Çирĕп чунлисем ‐ телейлĕ
Улькка Эльмен - вулакансем килĕштерекен автор. Вăл ытларах хĕрарăмăн тертлĕ шăпи, ăнман юратăвĕ çинчен çырать. «Манран час-часах ыйтаççĕ: «Мĕншĕн çав териех асаплантаратăр эсир хăвăр сăнарăрсене?» - пуçлать хăйĕн калаçăвне çыравçă. - Эпĕ калатăп...»
Ольга Геннадьевна хăйĕн вулаканĕсене мĕн каланине ниепле те вĕçне çитерме ерçеймест - пире пĕрехмай телефон шăнкăравĕ чăрмантарать. Телефонпа калаçăвĕ унăн мана тĕлĕнтерсе пач урăх япаласем пирки кĕрсе каять: вĕтĕ чул фракцийĕ, асфальт, тонна, хăйхаклăх тата ытти те. Тепĕр çыннăн чун ыратăвне хăйĕн чунĕ витĕр кăларса юрату, пурнăç çинчен шухăшлакан, хĕрарăмпа арçын хушшинчи кăткăс хутшăнусене тĕпчекен çыравçă куç умĕнчех çав тери ĕçлĕ хĕрарăм пулса тăрать. Ирĕксĕрех шухăшласа илетĕн: куллен çавнашкал пурнăçпа пурăнса чунри ăшăлăха мĕнле упраса хăварма, вулаканăн чунне çатăрласа тытакан кĕнекесем çырма пулать?
Асаплă телей
Çырмалли пулсан, шалтан, чунтан, ыйтсан - пулать. Каçхине шурă хут умне ларатăн та - цифрăсем вĕсем йăлтах çухалаççĕ, кун каçа эсĕ вĕсем çинчен илтмен те пек. Çырас тени кăна хăвна ярса илтĕр. Таврари çынсене те курми, асăрхами пулатăн ун пек чух. Хăв пурнăçупа та пурăнмастăн. Çырни те йăлт çÿлтен каласа тăнă пек туйăнать тепĕр чухне. Çыратăн, çыратăн та - тепĕр икĕ-виçĕ кунран вулатăн та - кăна хăвах çырнă-ши тесе шутлатăн.
Çырнă чухне, чăнах та ĕнтĕ, йĕркеллĕ пурнăç çук. Çывăраймастăн. Сăнарсем хăйсенчен хăптармаççĕ. Вĕсен пурнăçĕ çаплах малалла тăсăлать пуçра, эсĕ çыврас тенипе пурăнма пăрахмаççĕ вĕсем. Хăйсемех ыйтаççĕ, хистеççĕ хăвăртрах хут çине куçарма. Çапла асапланса ларатăн. Çапах та ку асапланăва эпĕ асап тесе шутламастăп. Вăл - телей.
Вулакансем мана час-часах калаççĕ: мĕншĕн йĕртетĕн пире, мĕншĕн вĕлеретĕн хăвăн геройÿсене? «Санăн кĕнекÿсене вуласан йĕрес килет», - теççĕ. Эп калатăп: «Вăл манран килмест, пурнăçĕ вĕсен çавнашкал, хăйсем çавăн пек шăпа суйласа илеççĕ».
Эпĕ хам та çырнă чухне йĕретĕп. Вĕсен пурнăçне, шăпине чуна çывăх илсе.
Çырма пулать пуль çăмăлрах, шÿтлĕрех хайлавсем. Ыйтаççĕ те ачасем валли çырма. Вĕсен пурнăçĕ çинчен. «Эсĕ шкулта ĕçлесе курнă, ачасен пурнăçне, чунне, шухăш-кăмăлне аван пĕлетĕн», - теççĕ. Çырма ларса та пăхнă. Çыраятăп та, анчах чĕререн, пĕтĕм чунтан хавхаланса, çав сюжета йăлтах, пуçĕпех, чунпах кĕрсе кайса çырасси хальлĕхе манăн пулсах каймасть. Хамăн ачалăхăм темле йăлтăр çутă савăнăçлă пулайманран пулас. Ир тăлăха юлса ÿснĕ эпĕ. Ачалăх пулман та теме пулать. Анне эпĕ вунă çулта чухне вилнĕ, атте - тепĕр пилĕк çултан. Виçĕ çулне вăл йывăр чирлесе вырăнпа выртрĕ. Ăна пăхмаллаччĕ. Вăл вăрçăран аманса таврăннăскерччĕ. Кайран, Чăваш патшалăх университетне кĕрсен, вĕреннĕ те, çав вăхăтрах ĕçленĕ те. Вунсаккăртан çемье пурнăçĕпе пурăнма пуçланă. Ир качча тухнă эпĕ. Пурнăç пуçламăшĕ манăн çăмăлах пулман. Хамăн повеç-калавсенчи çынсен пурнăçĕ пекех. Çавнашкалрах шăпаллă çынсен пурнăçĕ мана çывăхрах. Вулакансем те манăн ытларах çавăн йышшисем пулĕ. Çавăнпах вĕсене ман паталла туртать. Пĕр хĕрарăм халĕ хăй çинчен çыртарасшăн, «Манăн шăпа - хăй кĕнеке», - тет. Шăнкăравласах тăрать. Çапла çуралаççĕ манăн калав-повеçсем.
