Корольсем те юратсах çемье çавăраççĕ
Çак эрнере тĕнчере тепĕр рекорд пулса иртрĕ -
II Елизавета трона йышăннăранпа 64-мĕш çула кайрĕ
Ку енĕпе II Елизавета историре юлнă Викторийăран та ирттернĕ: лешĕ Пĕрлештернĕ королевствăна 63 çул - хăйĕн юлашки сывлăшĕ тухичченех - ертсе пынă.
II Елизавета çитес çулхи ака уйăхĕнче 90 çул тултарать. Вăл çĕршыв тилхепине алла илнĕ вăхăтра 12 премьер-министр улшăннă. Хĕрарăмăн тата пур рекордсем - мăшăрĕпе, Эдинбургский герцогпа, иккĕшĕ пĕрле 68 çула яхăн пурăнаççĕ. Мăшăр 4 ачана кун çути пилленĕ. Халĕ монарх çемйинче - сакăр мăнук тата вĕсен пилĕк ачи.
Королевăн тепĕр рекорчĕ портретпа çыхăннă - унăн сăнне чи нумай патшалăхри вак укçа çине ÿкернĕ: королева Пĕрлĕхе кĕрекен 16 патшалăх ертÿçи шутланать.
Çул çÿрес енĕпе те ăна çитекен монарх çук-тăр - II Елизавета 130 ытла çĕршывра пулса курнă.
Ашшĕ VI Георг вилнĕ хыççăн 25 çултискер йышăннă вăл трона. Британи монархине сыхласа хăварас тĕллевпе политикăра татăклă утăмсем тунă, çемье ыйтăвĕсене те ăслă татса пама пултарнă. Ывăлĕ Чарльз пĕтĕм халăх юратакан Дианăран уйрăлнă хыççăн та корона сумне сыхласа хăварма пултарнă хĕрарăм. Ватлăх кунĕсенче татах инкек пырса çапнă - референдум ирттерсе Шотланди Аслă Британирен уйрăлнă. Чăн та, Чарльз принц та рекорд кăтартать темелле: 65-ри принц 62 çул ĕнтĕ - трон еткерçи. Британи историйĕнче кун пекки пулман - пĕр принц та çавăн чухлĕ вăхăт кĕтмен трон пушанасса. Унсăр пуçне, Уэльскисен историйĕнче Чарльз - чи ватă принц. Тата мĕн чухлĕ кĕтмелле унăн? Çакна пĕр Турă кăна пĕлет. Елизавета амăшĕ 101 çул пурăннă. II Елизвета трона хăй ирĕкĕпе пушатас темесен Чарльзăн ĕмĕчĕ пурнăçланиччен тата пĕр теçетке çул кăна мар иртсе кайĕ-ха.
Тĕрĕссипе, XX ĕмĕр монарх институчĕшĕн ăнăçлă килсе тухмарĕ темелле - вăл тĕнчипех арканчĕ. Кĕç-вĕç вăл çĕр çинчен пачах та çухалассăн туйăнатчĕ. Анчах та корольсемпе королевăсем парăнма васкамаççĕ-ха. Паян тĕнчере 3 пине яхăн монархи. Хăшĕ-пĕрисенче корольпе королевăран ячĕ кăна сыхланса юлнă - вĕсен аллинче нимĕнле влаç та çук. Теприсенче вара влаçа вĕçертме васкамаççĕ-ха.
Президентпа премьер-министра, калăпăр, татăклă вăхăтлăха суйлаççĕ, монарх вара трона мĕн виличченех упраса хăварать. Анчах ку енĕпе те улшăнусем пулса иртме пуçларĕç - Европăра хăш-пĕр монарх, ватăлса çитнине кура, влаçа хăйĕн ирĕкĕпех еткерçисене панă. Паллах, пурте ку утăма тумасть, еткерçисен кун пек чухне кĕтмелли кăна юлать.
Çапах та трона йышăнакан вăрăм ĕмĕрлисен шутне тата кама кĕртме пулать-ха?
IX Рама, Таиланд королĕ, трона йышăннăранпа 68 çул иртнĕ.
