Комментари хушас

15 Авăн, 2015

Николай РЕМЕСЛОВ: вĕренекенĕмсем манран лайăхрах пулччăр

ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Çĕрпÿри «Асамат» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕн Николай РЕМЕСЛОВĂН пĕтĕм пурнăçĕ спортра иртет: малтан тĕрлĕ ăмăртура район тата республика чысне хÿтĕленĕ, унтан çамрăксене бокс вăрттăнлăхĕсене вĕрентме пуçланă.

- Николай Владимирович, мĕнпе илĕртет-ха бокс çамрăксене?

- Бокс пин-пин çул каяллах аталанма пуçланă. Алăпа вăй виçесси кĕрешÿн тĕп мелĕ шутланнă. Авалхи Олимп вăййисен программине те кĕртнĕ пулнă ăна. Бокспа туслă çынсем хăюллă та патвар, çирĕп те тĕреклĕ. Вĕсем хăйне кăна мар, тус-юлташпа çывăх çыннисене хÿтĕлеме пултараççĕ, нимĕнрен те шикленсе тăмаççĕ. Боксерсенчен пултаруллă ертÿçĕсем пулса çитĕннине те палăртмалла. Республика правительствинче ĕçлекенсем те пур вĕсен хушшинче, Чăваш Енри сумлă организацисене те ертсе пыраççĕ.

- Эсир те çамрăк чухне çавăн пек çынсенчен тĕслĕх илнĕ-и? Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.