Хĕрхенни çынна мĕскĕнлетет
Хĕрхенме юрамасть çынна. Никама та. Хĕрхенни вăл çынна айванлатать кăна. Хĕрхенсен, шеллесен çын вăл нихçан та хăйĕн йывăрлăхĕсенчен çăрăлса тухаймасть. Эпĕ хама хам та хĕрхенместĕп çавнашкал шăпаллă пулнăшăн. Çын вăл хăйĕн йывăрлăхĕсене чĕри витĕр кăларса, чунне асаплантарса çав йывăрлăхсенчен тухма çул шыраса тупмалла. Эпĕ шăпах çавăн çинчен çырасшăн, çавна каласшăн хамăн калав-повеçсенче. Кирек мĕнле йывăрлăха та çĕнтерме пулать. Çыннăн, ман шутпа, чи-чи йывăрлăхсем виççĕ кăна пулма пултараççĕ. Пĕрремĕшĕ - çывăх çын вилни, ăна нихçан та тавăраймастăн* иккĕмĕшĕ - сывалма çук чирлени, вилĕмрен хăтăлаймастăн* виççĕмĕшĕ - хăвăн хыççăн ăру хăварайманни. Ытти йăлтах - ыйтусем кăна. Вĕсене татма пулать. Нĕшкесе, макăрса ларсан ним те пулмасть пурнăçра. Этем çак йывăрлăхсене çĕнсе пырса вăйланса, çирĕпленсе пырать. Мĕншĕн ярса парать йывăрлăхсене пире Турă? Чăтăмлăх кирлĕ çынна. Мĕн чухлĕ пирĕн чăтăмлăх, çавăн чухлĕ çеç ярса парать вăл. Ытлашши мар.
Эпĕ хама вăйлă çын тесе шутламастăп. Çапах та йывăрлăхсем умĕнче нихăçан та макăрса ларман. Пĕлетĕп мĕншĕн тесен: манăн проблемăсене хамсăр пуçне никам та татса памасть. Макăрса çеç ларсан çывăх çынсене çеç йывăрлăха кĕртсе ÿкеретĕп, хама та хавшататăп, мĕскĕнлететĕп. Пĕр психологпа калаçса кайнăччĕ. Ĕçпе сăмахламалли тупăннăччĕ те. «Ольга, санăн аçупа аннÿне те тав тумалла... вĕсем вилнишĕн», - тет. Вăл мана анратса ячĕ çапла каласа, эпĕ малтанласа ăнланмарăм та: «Мĕнле-ха апла? Вĕсем ир вилнине пула эпĕ йывăрлăхсенче ÿсрĕм. Ытти ача-пăча савăнса, ахăрса, кулса, выляса çÿренĕ вăхăтра аттене пăхнă, вутă татса çурнă пĕчченех, пахчара асапланнă. Ыттисем урамра выляççĕ, эпĕ килте пĕчченех нушаланатăп». Пытармастăп, эпĕ тарăхнă вăл вăхăтра, халь те тарăхатăп-ха. Кайран тин, пурăна киле, ăнланса илтĕм психолог мĕншĕн çапла каланине. Атте, анне вилĕмĕ мана йывăрлăхсем умĕнче пуç усмасăр пурнăç тума вăйлатса пычĕ пулĕ, пурнăçа урăхларах хаклама вĕрентрĕ пулĕ.
