Хĕлле хваттерте пăр катса шыв ĕçеççĕ
Подъезд умĕнче ларакан карчăк-кĕрчĕке «вырăнти МИХпе» /массăллă информаци хатĕрĕ/ ахальтен танлаштарман, çакăнта кун каçсах темĕн те пĕлеççĕ, кураççĕ вĕсем. Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвара килсенех икĕ хутлă çурт умĕнче те «МИХсене» асăрхарăмăр. Анчах вырăнти хыпарсем мар, ванчăк чÿречеллĕ çурт кăсăклантарчĕ пире. Çапла подъезд умĕнчи çынсен чунне тахçантанпах ыраттаракан ыйтăва хускатрăмăр. Малалла вулас...