Любимовсем - пĕрремĕшсем...

2013 çулта Шупашкарта тата Муркаш районĕнче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене Катькас тăрăхĕнче çĕр пама пуçларĕç. Вăл республикăн тĕп хулинчен 30 ытла çухрăмра вырнаçнă. Мĕнлерех лару-тăру унта паян? Çакна уçăмлатма ятарласах çула тухрăмăр.

Муркаш район администрацийĕн çурт-йĕр тата çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, унта 900 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме палăртнă. 600 ытла пайне Шупашкарсем валли уйăрнă, ыттине Муркашсем йышăнĕç. Нумайăшĕ хирте çурт çĕклесшĕн, унта ачи-пăчине çитĕнтересшĕн. Вырăнĕ лайăх: çывăхрах - вăрман, ял.

Çĕре пайласа тухни аякранах курăнать. Çапах хуçисем килсех çÿремеççĕ пулмалла - çум курăкне те тасатман.

Çакăнта Катькасри Любимовсем çеç çурт хăпартма пуçланă, пахчаçимĕç лартма ÿркенмен. Кунта хальлĕхе çутă, шыв, газ çукки те хăратман вĕсене. Любимовсен хăярĕ те, купăсти те ăнса пулнă. "Çулла пахчаçимĕçе шăвармашкăн бидонпа шыв турттараттăмăр", - тет 3 ача амăшĕ Светлана Павловна. Юрать-ха халь пурăнакан килтен инçех мар çав лаптăк. Çухрăм çурăри хăйсене ятăн çĕр çине машинăпа кăна мар, çуран та, велосипедпа та кайса килме пулать.

"Çĕрулмие хир сыснисем тапăнманччĕ-и?" - шÿтлесе те илчĕ сутуçăра тăрăшакан хĕрарăм. Йĕри-тавра халĕ апат-çимĕç çителĕклех. Вĕсен йăранĕсене ют çын та, тискер чĕрчун та тĕкĕнмен.

Çуртăн пĕрремĕш хутне амăшĕн капиталĕпе усă курса хăпартнă çак çемье. Кăçал кĕркунне, Катьăн, Камиллăн, Каринăн ашшĕ Олег Георгиевич пысăк укçа ĕçлесе илсен, иккĕмĕш хутне купаласшăн. Строительство материалĕсене хатĕрлеме пуçланă. Кĕçех ыттисем те ĕçе пуçăнасса шанас килет. Çак çĕре пушă вырттарма юрамасть, унпа тĕллевлĕ усă курмалла. Любимовсем вара çакăнта чи малтан çурт лартма пуçланипе палăрса юлĕç.

Çапах инфраструктура хăçан аталанĕ? Çак вырăн проекчĕ тахçанах хатĕр ĕнтĕ. Унта ача сачĕ, шкул, предприятисем уçăлĕç. Сукмак вырăнне асфальт çул сарĕç. Малтанлăха çирĕплетнĕ тăрăх - çакăнта 5 пине яхăн çын пурăнма пуçлĕ. Муркаш район пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никитин çак вырăна хăтлăлатас ĕçĕн пысăк пайне Шупашкар хула администрацийĕ йĕркелесе пынине палăртрĕ. Шыв, газ, çутă çитерес ыйтăва пăхса тухнă. Подряд организацине çирĕплетес тĕлĕшпе конкурс ирттернĕ. Хыснаран укçа уйăрасса кĕтеççĕ.

Мария РОМАНСКАЯ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Мария РОМАНСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.