Улькка ЭЛЬМЕН Ольга Геннадьевна Куликова1961 çулхи çурла уйaхĕн 31-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Авшак Эльмен ялĕнче çуралнă. Ярмушкaри вaтам шкултан, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрнар районĕнчи Калининăри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1990 çулта районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра ĕçлеме тытăннă. Унтан Санарпуçĕнчи вăтам шкулта директор çумĕ, район администрацийĕнче тĕрĕслевпе йĕркелÿ пайĕн тĕп специалисчĕ пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт «Капкăн» журнал редакцийĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Вăрнарти çул-йĕр хывакан строительство организацине ертсе пырать. Литература ĕçне Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ чухне пуçăннă. Чылай чăваш çыравçине çитĕнтерсе тăван литературăн анлă çулĕ çине кăларнă «Çилçунат» пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. Унти хавхаланупа çырнă «Тăван яла таврăнсан» пĕрремĕш повеçĕпе палăрса çамрăк çыравçăсен семинарне хутшăнма тивĕçнĕ. Хальччен унăн «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» /2001/, «Кая юлнa ÿкĕнÿ» /2002/, «Çирĕп чунлисем - телейлĕ» /2010/, «Упраймарăм сана» - 1-мĕш пайĕ /2012/, 2-мĕш пайĕ /2015/ кĕнекесем тухнă. Улькка Эльмен - 2002 çултанпа Раççей çыравçисен пĕрлĕхĕн членĕ. |
Хампа пĕрле çитĕннисене илетĕп те халĕ - чылайăшĕ вĕренме те каймарĕ, пурнăçне те çав тери ăнтарни пулмарĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ пулсан та. Манăн пĕчĕкренех пуçра пулнă: эпĕ вĕреннĕ çын пулатăп.
Кам çине те шанса пурăнсан çын вăйлă пулаймасть. Хăйĕн пурнăçне унăн хăйĕн тума вĕренмелле, тăрăшмалла. «Çирĕп чунлисем - телейлĕ» - ку манăн пĕр кĕнекен ячĕ.
Çыравçă пулатăп тесе шутламан
Çыравçă пулатăп тесе нихăçан та шутламан. Чăваш университетне ăнсăртран пырса кĕтĕм. Питĕ каясшăнччĕ ют чĕлхе вĕренме. Юлташ хĕрачи калать: «Унта кайсан французла вĕрентеççĕ, эпир вĕренейместпĕр». Пире шкулта акăлчан чĕлхине кăна вĕрентнĕ. Вара юлашки кун чупса çитсе чăваш уйрăмне заявлени парса хăвартăмăр. Вăл кĕреймерĕ, манăн ăнăçрĕ.
Сулахайран сылтăмалла: Валери Туркай, Светлана Асамат, Аврам Бурундуков, Улькка Эльмен, Олег Цыпленков. |
Университетра «Çилçунат» литература пĕрлешĕвĕ пурччĕ. Виталий Петрович Станьял ертсе пыратчĕ. Питĕ пысăк, лайăх шкул пулнă «Çилçунат» пирĕншĕн. Эпĕ унта хамăн пĕрремĕш повеçе çыртăм - «Тăван яла таврăнсан».
Сочиненисем çыраяттăмччĕ-ха шкулта. Людмила Васильевна, - çÿлти патшалăхра çÿретĕр, - учительница пĕрре пире паттăр пионерсем çинчен сочинени çырма парса янă килти ĕç. Пĕр тетрадь чухлĕ пулмалла. Эпĕ çырма лартăм та - вĕçлейместĕп. Çырăнать те çырăнать. Виçĕ тетрадь çырса тултартăм. Пускилсем - пĕрле вĕренекенсем - аптранă - икĕ страница çырнă та малалла мĕн çырмаллине пĕлмеççĕ. «Мĕн çыратăн эсĕ?» - теççĕ тĕлĕнсе. Эпĕ вара çырса тултарнă: унăн вырăнĕнче пулсан мĕнле пулăттăм-ши хам тата ытти те. Çав паттăрсем пек пулас килнĕ-ши ĕнтĕ манăн.
