Комментари хушас

14 Ака, 2015

"Ăслă" станок умне тăма тăнлă специалист кирлĕ

Виççĕмĕш класа çÿрекен ывăлăм алăк урати урлă каçсанах паян шкулта кун мĕнле иртни çинчен каласа пама пуçăнать. Нумаях пулмасть акă республикăри страхлакан сумлă компани ача-пăча ÿкерчĕкĕсен "Манăн пулас професси" конкурсне ирттересси çинчен каланăччĕ вăл. Çав кунах шурă хут листипе тăрмашма тытăнчĕ. Икĕ ÿкерчĕк хатĕрлерĕ, пĕринче - çул-йĕр çинчи йĕрке хуралçине, тепринче çăлавçăна сăнланă. Темиçе кун иртсен хайхискертен ытти тантăшĕ конкурс валли мĕнлерех ĕçсем ăсталани, кам хăш професси çинчен ĕмĕтленни çинчен ыйтатăп. Тухтăр, вĕрентекен, ача садĕнчи воспитатель, модельер, водитель, сутуçă... - ялан илтме-курма хăнăхнă специальноçсемсĕр пуçне урăхлараххисене асăнмарĕ ывăлăм.

Ан тив, ку тĕслĕх - шкул алăкне тин уçнă вĕренекенсен шухăшĕ-ĕмĕчĕ. Хальлĕхе унăн анлăшĕ çапларах кăна пулнинчен тĕлĕнмĕпĕр. Ача çитĕнеспе кам пулма тăрăшни çинчен хускатнă темăн çивĕчлĕхĕ - ачасемпе çамрăксем профессисем çинчен сахал пĕлни. Акă, çÿлерех çырса кăтартнă тĕслĕхех рабочи профессийĕсем çинчен шухăшлакан сайра пулнине çирĕплетет. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă. Ара, харпăр хăйĕн ачине мĕн пĕчĕкрен "ăслă çын пулмалла" тесе вĕрентет-çке, епле те пулин "хура ĕçрен" пăрăнарах тапаçланма" тăрăштарасшăн. Хамăр вара "хура ĕç" "çимĕçĕсĕр" пĕр кун та пурăнаймастпăр, çăкăр сĕтел çинчен ан татăлтăр тетпĕр, çуртра ăшă, вĕри шыв пулмасан кăмăлсăрланатпăр, электроçутта вăхăтлăха сÿнтерсен тĕнче пĕтнĕн туйăнать т.ыт.те. Çак тĕрлĕ енлĕ ырлăхшăн вара аллине вараламасăр тăрăшакансем те, çанă тавăрса чавса таран вараланса вăй хуракансем те яваплă. Эппин, пĕрисен те, теприсен те ĕçĕ - пархатарлă.

Вулакан ăнланчĕ-тĕр, калас сăмахăм - рабочи профессийĕсен ят-сумне паян самай çÿллĕрех картлашкана хăпартма вăхăт çитни тавра. Мĕн пытармалли, XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче чылай техникумпа колледж, училище çурчĕсем çурма пушă тăрса юлчĕç. Мĕншĕн. Вăтам пĕлÿллĕ професси илекен çамрăк "вышкăна" валли "пиçсех çитейменнипе" училище-техникума пырса кĕнĕ тесе шухăшласси халăх ăс-тăнĕнче çирĕп вырнаçнипе. Аплах мар ĕнтĕ тесе хирĕçлĕ хăшĕ-пĕри. Хамăра улталар мар, шкулсем еплерех ăнăçлă ĕçленине, вĕсем паракан пĕлÿ шайне ку таранччен те мĕнлерех кăтартусемпе хаклатпăр-ха. Вĕренсе тухнисен миçе проценчĕ аслă шкула вĕренме кĕнипе мар-и. Шкулта ачасене вĕренÿре туртăнма хавхалантарасси те "начар вĕренсен аслă классене çитсен сирĕнпе сывпуллашма тивĕ, сирĕн вырăн училищĕре пулĕ" темесĕр темшĕн пулаймасть чылай çĕрте.

Малашне çапах та вĕрентÿ тытăмĕ çакнашкал йăнăшсене тÿрлетме тытăнас пек туйăнать. Çакăн çинчен республикăн вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та нумаях пулмасть вăтам пĕлÿллĕ професси паракан учрежденисен хушшинче иртнĕ "çавра сĕтелре" уççăнах каларĕ.

- Шкулсен авторитетне урăхларах меслетсемпе хакламалли - куçкĕрет. Паян патшалăх вĕрентсе тăкакланнă, анчах усăлăхне кăтартман специалистсемпе мухтанаймăпăр. Ĕç рынокĕнче хăш професси кирлĕ - çавна пахалăхлă хатĕрлеме тăрăшмалла. Производство технологийĕсем çĕнелсе пыраççĕ - вĕсемпе ĕçлеме рабочин вăхăтпа тан пымалла. Электроникăран тăракан станок умĕнче ăслă-тăнлă ĕçлекен тăма тивĕç. Эппин, электротехника кластерне йышпа кăна пуянлатни çителĕксĕр, пахалăхне ÿстермелле, - техника специалисчĕсен хальхи вăхăтра урăхларах пулмаллине систерчĕ вăл.

Çак шухăша ачасен патне мĕнле çитермелле-ха. Техникумра вĕренекенсем хăйсене ыттисенчен "катăкрах" мар туйччăр тесен шкул ертÿлĕхĕн те, вĕрентекенсен те хăйсен улшăнмалла. Ан тив, гуманитарие чăннипех кăмăллаканни хăйĕн çулĕпех уттăр. Экономист пулма çуралманнине вара шутлав тĕнчине мĕншĕн вăйпах хăваламалла. Çавăнпа ачасем пурнăç çулне тĕрĕс суйлаччăр тесен вĕсем шкулпа сывпуллашичченех профессисем çинчен ытларах пĕлни кирлĕ. Хальхи вăхăтра шкулсен умне профориентаци ĕçне вăйлатма тĕллев лартнин пĕлтерĕшĕ çакăнта пулĕ. Чăн та, республикăра инженери класĕсем йышлăн уçăлчĕç. Анчах ырă пуçарăвăн усси аслă е вăтам техника пĕлĕвĕ паракан учрежденисемпе çыхăнса ĕçлесен çеç ытларах пулĕ. Предприятисенче экскурси ирттерни вара хавхаланма пулăшĕ.

Республикăра професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче пĕлÿ пухакансен хушшинче професси ăсталăхĕ енĕпе олимпиада ирттересси йăлана кĕчĕ - апрелĕн 7-мĕшĕнче черетлĕ тупăшăва 125 хĕрпе каччă хутшăнчĕ. Рабочи профессийĕсем паянхи кун модăна çĕнĕрен кĕрсе пынине ĕненес тесен çакнашкал мероприятие çитсе курмалла.

 

Ирина ПУШКИНА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.