Калаçар-ха
Яппун профессорне чăваш мунчи килĕшнĕ
Чăвашăн амăшĕ - тĕнче пуçламăшĕ
Кăрлачăн 30-мĕшĕнче "Чăваш хĕрарăмĕ" тухма пуçланăранпа 20 çул çитет. Çавна май чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕн варĕнче ÿтленсе кун çути курнăскерĕн кун-çулĕ пирки нумай çул "Хыпар" Издательство çурчĕн тилхепине тытса пынă, халĕ Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекен Алексей Леонтьевпа курса калаçрăмăр.
"Ăслă" станок умне тăма тăнлă специалист кирлĕ
Виççĕмĕш класа çÿрекен ывăлăм алăк урати урлă каçсанах паян шкулта кун мĕнле иртни çинчен каласа пама пуçăнать. Нумаях пулмасть акă республикăри страхлакан сумлă компани ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Манăн пулас професси" конкурсне ирттересси çинчен каланăччĕ вăл. Çав кунах шурă хут листипе тăрмашма тытăнчĕ. Икĕ ÿкерчĕк хатĕрлерĕ, пĕринче - çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçине, тепринче çăлавçăна сăнланă. Темиçе кун иртсен хайхискертен ытти тантăшĕ конкурс валли мĕнлерех ĕçсем ăсталани, кам хăш професси çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтатăп.
Чĕрен пĕркеленчĕксем çук...
Арăмĕ упăшкинчен аслăрах пулни мăшăра телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çулсем иртнĕçемĕн кун пек çемьере арçын айккине чупма пуçламасть-и? Мĕншĕн хăйĕнчен 10 çул аслă йĕкĕте качча тухакан пикене никамах та сÿтсе явмасть, çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен пĕр теçетке çул кĕçĕнрех каччăпа «пĕр сукмакпа утма» килĕшни пирки сăмах-юмах тăватех? Кун пек чухне мĕн каласси те - куçкĕрет, халăх «çăварĕ» иккĕшне те «чĕпĕтсе» илетех.