«Тăван яла таврăнсан» повеçпе эпĕ Писательсен союзĕ çамрăк çыравçăсем валли ятарласа ирттерекен семинара лекрĕм. В.Станьял пире унта тăватă çынна янăччĕ: Анатолий Смолина, Валери Туркая тата Галя Михайлована. Пире унта Хветĕр Уяр, Василий Алентей, Александр Артемьев, Александр Кăлкан паллă çыравçăсем икĕ эрне вĕрентрĕç. Питĕ савăнатăп çавăншăн. Уйрăмах Александр Артемьева тав туса аса илетĕп. Миçе хутчен вуламан-ши унăн «Салампи» романне. Халĕ те тăтăш тытатăп эпĕ ăна. Маншăн Александр Спиридоновичăн сăмахĕсем, ăс панисем ылтăнрах хаклăрах пулнă ун чухне. «Эсĕ - пулас писатель», - тетчĕ вăл мана. Паллах, хавхалантарнă ĕнтĕ ку мана.
«Пирĕн атте ăçта?»
Эпĕ пĕр çĕрте нумай вăхăт ĕçлейместĕм. Куншăн кулянаттăм та, ÿкĕнеттĕм те малтанласа. Халь шутлатăп та, пĕр ĕçпе кăна пулнă пулсан пурнăçа туллинреххĕн курма пултараймастăм, çырма та çавнашкал сюжетсем, сăнарсем пулмастчĕç. Эпĕ тĕрлĕ ĕçре пулса курнă: шкулта, ача садĕнче, хаçат редакцийĕнче, район администрацийĕнче. Ултă çул суту-илÿ çурчĕн директорĕ те пулса куртăм. Упăшка хăйĕн организацийĕ çумĕнче уçрĕ те. Хальхи ĕçпе çыхăнатăп, ĕçлеме пултаратăп тесе, паллах, шутлама та пултарайман. Шăпа кунта та илсе çитерчĕ.
Пирĕн организаци, «Вурнарыдорстрой», 1988 çулхи нарăс уйăхĕнче, йĕркеленнĕ. Çĕршывшăн чи йывăр вăхăтсем, çĕнйĕркелÿ самани. 90-мĕш çулсенче нумай хуçалăх арканма пуçларĕ. Манăн упăшка, Иван Николаевич Куликов, хăйĕн организацине упраса хăварма пултарчĕ. Ăна акционерсен пĕрлĕхĕ туса хучĕç. Акционерсен йышĕнче колхозсем нумайччĕ. 2000 çулсенче вĕсем арканма пуçларĕç, каярах пĕтĕмпех пĕтрĕç те - манăн упăшка Иван Николаевич вĕсен акцийĕсене туянса хăй хуçа пулса тăчĕ. Коллектива та упраса хăварчĕ, организацине те салатмарĕ. Талантлă строительччĕ вăл. Тĕрĕссине каласан, эпĕ ăна вăл вăхăтсенче курман та темелле. Ачасене те вăл çывăрнине кăна курнă. Çĕрле килсе кĕрет, ирпе ирех тухса каять. Ывăл ача, Алексей: «Пирĕн атте ăçта?» - тесе те ыйтма пуçланăччĕ ĕнтĕ. Пурнăç мĕнле улшăнасса малтан туйса тăратчĕ вăл. Çĕршыври пăтăрмахсем, политика çинчен калаçса лараттăмăр та - вăл калатчĕ: «Çул-йĕр фондне халь пĕтерчĕç, анчах вăл каярахпа çавах пулать, организацине пĕтме памалла мар», - тетчĕ. Вăл каланă пекех пулса пырать. Тăватă çул каялла вилчĕ Иван Николаевич.
Эпир шкулта вĕреннĕ чухнех паллашнă. Кÿршĕ ялтан вăл - Услапаран. Строительство техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ те - салтака илсе каяççĕ. «Пĕрлешмесĕр каймастăп», - тет. Пĕрлешрĕмĕр вара. Эпĕ - 18 çулта, вăл - 19-та. Эпир иксĕмĕр те - тăлăхсем, пирĕн аннесем пĕр çулхинех вилнĕ. Çавă та пĕрлештернĕ пулĕ пире. «Эпир çемьесемпе хутшăнса пурăннă, ĕçкĕре пĕр сĕтел хушшинче ларнă», - тетчĕ ашшĕ. Ак, кĕнеке валли сюжет.