Ку çĕршывăн ертÿçи питĕ кăсăклă çын пулнипе паллă. Вăл трона 1946 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче йышăннă. Анчах та çакăн умĕн çĕршывра инкек пулса иртнĕ - унăн пиччĕшĕ VIII Рама хăйĕн çывăрмалли пÿлĕмĕнчех вилнĕ. Персе вĕлернĕ-и ăна е хăй перĕннĕ-и - çак ыйтăва правительство комиссийĕ те татса парайман. 1955 çулта çак инкекшĕн королĕн секретарьне тата икĕ пажне айăпласа вĕлернĕ. Анчах та вĕсем чăнласах айăплă пулнă-и - ку ыйтăвăн та татăклă хуравĕ çук. Çак ĕçсем хыççăн VIII Рама вилĕмĕ çинчен çĕршывра пачах та калаçма чарнă.
Хальхи король çут тĕнчене Пхра Воравонг Тхе Пхра Онг Чао Пхумипхон Адулаядет ятпа килнĕ. Паян пурăнакан монархсенчен пĕр унăн кăна... АПШ гражданствине саккунлă майпа илме ирĕк пур.
Пулас король Кембриджра /Массачусетс штачĕ/ 1927 çулта çуралнă. Кĕçĕн класра Бангкокри шкулта вĕреннĕ хыççăн çемье Швейцарие куçнă. Каччă шкултан унта вĕренсе тухнă, Лозанна университетĕнче пĕлĕве малалла тăснă.
Коронацире унăн ячĕ улшăннă - Phrabat Somdet Phra Paramindara Maha Bhumibol Adulyadet Maxitaladhibet Ramadhibodi Chakrinarubodihd Sayamindaradhirat Boromanatbophit.
IX Рамăн трон çинчи ĕмĕрĕ те, ячĕ пекех, вăрăм. Саккунпа килĕшÿллĕн унăн церемонисене кăна хутшăнма ирĕк пулнă, анчах вăл патшалăхри çивĕч ыйтусене те татса парать - арбитр пек.
Паян вăл çĕршывра - чи пысăк авторитет. Унăн пуянлăхĕ 35 миллиард долларпа танлашнине калаççĕ. Король çуралнă кунĕ - Таиландри тĕп уявсенчен пĕри. IX Рама живопиçпе, сăнÿкерессипе кăсăкланать, саксофон калать. Çавăн пекех Таиланд королĕ плотинăсемпе кĕперсен проекчĕсене хăех хатĕрлет. Искусствăллă пĕлĕтсен патенчĕ те пур унăн.
86-ри королĕн еткерçи - унăн пĕртен-пĕр ывăлĕ Сомдейт Пра Боромма Орасатхират Чао Фан Маха Ватчиралонгкорн Саям Макутрачакуман. Еткерçĕ 62 çулта, çак статуспа вăл 42 çул пурăнать. Чăн та, трон пушанасса кĕтсе алла усса лармасть - вăл виçĕ хутчен авланнă. Çавна пула королĕн те тунсăхласа ларма пĕр вăхăт та çук - ывăлĕн уйрăлу процесĕсене татса памалла, мăнукĕсене хăйсемпе хăварма пулăшмалла - кÿреннĕ хĕрарăмсем çапах та ачисене пĕрле илме тăрăшнă.
Хассанал Болкиах, Брунея султанĕ, трон çинче - 48-мĕш çул
68-ти султан “ĕçтешĕсемпе” стаж тĕлĕшпе тупăшаймĕ, пурлăхĕ енчен вара - тархасшăн: вăл çĕр çинчи чи пуян çынсен списокĕнче темиçе хутчен те чи пĕрремĕш йĕрке йышăннă. 48-мĕш çул султан пулнисĕр пуçне Хассанал 31-мĕш çул - çĕршыв премьер-министрĕ те. Çавăн пекех Брунея оборона министрĕ те, финанс ведомствин ертÿçи те - вăлах. Правительство канашĕсене ирттерме мĕнле ансат - çапла мар-и? Брунея султанĕсен 29-мĕш представительне çавăнпа та ятпах каламалла пулĕ - Султан Хаджи Хассанал Болкиах Муизз уд-Дин Ваддаулахибни аль-Мархум Султан Хаджи Омар Али Саиф уд-Дин Саад уль-Хаир уа уд-Дин. Британири Король çар академийĕнчен вĕренсе тухнăскер автомобильсем пухать. Коллекцийĕнче миçе машина иккенне хăй те пĕлмест - те 5000, те 7000. “Роллс-Ройс” кăна - 600 машина. “Феррари” - 500. “Формула - 1” чемпион боличĕсене юлашки виçĕ теçетке çул пуçтарнă. Султан керменĕнче 1788 залпа пÿлĕм - тĕнчере кун пек пысăк кермен урăх çук.
