Комментари хушас

12 Авăн, 2015

Маттур, Алманчăсем!

Лидия Ковалюк /Антипова/ Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлĕвне малалла туптанă.

Лидия Алексеевна республикăри тĕрлĕ шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Каярахпа нумай çул республикăри Кĕнеке юратакансен обществине ертсе пынă. Çав тапхăрта Лидия Ковалюк республикăра тĕрлĕ мероприяти тăтăш ирттернĕ. Вăл йĕркеленипех чăваш вулаканĕсемпе тĕл пулмашкăн паллă артистсем Клара Лучко, Николай Еременко, Алексей Баталов, Игорь Костолевский, Виталий Соломин, Сергей Проханов, Сергей Никоненко, Римма Казакова сăвăç тата ыттисем килсе çÿренĕ.

Хальхи вăхăтра Лидия Ковалюк Чăваш Республикинчи Писательсен "Хурăнташ" союзĕн председателĕн çумĕнче вăй хурать. Хастар çыравçă - Раççей журналистсен тата Раççей писательсен союзĕн членĕ. Литературăри пултарулăхĕшĕн тата тăрăшулăхĕшĕн Лидия Ковалюка Раççей федерацийĕн писательсен союзĕн Хисеп грамотипе чысланă. Кăçал Лидия Ковалюк ЧР Культура министерствин Тав хутне тивĕçнĕ.

Пултарулăхĕ ача чухнех палăрнă. Шкул çулĕсенче вăл малтанхи сăввисене стена хаçатĕнче пичетленĕ. Ÿсерехпе районти "Авангард" хаçатпа туслă çыхăну тытнă.

Лидия Ковалюк - "Ырă кун", "Тавах, ачам", "Çурхи вăй", "Шурă акăш", "Юрату çăлкуçĕ", "Саккăрăн - саккăрла", "Пурнăç тинĕсĕ", "Исканий не окончен шаг..." кĕнекесен авторĕ. Унăн хайлавĕсем шкул программине те кĕнĕ. Лидия Алексеевна юмахсем, балладăсем, легендăсем те çырать. Унăн хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленеççĕ: "Тăван Атăл", "Хыпар", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Хресчен сасси", "Çамрăксен хаçачĕ"...

Лидия Ковалюк хăйĕн хайлавĕсенче тĕрлĕ тема хускатать. Юрату ачашлăхĕ, хĕрарăм çепĕçлĕхĕ, ырă кăмăллăх... Çавăн пекех унăн пултарулăхĕнче тăван ял, çуралнă кĕтес тĕп вырăн йышăнать. Хăй чупса ÿснĕ тавралăхшăн тунсăхлани, чун-чĕрипе яланах унта пулни туйăнать унăн сăввисенче.

 

* * *

Каллех ума тухать
ман ялăм,
Мана та вăл нихçан
манмасть.
Ялан эс маншăн çывăх,
хаклă,
Эс ăшăтатăн чунăма.
* * *
Вĕçеççĕ манăн шухăшсем
Тăван яла, тăван çĕре,
Тăван çĕршывăн
уй-хирне,
Тăван çĕршывăн вăрманне.
* * *
Улăхри кĕтÿç шăхличĕ те
Кăмăла уçса ярать кĕçех.
Тăван ял çунатлă ĕмĕте
Çĕклесе хир инçетне вĕçет.
 
* * *
Ман Шăнкăртам
çыранĕсем тавра
Чĕр çăлкуçсем чылай -
хăвах куран.
Çăлкуç патне ак эп пырса
тăратăп,
Хумханнă кăмăлпа ăна
тăнлатăп.
 
Асаттесем юратнă çак
çăла -
Кунта ватти-вĕтти куллен
вăй илнĕ.
Сипленĕ йывăр суранне
ялан,
Асамлă шыв, туятпăр,
чăн та пиллĕ.
 
Çăмăлах мар çав пулнă
ĕлĕк пурнăç,
Çынсем тертленнĕ
вăрманта, хирте.
Хавас хĕлхемĕ сÿннĕ, çитнĕ
хурлăх,
Яла пулăшайман çăл
шывĕ тек...

 

Çакăн йышши сăвăсем - асран тухман, чунра упранакан тăван кĕтесе халалланăскерсем - Лидия Ковалюкăн пултарулăх арчинче чылай упранаççĕ. Сăвăç хăй те пушă вăхăт тупăнсанах çуралнă тăрăха çул тытать. Е вулакансем, унăн пултарулăхне хаклакансем ăна черетлĕ тĕлпулăва чĕнсе илеççĕ. Е Лидия Ковалюкăн черетлĕ кĕнекин презентацийĕ çуралнă тăрăхра иртет. Çапла-çапла кашни савăнăçа ентешĕсемпе пайлама тăрăшать вăл. Хăй те, Алманчă сиплĕ сывлăшĕпе, тăрна куçĕ пек тăрă та уçă çăлкуç шывĕпе аталанса ÿснĕскер, пархатарлă пулма пĕлет. Пултаруллă авторăмăр "Чăваш хĕрарăмĕ" йĕркеленĕ "Хăв çырăн та - юлташна çырăнса пар" акцие те хастар хутшăнчĕ - пирĕн кăларăма тăван шкулне çырăнса парнелерĕ.

Çак кунсенче вара редакцие тата ырă хыпар çитрĕ - Лидия Ковалюка "Алманчă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ" ятпа чысланă. Маларах çак чыса ку тăрăхра çуралса ÿснĕ çыравçă, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Тенюшев тивĕçнĕччĕ. Алманчăсем литература анинче çанă тавăрса ĕçлекенсене манманни, сума суни кăмăллă. Лидия Ковалюка вара çак ятпа шăпах Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕсем пынă чух чыслани уйрăмах пархатарлă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.