Район депутачĕ те эпĕ ăна пулах пулса тăтăм. Унăн палăртса хунă ĕçĕсем нумайччĕ - ĕлкĕреймерĕ пурнăçлама. Вăл кама мĕн шантарнине пурнăçа кĕртме килĕшрĕм эпĕ депутат пулма. Ялĕнче таса çăлкуç уçрăмăр, шкулта спорт залне юсарăмăр - унăн ĕçĕсене йăлтах пурнăçланă çулталăк хушшинче. Халь ĕнтĕ хам шантарнисем кăна юлчĕç. Хамăр ялта çул тунă. Таса çăлкуç уçнă. Çуртне лартнă ĕнтĕ. Шыва та кĕреççĕ. Купол вырнаçтармалла-ха тата. Чиркĕве юсас ĕмĕт пур. Ĕçлемест вăл халĕ, тен, каярах каллех халăха пуçтарма пуçлĕ. Ĕлĕк унта тавраран çÿренĕ. Пĕччен, паллах, вăй çитерме йывăр, хамăр ялти ытти предпринимательсене шанатăп. Вĕсене явăçтарасшăн. Чиркÿ нихçан та усал тума вĕрентмен. Халăха яланах ырри патне туртнă. Çавăнпа ăна шкулпа пĕр тесе шутлатăп.
Чун канăçĕ
Эпĕ тĕрлĕ коллективра ĕçлесе курнă. Журналистсене романтикăллă шухăшлавлă çынсем тесе шутлатăп. Ку интеллигенци сийĕ тейĕпĕр. Район администрацийĕнче ĕçлерĕм. Унта ĕнтĕ ĕçлĕ калаçусем, ытларах - хушусем. Суту-илÿре - хăйне май. Ку ĕçре - пачах урăхла çынсем. Тепĕр ĕçре пур вĕт хăйсене çав тери ăслă-тăнла хурса çав тери çавăрттарса калаçма юратакансем, пĕр-пĕрне таптама тăрăшни те пур, кунта эпĕ çавăн пеккине сисместĕп. Конкретлă çынсем, конкретлă ĕç. Мана килĕшет ку. Пирĕн коллективра питĕ ăшă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ тесе шутлатăп. Паллах ĕнтĕ, кирек хăш ĕçре те татса памалли ыйтусем сиксе тухаççĕ. Пирĕн те пулать ун пекки. Майлаштаратпăр. Çакнашкал хамшăн ют пулнă, манăн валли мар тенĕ ĕçре чун канăçне тупаятăп тесе нихăçан та шухăшламан. Мана кунта килĕшет. Упăшка ĕçне малалла тăсма пултарнăшăн савăнатăп. Вăл та хĕпĕртенĕ пулĕччĕ-тĕр куншăн. Эпĕ хамăн пурнăçа икке пайлатăп: вăл виличченхи тата вăл вилнĕ хыççăнхи. Пач тĕрлĕ пурнăç. Хам та, ахăртнех, икĕ тĕрлĕ.
Ĕçлеме пуçласан тунтикун пĕрремĕш планерка ирттеретĕп. Мастерсем лараççĕ, прорабсем, «Вак чул... Фракцисем.... Маркăсем... Солярка...Реле... Карбюратор... Вăл кирлĕ, ку кирлĕ...» - теççĕ. Эпĕ итлесе ларатăп. Ним те ăнланмастăп. «Мĕнле ĕçлемелле? Çук, ĕçлесси пулмасть кунта», - тетĕп. Хăрамалла! Вĕсем асăнакан сăмахсене хут çине çырса пыратăп, ăнкарма тăрăшатăп: мĕнрен тăрать асфальт, вак чулсем мĕнлерех фракцисем пулаççĕ... Халь çав çырса пынисене пăхатăп та мĕнле айван пулнă вĕт-ха тесе хамран хам кулатăп.
«Мана управляющине ларт, эсĕ унта нимĕн те чухламастăн, ăнланмастăн - пултараймастăн» текенсем те пулчĕç малтан. Телефонпа хăраткалани те, СМС çыракансем те. Пулнă. Тем те пулнă. Ĕç сÿнсе лармарĕ. Организаци арканмарĕ. Тăватă çул ĕçлетĕп. Ыйтусем тупăнкалаççĕ, паллах. Унсăр мар ĕнтĕ ĕç тунă чухне. Вăл кирек ăçта та çаплах. Чи кирли - ĕç пур, ĕç пырать. Пирĕн ĕç çынна кирли те савăнтарать. Эпир ялсенчи çулсене юсатпăр, çĕнĕ çулсем хыватпăр. Лайăх, чипер çул халăхшăн ырлăх вĕт-ха.
