Archive - Авăн 2015

сентября 12th

12 Авăн, 2015

Хирург пулма ĕмĕтленнĕ ветеринар

Муркаш районĕнчи Катькасра хастар халăх пурăнать. Ĕне те килĕрен тенĕ пек усраççĕ кунта. Ялта пушă çурт та çук. Маттуррисен йышĕнче - Вера Волкова та. Ăна чи хастаррисен йышне кĕртсен те йăнăшас çук-тăр. Хĕрарăмăн Катькас ял тăрăхĕнчи ветерансен канашне ертсе пырать.

12 Авăн, 2015

Çăлтăр амăшĕ

Авăнăн 5-мĕшĕ Николаевсен йăхĕшĕн кăна мар, республикăри кашни çыншăн паллă сăваплă кун. Çак кун Андриян Григорьевич тата унăн амăшĕ - Анна Алексеевна - çут тĕнчене килнĕ. Амăшĕпе ывăлĕ шăп пĕр кунта çурални сайра пулать. Кунта чăн та темле паллă пур та-и тен?

12 Авăн, 2015

Чăвашăн мухтавлă ывăлне халалласа

Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ, СССР космонавт летчикĕ Андриян Николаев пурăннă пулсан сентябрĕн 5-мĕшĕнче 86 çул тултарĕччĕ. Пирĕн пĕчĕк республика çинчен тĕнчипех пĕлтернĕ Андриян Григорьевича сума суса кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет.

12 Авăн, 2015

Любимовсем - пĕрремĕшсем...

2013 çулта Шупашкарта тата Муркаш районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене Катькас тăрăхĕнче çĕр пама пуçларĕç. Вăл республикăн тĕп хулинчен 30 ытла çухрăмра вырнаçнă. Мĕнлерех лару-тăру унта паян? Çакна уçăмлатма ятарласах çула тухрăмăр.

12 Авăн, 2015

Арçынсем хĕрарăм умĕнче... ирĕлме шантарчĕç

Хĕрарăм хулпуççине черчен теççĕ те, анчах та çак черченлĕх мĕн чухлĕ хăватлă ĕç пурнăçлать. Яваплăхран та хăрамасть вăл. Йывăрлăха та парăнмасть. Авăнать - хуçăлмасть. Анчах пĕр йыша пуçтарăнсан тата ытларах усăллă ĕç тума пулать-çке.

12 Авăн, 2015

Пикесем те яшсенчен юлмарĕç...

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче республика парламенчĕн ертÿçин, Раççей спорт мастерĕн Ю.А.Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе ирттернĕ йăлана кĕнĕ IV турнирта Мари Эл, Мордва, Чăваш республикисенчи, Киров, Самар тата Ульяновск обл

12 Авăн, 2015

Телей илемре мар

"Ытла та сăнсăр-çке, çав упăтепе мĕнле çÿретĕн эс? Чуптума тăрсан тата... Хăв çине тĕкĕртен пăх-ха, эсĕ пукане пек, вăл вара..." - пĕрле вĕренекен хĕрсем çапла йĕкĕлтешсе пĕрре мар каланă мана. Каçхи ташă каçĕсене кăмăллакан Света: "Сана чĕнеççĕ унта, вахтăра каллех Квазимодо ларать, Эсмеральда патне килнĕ", - тетчĕ ман çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса. Çук, хăлхана та чикместĕмччĕ вĕсен сăмахне, мĕншĕн тесен Лешăран хаклă çын çукчĕ маншăн. Пуринчен ытла сар çу пек кăмăлне ытараймастăмччĕ. Çамрăк чухне пичĕ чăн та шатраллăччĕ унăн. Çакă унăн сăнне чăннипех те илемсĕрлететчĕ.

12 Авăн, 2015

Маттур, Алманчăсем!

Лидия Ковалюк /Антипова/ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла туптанă.

12 Авăн, 2015

Корольсем те юратсах çемье çавăраççĕ

Çак эрнере тĕнчере тепĕр рекорд пулса иртрĕ -

II Елизавета трона йышăннăранпа 64-мĕш çула кайрĕ

Ку енĕпе II Елизавета историре юлнă Викторийăран та ирттернĕ: лешĕ Пĕрлештернĕ королевствăна 63 çул - хăйĕн юлашки сывлăшĕ тухичченех - ертсе пынă.

сентября 11th

11 Авăн, 2015

Ăстаçă çăкăрсăр лармасть

Елчĕк район хĕрĕ ялти шкулта 10 класс пĕтернĕ çул Канашри педагогика училищинче физкультура уйрăмĕ уçăлнă, амăшĕ унта вĕренме каймашкăн хытă ÿкĕтленĕ. Ахальтен мар Ольгăна учительсем спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах илсе çÿренĕ. Хĕр йĕлтĕрпе те, конькипе те аван чупнă, волейболла вылянă, çăмăл атлетикăра палăрнă. Çитĕнÿсем туман мар. Акă шорт-трек енĕпе /конькипе чупассипе/ республикăра 2, 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ. Спорта юратнă пулин те малашнехи пурнăçне унпа çыхăнтарас шухăшлă пулман хĕр. Амăшĕн сăмахĕпе килĕшмен. Апат-çимĕç хатĕрлеме кăмăлланăран ăна пуринчен ытла кондитер профессийĕ илĕртнĕ. Шупашкарти кулинари училищинче повара вĕренсе тухнă. Пултарулăхне кура вĕрентекенсем ăна аслă пĕлÿ илме сĕннĕ. Шупашкар хулинче унашкал вĕренÿ заведенийĕ пулман. Аслă пĕлÿллĕ кондитера вĕренес тесен Петербурга çитиех кайма тивнĕ. Унта çул тытиччен 2-3 çул ĕçлемелле пулнă. Ниçта та кайман, республикăн тĕп хулинчех юлнă Оля.

Pages