- Чăвашла верси
- Русская версия
Çăра çаксан çĕмĕрсе кĕреççĕ
Çĕрпÿ районĕнчи Славашри клуба курсанах мĕн шухăшламаллине те аптăрарăм: те ĕçлет вăл, те çук... Ял варринче пĕчĕк пÿрт стени çине «Клуб» тесе çырнине шута илсен - «пур» темелле. Анчах унта культура мероприятийĕ хăçан юлашки хут иртнипе кăсăклансан: «Тихвин ярмăрккинчеччĕ /июлĕн 5-мĕшĕ/ пулас», - терĕç.
Палăк умĕнче сăра ĕçеççĕ
Клуб Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа лартнă палăкпа çумăнах вырнаçнă. Çак лаптăка хăйне евĕр культурăпа кану вырăнĕ теме те май пур. Вăл пралукра, йĕри-тавра юхăнакан çуртсем /медпункт, ферма/ хушшинче вырнаçнă пулин те çакăнта уявсем ирттерме халăх хутран-ситрен пуçтарăнать, спортпа туслисене валли те лапам пур. Волейбол çетки карса хунă та унта ачасемпе çамрăксем выляма çÿрессе шанас килет. Малалла вулас...
Комментари хушас