Ачасем пĕрле ĕçлени те - чуншăн хĕпĕртÿ. Ывăл, Алексей, 30 урлă каçрĕ. Ашшĕ пур чухнех кунта ĕçлеме пуçланă. Çулласенче кашни каникулта вĕри асфальта рабочисемпе пĕрле кĕреçепе йăтатчĕ. Мускаври автоçул институчĕн Шупашкарти филиалĕнче ятарлă пĕлÿ илчĕ. Çул тума вĕренес енĕпех. Аслă хĕр те, Настя, унтанах вĕренсе тухрĕ. Халĕ виççĕмĕш ачипе килте ларать-ха. Малтан вăл Атăл - Вятка академине пĕтернĕччĕ. Унăн упăшки те, манăн кĕрÿ, Андрей, пĕрлех ĕçлет. Хĕрсем манăн иккĕшĕ те икĕ аслă пĕлÿллĕ. Кĕçĕнни, Катя, коопераци институтĕнчен, унтан Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Вăл хам патра юрист пулса ĕçлет. Савăнатăп ачасемпе. Пурнăç çыннисем пулса çитĕнчĕç пек туйăнать. Ашшĕ: «Ольга, укçа ачасене пăсать, - тетчĕ эпĕ вĕсене вăрттăн кăштах укçа панине сиссен. - Мана каламасăр ан пар. Эп хамах калатăп сана хăçан памаллине», - тетчĕ. Халĕ ĕнтĕ хăйсем укçа мĕн хакне, вăл мĕнле алла кĕрсе пынине кураççĕ, уншăн чăнласа ĕçлеме кирлине ăнланаççĕ.
Мĕншĕн çыратăп?
Эпĕ пĕрре мар шухăшланă: мĕншĕн çыратăп? Ыттисем пурăнаççĕ вĕт-ха çырмасăрах. Ĕçе каяççĕ - килеççĕ, каçсерен ман пек ыйха татса лармаççĕ. Ачи-пăчипе, пахчи-дачипе киленсе пурăнаççĕ. Çыракан çын çырмасăр пултараймасть. Пуçра пĕрехмай сюжетсем çаврăнаççĕ, сăнарсем калăпланаççĕ. Çырни вăл пурнăç çинчен, хамăр çинчен шухăшланиех вĕт: мĕншĕн çапла пурăнатпăр эпир, мĕншĕн çапла çаврăнса тухать пирĕн шăпа, мĕншĕн телейлĕ пулаймастпăр эпир, мĕншĕн юнашар çын хуйхи-суйхине ăнланмастпăр тата ытти те. Çыравçă вулакана ятарласа йĕртес е каçăхтарса савăнтарас тесе çеç çырмасть вĕт хăйĕн повеç-калавне, романне - пĕрле шухăшлама, асап-терте пĕрле тÿссе-чăтса ирттерсе çав йывăрлăхран вăйланса, шухăш-кăмăлпа, чун-туйăмпа çирĕпленсе тухма чĕнет, пурнăç кирек мĕнле çаврăнса тухсан та чуна упраса хăварассишĕн кĕрешме хистет.
Пирĕн вулакан питĕ чунлă тесе шутлатăп эпĕ, мĕн çырнине пĕтĕмпех чунĕ патне илет. «Упраймарăм сана» роман пичетленсе тухнă хыççăн манран пĕрехмай ыйтатчĕç: «Мĕнле çаврăнса тухать çав хĕрарăмăн шăпи, Сергейпе пĕрле пулаяççĕ-и вĕсем?..» Çавăнпа эпĕ романа малалла тăсрăм. Иккĕмĕш пайĕ кăçал пичетленсе тухрĕ. 3-мĕш пайне çырасшăн. Шухăшлав тапхăрĕ пырать темелле халĕ. Паллах, кулленхи ĕçе пула пусăрăнса ларса ĕçлессиех пулмасть, çапах та каçхине хăвна шурă таса хут, сăнарусем чăтăмсăррăн кĕтни çинчен шухăшласа илетĕн те ĕçри йывăрлăхсем те çăмăлланаççĕ, чунра хавхалану çуралать, вара кун та ăнăçлăн иртсе каять, кăмăл та уçăлать. Пурнăç та чăнласах та илемлĕ иккенне туйса илетĕн.
Пичете Арсений ТАРАСОВ хатĕрленĕ
Комментари хушас