Брунейăра арçынсен темиçе хут та авланма ирĕк пур, анчах та султан иртĕхсех кайман ку енĕпе - унăн пурĕ те виçĕ арăм кăна, вĕсенчен те иккĕшĕнпе уйрăлса ĕлкĕрнĕ вăл. Ун вырăнне çĕршывра вăхăтлăх гарем уçма ирĕк пур - султан кăмăлне кайнă тĕнчери чи хитре хĕрсем унпа çулталăклăха контракт çырма пултараççĕ. Паллах, тÿлев виçи пĕчĕк мар. Чăн та, ку йĕрке çирĕм çул каялла пулнă. Султан халĕ ăна пăхăнать-и - паллă мар. Малтанхи çулсенче вара çакăн пек контракта алă пусас текен чиперуксен шучĕ те пулман.
II Маргрете, Дани королеви, трон çинче - 43-мĕш çул
Паян 74 çула çитнĕскере вăхăтĕнче трон йышăнма пулăшас тĕллевпе унăн ашшĕн тата правительствăн самай тарлама тивнĕ - çакна валли ятарласа саккуна улăштарнă вĕт! Унччен трон еткерçи арçын кăна пулма пултарнă, IX Фредерикăн вара хĕрсем кăна пулнă. Саккуна улăштарнă хыççăн 1972 çулта Маргрете Александрина Торхильдур Ингрид влаç тилхепине хăй аллине илнĕ - II Маргрете пулса тăнă.
“Вĕренмелле, вĕренмелле тата вĕренмелле” лозунга пăхăнса вăл Копенгаген университетĕнче - философи, Кембриджра - археологи, Сорбоннăпа Орхусра - обществоведени, Лондонри экономика шкулĕнче экономика вĕреннĕ. Дани чĕлхисĕр пуçне тата тăватă ют чĕлхе пĕлет, унсăр пуçне унăн çар опычĕ те пур - 12 çул Сывлăш эскадрилйин хĕрарăм уйрăмĕн рекручĕ пулнă. Çавăнпа та Дани çарĕн Тĕп командующин титулне хĕрарăм йышăннинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук.
Королева живопиçпе профессинал шайĕнче кăсăкланать. Вăл хăйĕн ĕçĕсен темиçе куравне те йĕркеленĕ, кĕнекесене ÿкерчĕксемпе илемлетет, тĕрлĕ спектакльпе фильмсем валли декорацисемпе костюмсен эскизĕсене хатĕрлет.
Карл XVI Густав, Швеци королĕ, трон çинче - 42-мĕш çул.
Халĕ 68 çула çитнĕскер, трона вăл 27-ре йышăннă. Çапла Бернадотсен йăхĕнчи чи çамрăк король пулса тăнă. Чăн та, Карл Густав Фольке Хубертус принц влаçа ашшĕн мар, 90 çула çитнĕ аслашшĕн, Густав VI Адольфăн, аллинчен илнĕ. Пулас королĕн ашшĕ ывăлĕ тăхăр уйăхра чухне авиакатастрофăра вилнĕ. Ун чухне монарх хальхи королĕн мăн аслашшĕ пулнă. Сăмах май, вăл 92 çула çитиччен пурăннă.
Принца трона йышăнма ятарласа университетра хатĕрленĕ. Унсăр пуçне пулас монарх икĕ çул çарта тĕрлĕ чаçре ирттернĕ - тинĕс флотĕнче те, сывлăш вăйĕсенче те, çĕр çинче те.
Карл XVI спортпа туслă, аквалангпа чăмма кăмăллать, ытти швед пекех йĕлтĕрпе чупать. Ку кăна та мар, монарх паллă, 90 çухрăм тăсăлакан “Васалоппет” марафона темиçе хутчен те хутшăннă.
Спорт монарха пур енĕпе те пулăшать. 1972 çулта Мюнхенра иртнĕ Олимпиадăра Швеци принцĕ оргкомитет çумĕнчи аслă куçаруçăпа Сильвия Зоммерлатпа паллашнă. Пĕр король те юратса мăшăрланаймасть тени - суя сăмах. Сильвия чаплă йăхран тухманнине пăхмасăрах Карл Густав ăна качча илнĕ, хĕртен Швеци королеви туса хунă. Халĕ, паллах, ку енĕпе нимĕнле чăрмав та çук, хĕрĕх çул каялла çапах та паттăрлăхпа танах пулнă ку.
