Телей илемре мар

12 Авăн, 2015

"Ытла та сăнсăр-çке, çав упăтепе мĕнле çÿретĕн эс? Чуптума тăрсан тата... Хăв çине тĕкĕртен пăх-ха, эсĕ пукане пек, вăл вара..." - пĕрле вĕренекен хĕрсем çапла йĕкĕлтешсе пĕрре мар каланă мана. Каçхи ташă каçĕсене кăмăллакан Света: "Сана чĕнеççĕ унта, вахтăра каллех Квазимодо ларать, Эсмеральда патне килнĕ", - тетчĕ ман çине йĕрĕнчĕклĕн пăхса. Çук, хăлхана та чикместĕмччĕ вĕсен сăмахне, мĕншĕн тесен Лешăран хаклă çын çукчĕ маншăн. Пуринчен ытла сар çу пек кăмăлне ытараймастăмччĕ. Çамрăк чухне пичĕ чăн та шатраллăччĕ унăн. Çакă унăн сăнне чăннипех те илемсĕрлететчĕ. Анчах та эпĕ ăна асăрхамастăмччĕ. Салтака кайса килнĕ хыççăн пичĕ якалса çуталчĕ, хăй те чиперленчĕ. Эпĕ аслă шкулта вĕреннине кура Леша та манран юлас темерĕ. Çар хыççăн ялхуçалăх институтне çул тытрĕ. Диплом илсен тăван яла таврăнса фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ячĕ. Манăн та хулара пĕр кун та тытăнса тăрас килмерĕ, эпĕ те тăван ялти шкула вырнаçрăм.

Студент çулĕсенче Лешăсăр пуçне пĕр каччăпа та туслă пулса курман. Урăх пĕри те чуна çывăх марччĕ. Вунпилĕк çул каялла, шăп çак вăхăтра, кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттертĕмĕр. Вăл мана çак тарана çитсе сăмахпа та кÿрентерсе курман. Тулли витре йăтсан та чупса пырса: "Кÿр, пулăшам", - тесе алăран туртсах илет. Картишне те хăех шăлать, витери тислĕке те пĕчченех тасатать. "Эсĕ шкулта ахаль те хытă ывăнатăн, пÿртре те ĕç нумай хĕрарăм валли", - хăваласах ярать унпа пĕрле ĕçе пуçăнсан. Хĕвелпе пĕрле вăранма хăнăхнă упăшка пĕр ĕçе те тиркемест.

"Телейлĕ эсĕ, Вера", - теççĕ халь мана пĕрле вĕреннĕ тантăшăмсем. Каччăсене тиркекен Надя халĕ те пĕчченех. Паян пĕринпе, ыран тепринпе кинона çÿрекен Валя ĕçкĕç упăшкинчен уйрăлчĕ, халĕ пĕчĕк хĕрĕпе хулара пурăнать. Студент чухне каçхи ташăра çĕрĕпе авкаланма юратакан Светăна упăшки пĕрмай кăвак куçпа çÿретет.

Пурнăç тума хитре, пуян арçын кирлĕ-ши? Пĕрлешсенех кивĕ, тăйлăк-тайлăк çуртра пурăнма тытăнтăмăр эпир. Икĕ тенкел, пĕр сĕтел тата пĕр кивĕ диван кăначчĕ пирĕн. Чашăк-тирĕкне атте-анне панăччĕ, урăх нимĕн те пулман. Кермен пек çурта хамăр вăйпа хăпартса лартрăмăр. Картиш тулли выльăх, хур-кăвакал халь... Илемлĕ те пуян сад. Вĕллесен шучĕ те çук. Уй-хирте тырпул, çĕрулми çитĕнтеретпĕр. Укçа-тенкĕрен те хĕсĕк мар. "Эх, çаксем патне килсен чун савăнать, киле те таврăнас килмест", - кашнинчех ăшă сăмахпа хавхалантарса хăварать хуняма. Хамăн анне вырăнĕнчех вăл маншăн.

Мăшăрăма нихăçан та, никампа та улăштарассăм çук. Çын сăмахне итлемелле мар çав. Юрать, хĕрсем хыççăн кайман çавăн чухне. Ман Леша паян кама ыр кăтартса пурăнатчĕ-ши? Хитринче мар телей, этем евĕрлĕ пурăнма пĕлнинче. "Çын ĕçпе илемлĕ", - тесе ахальтен каламан пуль çав.

ВЕРА С.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.