Archive - 25 Пуш, 2015
Чĕрен пĕркеленчĕксем çук...
Арăмĕ упăшкинчен аслăрах пулни мăшăра телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çулсем иртнĕçемĕн кун пек çемьере арçын айккине чупма пуçламасть-и? Мĕншĕн хăйĕнчен 10 çул аслă йĕкĕте качча тухакан пикене никамах та сÿтсе явмасть, çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен пĕр теçетке çул кĕçĕнрех каччăпа «пĕр сукмакпа утма» килĕшни пирки сăмах-юмах тăватех? Кун пек чухне мĕн каласси те - куçкĕрет, халăх «çăварĕ» иккĕшне те «чĕпĕтсе» илетех.
Ял сăн-сăпачĕ çулсерен улшăнать
Тăван кĕтес кашниншĕнех хаклă. Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм вулавăшĕнче ĕçлекен Надежда Волкова хăй пурăнакан Анаткас Сурăм ял историйĕ пирки сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултарать.
- Ваттисем каланă тăрăх, Анаткас Сурăм XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче пуçланса кайнă. Ял Сурăм вăрман хĕрринчи пысăк лупашкаллă вырăнта никĕсленме тытăннă. Анчах та ял çыннисене вăрă-хурахсем канăç паман, Чумак йăхĕ уйрăмах халăха пусмăрлама тăрăшнă, - каласа парать Надежда Волкова. - Çавăнпа та çынсем сăртлă вырăна куçнă.
Акуç аппа
Акуç аппа 80 çул тултарать. Çамрăкрах чухне тĕлĕнетчĕ чылай çул пурăнакан çынсенчен. «Асапне те курман-тăр, чир-чĕр мĕн иккенне те пĕлмен-тĕр вĕсем», - тетчĕ. Халĕ хăй çак çула çитсен каялла çаврăнса пăхрĕ те – тĕлĕнчĕ. Хуйхи-суйхи çынсенчен те нумайрах пулнă пуль. Чир-чĕр пирки, чăнах та, аплах калаймăн.
Пăрçа, люцерна, илепер... ытларах акмалла
Сиккасси шкулĕн сумлă пурнăçĕ
Çулсем иртеççĕ - асаилÿсем нумайланса-тарăнланса пыраççĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинчи эпир вĕреннĕ шкул та мартăн 28-мĕшĕнче 170 çул тултарать.
Ăна Козьмодемьянски чиркĕвĕ çумĕнче пĕр класлă çуртра уçнă. Унта 32 ача вĕреннĕ, 1 учитель ĕçленĕ. Каярахпа шкул 5 çурт таран пысăкланнă, вĕсенче 13 класс вырнаçса вĕренме пуçланă. Шкул çурчĕсем пĕр-пĕринчен уйрăмшарăн пысăк ункă пек вырнаçнă. Йĕри-тавра чупма, физкультура урокĕсем ирттерме самаях пысăк вырăн пурччĕ.