт нумай иртнĕ пулин те хăшĕ-пĕрне паянхи кун та аса илме йывăр. Тата хăшĕсем çинчен çынна каласа парас пулсан та ĕненес çук. Ытла та ĕненмелле мар çав. Анчах пулнă ун пекки, пулнă!..»
Комментари хушас