Комментари хушас

15 Авăн, 2015

Хальхинче те ­‐ «Нарспи» оперăпа

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ сентябрĕн 11-мĕшĕнче хăйĕн черетлĕ 56-мĕш сезонне уçрĕ: пĕлтĕрхи пекех, хальхинче те - Григорий Хирбю композиторăн "Нарспи" оперипе.

Çак спектакле ахальтен суйласа илмен: кăçал Чăваш Енре К.В.Иванов çулталăкĕ-çке. Ку оперăна театр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе - 2,8 млн тенкĕлĕх - усă курса çĕнетнĕ. Вăл кăçал театрсен "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурсĕнче харăсах темиçе номинаципе премие тивĕçнĕ. Спектакле куракансем йышлăн пухăнчĕç, çав шутра çамрăксем те нумайăн пулчĕç. Эппин, наци культурине чăнласах та хаклакансене вăл йăлăхтармасть, татах та татах театра килме хистет. "Нарспи" оперăна курма Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа килчĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.