Хальхи король вăхăтĕнче çĕршывра йăла-йĕрке кашни утăмрах тенĕ пек пăсăлать. Карл Густавпа Сильвиян виçĕ ача. Асли - хĕрача, Виктория. Саккунпа килĕшÿллĕн, трон арçын ачана кăна куçмалла. Ку тĕслĕхре - Карл Филипа. Анчах та 1979 çулта конституци тĕлĕшпе референдум ирттернĕ. Çапла вара трон еткерçи никам та мар, шăпах Виктория принцесса пулса тăнă.
Хĕрĕ ашшĕн çулĕпех кайнă - фитнес енĕпе хăйĕн тренерне качча тухнă. Сценари çак йĕрпех аталанса пырсан унăн хĕрĕ слесарьпе мăшăрланасси никама та иккĕлентермест.
III Мсвати, Свазиленд королĕ, трон çинче - 29-мĕш çул.
Африкăри Свазиленд патшалăхне шăпах çак сăлтавпа тĕнчипех пĕлеççĕ - вĕсен 46-ри королĕ континентри юлашки абсолютлă монарх.
III Мсвати, вăлах Махосетиве, вăлах Нгвенйама - хăйĕн умĕн трон йышăннă ашшĕн II Собхузăн 67 ывăлĕнчен иккĕмĕшĕ.
1982 çулта ашшĕ ÿпки шыçнипе вилнĕ. 14 çулти принц ун чухне Аслă Британире Шерборн шкулĕнче вĕреннĕ. Ун тивĕçĕсене вăхăтлăха çавăнпа регентсем пурнăçланă. Престола III Мсвати 1986 çулхи ака уйăхĕнче йышăннă.
Свазилендшăн III Мсвати прогрессивлă король шутланать. Калăпăр, вăл ашшĕ салатнă парламента каялла пуçтарнă. Чăн та, политика партийĕсем йĕркелеме ирĕк паман.
Унăн 13 арăм тата 24 ача. Вуннăмĕш мăшăрланăвĕ шăв-шав çĕкленĕ - король пулас арăмне... вăрласа кайнă. Вуниккĕмĕш арăмĕнчен вара уйрăлнă - лешĕ мăшăрне... финанс министрĕпе улталанă-мĕн.
Çав çулах çĕршывра пăлхав çĕкленнĕ - политика лидерĕсем короле хысна укçине хăйĕн тата арăмĕсен тĕлĕшпе тăкакласа пĕтернĕшĕн айăпланă. Çакăн пек каламашкăн сăлтавĕсем те пулнă. Анчах та король отставкăна кайма шухăшламан та. Пачах тепĕр май, вăл демонстрацие хăваласа салатнă, пăлхавçăсене хупса пĕтернĕ.
Свазилендăн та хăйне евĕр рекорд пур - тĕнчере вĕсем ВИЧ-инфекци енĕпе чи малтисем. Ку çĕршывра çак вируса кашни тăваттăмĕш çын çаклатнă.
Çакăнтан епле те пулин сыхланас тĕллевпе король тинех татăклă йышăну кăларнă, авалхи йăла-йĕркене çирĕплетме тĕв тунă. Халĕ хĕрсем çула çитмесĕр, 21 тултармасăр, ар çыхăнăвне кĕме пултараймаççĕ. Саккуна пăснăшăн айăплама палăртнă, штраф 1 ĕнепе танлашнă. Вăхăт нумай та иртмен, III Мсвати... çула çитмен хĕре качча илнĕ. Тĕрĕсех, король штраф тÿленĕ, 1 ĕне панă. Анчах та çакăн хыççăн саккуна пăсасси йĕркеллĕ шутланма пуçланă.
...Çулсерен çурла е авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче виçĕ кун уявланă хыççăн çурма çарамасланнă пин-пин чиперкке король умĕнче темиçе сехет ташлать. Королĕн вĕсенчен чи килĕшнине суйласа илме ирĕк пур. Çулсерен. Черетлĕ арăм вырăнне. Чăн та, хĕрсене никам та ирĕксĕрлесе ташлаттармасть. Çапах та 2008 çулта, сăмахран, Свазиленд 70 000 чиперкки король умĕнче çарамасланнă. Король мĕнле чăтать-ши?..
/«АиФ»/.