Archive - Авăн 2015

сентября 17th

17 Авăн, 2015

Çĕнĕ хваттер шантарнă та киввине панă

Çĕнĕ хваттер шантарнă Алина Федорова хăйĕн хваттерне тÿрех шыраса тупаймарĕ. «Çакăччĕ-ши? Эпĕ кунта тахçанах килсе курман, манса та кайнă...» - терĕ çамрăк хĕрарăм.

17 Авăн, 2015

Çăра çаксан çĕмĕрсе кĕреççĕ

Çĕрпÿ районĕнчи Славашри клуба курсанах мĕн шухăшламаллине те аптăрарăм: те ĕçлет вăл, те çук... Ял варринче пĕчĕк пÿрт стени çине «Клуб» тесе çырнине шута илсен - «пур» темелле.

17 Авăн, 2015

“101 çул пурăнма тиветех”

«Пĕррехинче çурхи лăпкă каç» юрра шăрантаракан Чăваш халăх артистне Иван Христофорова пĕлмен çын пур-ши? Çак тĕлĕнмелле илемлĕ юрра итленĕ чух миçе пин çын куççульне шăлман-ши?

17 Авăн, 2015

Вăййа тухма саппун та, тутăр та пулман

Вăрман выçлăхран хăтарнă

Лидия Филипповна çемьере чи асли пулнă. Çичĕ ачаран иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ: пĕри - пĕр уйăхра, тепри - пĕр уйăх çурăра. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнсанах пилĕк ача ашшĕне вăрçа илсе кайнă.

17 Авăн, 2015

Ӳкерчĕкĕсенче тавралăх чĕрĕлет

Ӳнерçĕ ăсталăхне туптас тĕллевпе ятарлă шкулта, училищĕре вĕренекен чылай. Анчах Турă панă пултарулăха хăй тĕллĕн аталантаракансем те çук мар. Çĕрпӳ районĕнчи Славаш ялĕнче пурăнакан Алексей Васильев юнпа куçнă талантне чун киленĕçне çавăрнă. Унăн йăхĕнче пултаруллă çын чылай пулнă. Алексей Нестерович мĕн ачаранпах ӳкерме кăмăлланă. 75 çулти арçын темиçе çул каялла тĕп хулара хăйĕн ĕçĕсен куравне те йĕркеленĕ.

17 Авăн, 2015

Хĕлле хваттерте пăр катса шыв ĕçеççĕ

Подъезд умĕнче ларакан карчăк-кĕрчĕке «вырăнти МИХпе» /массăллă информаци хатĕрĕ/ ахальтен танлаштарман, çакăнта кун каçсах темĕн те пĕлеççĕ, кураççĕ вĕсем. Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвара килсенех икĕ хутлă çурт умĕнче те «МИХсене» асăрхарăмăр. Анчах вырăнти хыпарсем мар, ванчăк чÿречеллĕ çурт кăсăклантарчĕ пире. Çапла подъезд умĕнчи çынсен чунне тахçантанпах ыраттаракан ыйтăва хускатрăмăр.

сентября 16th

16 Авăн, 2015

"Сывлăх", 36 /852/ №, 16.09.2015

о Сĕт - пурнăç сĕткенĕ.
о Клетчатка ытлашши чухне...
о Шурă кăмпа антибиотик витĕмлĕ.
о Эмел курăкне Авиценна та мухтанă.
о Пĕвер чирлĕ пулсан.
о Чечек тусанне кĕркуннехине туянмалла.
о Ÿт-пÿ тăртаннине ирттерме.

16 Авăн, 2015

ОРГАНИЗМА ПУЛĂШМАХ ТИВЕТ

Никотин организма сиенлĕ витĕм кÿнине пурте пĕлеççĕ. Анчах нумай çул туртакансенчен хăшĕ-пĕри çак йăлана ниепле те пăрахаймасть. Вĕсен организма питĕ хытă хавшасран пулăшмаллах. Диетологсен çак сĕнĕвĕсене шута илсен аван пулмалла.

Витаминсем кирлĕ

Туртакан çынсем витаминсем çитменнипе час-часах аптраççĕ, çавăнпа организма вĕсемпе тивĕçтермеллех.

Кашни сигарет хыççăн С витаминăн 25 миллиграмĕ арканать. Унсăр пуçне асăннă антиоксидант организмри ирĕклĕ радикалсемпе кĕрешсе те пĕтет.

Pages