Вăййа тухма саппун та, тутăр та пулман

Вăрман выçлăхран хăтарнă

Лидия Филипповна çемьере чи асли пулнă. Çичĕ ачаран иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ: пĕри - пĕр уйăхра, тепри - пĕр уйăх çурăра. Фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнсанах пилĕк ача ашшĕне вăрçа илсе кайнă.

- Аслăк тăррине улăмпа кăна витнĕччĕ, атте ăна сÿтсе хăмапа улăштарма хатĕрленнĕччĕ. Çывăх çыннăм урамра арçынсемпе калаçнине итлесе тăтăм. Вăрçă пуçланнă иккен. Аттене сарай тăррине витсе пĕтерсен кăна илсе кайрĕç, - ун чухне 13 çулта пулнăскер ашшĕне вăрçа ăсатнине куç умне кăларчĕ. - Кÿршĕри карчăкпа старик каçрĕç. Вĕсене сĕтел хушшине лартрĕç. Ватă çынсем аттене пил парса ăсатрĕç. Анне йывăр çын юлчĕ. Вăл пире куççуль кăтартмарĕ. Чăтăмлă хĕрарăмччĕ вăл.

Ашшĕ çапăçу хирĕнчен шăрçаланă çырусене Лидия Лаврентьева килте хăй вуласа панă. Мăшăрĕ йывăр çын юлнăран Филипп Лаврентьев «Ятсăррине салам кала» тесе çырнă. Пĕр çулталăкран Филипп Софроновича йывăр чирленине пула киле янă. Сывалса çитсен çемье пуçлăхĕ каллех тăшмана аркатма тухса кайнă. Нумаях та вăхăт иртмен - Хăмпуç Патăрьелти юлташĕ килне çыру янă. Унта вăл Филипп Лаврентьев Мускав çывăхĕнчи çапăçу хирĕнче выртса юлни пирки пĕлтернĕ. Ашшĕ вилнине Лидия Филипповна çапла пĕлнĕ. Пилĕк ачапа тăрса юлнă амăшĕ тĕпренчĕкĕсене пурнăç темĕнле йывăр пулсан та куççуль кăтартман.  Малалла вулас...

Елена ЛУКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.