Çĕнĕ хваттер шантарнă та киввине панă

Çĕнĕ хваттер шантарнă Алина Федорова хăйĕн хваттерне тÿрех шыраса тупаймарĕ. «Çакăччĕ-ши? Эпĕ кунта тахçанах килсе курман, манса та кайнă...» - терĕ çамрăк хĕрарăм. Красноармейскинче Ленин урамĕнчи 73-мĕш çурт тĕлĕнче пăрăнтăмăр /халăхра ăна «финсен çурчĕ» теççĕ, райцентрта унашкалли чылай/. Тĕттĕм коридорта Алина хваттер алăкне аран курчĕ, хунар çутса çăра уçса кĕтĕмĕр.та киввине панă

Алина Федорова ача чухнех тăлăх ятне илтнĕ. Унăн ашшĕ амăшне вĕлернĕ те тĕрмере ларнă. Ачасем кукамăшĕпе ÿснĕ. Халĕ Алина 26-ра, вăл хăй те икĕ ача амăшĕ. Çемйипе Васнарта пурăнать, Красноармейски районĕн тĕп больницине ĕçе çÿрет.

Алина хваттер черетне 2010 çулта тăнă, анчах пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче кăна унпа Красноармейски район администрацийĕ социаллă найм килĕшĕвĕ çырнă. Муниципалитет хваттерĕ Алинăна килĕшмен, çавăнпах ăна илме хирĕçленĕ, мĕншĕн тесен унта юсав ирттерсе чылай тăкакланмалла: урайĕ çĕрĕк, маччи йăтăнать... Сантехникăна вара пăхма та хăрушă! Çаксене хамăр та курса ĕнентĕмĕр. «Юсаса паратпăр. Ку - вăхăтлăх кĕтес. Çĕнĕ çурт хута кайсанах унта куçăн», - çапла шантарнă ăна.Малалла вулас...

Алина ИЗМАН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.