Archive - Авăн 2015
сентября 15th
Хушпу сутса «Победа» машина туяннă
Пирĕн наци çипуçĕ капăр та илемлĕ пулнă пирки нихăçан та иккĕленмен-ха, анчах кăçалхи çулла çакна ытларах та курса-туйса ĕнентĕм. Района, ялсене кайсан çырмашкăн палăртнă статья валли тĕрлĕ материал пуçтарнисĕр пуçне фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе те чылай тĕл пултăм. Улатăр тăрăхĕнчи Кивĕ Эйпеçре хĕрарăм капăрчăкĕсемпе паллашма пуçласан тухйине питĕ тăхăнса пăхас килчĕ. Тÿсеймерĕм - килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ чăваш кĕпине те тăхăнтăм. «Ай-яй килĕшет те сире! - тесе хавхалантарчĕç культура ĕçченĕсем. Мăй çыххипе ум çаккине те илсемĕр», - сĕнчĕç хайхисем.
Николай РЕМЕСЛОВ: вĕренекенĕмсем манран лайăхрах пулччăр
Правилăсăр вăйă
«Укçана чикĕ леш енчи йăвисене кам сĕтĕрет - вĕсене явап тыттармалла», - тет Юрий ПОЛЯКОВ писатель.
Досье
Юрий Поляков. 1954 çулта Мускавра çуралнă. Писатель, поэт, драматург /«Сто дней до приказа», «ЧП районного масштаба» тата ыт.те/. «Литературная газета» хаçатăн тĕп редакторĕ.
Чакма юрамасть
- Юрий Михайлович, Раççей халĕ санкцисене пула ансат мар лару-тăрура. Тен, Анăçпа çураçмалла?
Усал шыççа çĕнтерме пултарнă
Хальхинче те ‐ «Нарспи» оперăпа
Çĕнĕ ĕмĕр çĕнĕлĕхсем валли çул уçать
Паянхи кун эпир çĕнĕ технологисемпе инновацисен саманинче пурăнатпăр. Ăслă та пултаруллă çынсем тĕрлĕ япала шухăшласа кăларма, тĕрлĕ отрасльте кирлĕ çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтерме тăрăшаççĕ. Вĕсене пурнăçа кĕме пулăшасси патшалăхпа общество организацийĕсен тивĕçĕ. Çак тĕллевпех темиçе çул каялла пирĕн çĕршывра технологисемпе инновацисене аталанма пулăшакан центрсем ĕçлеме пуçларĕç. Кĕске тапхăр хушшинче вĕсем миçе çынна тĕрлĕ канаш-сĕнÿ паман пулĕ, миçе çынна информаципе тивĕçтермен пулĕ.