Комментари хушас

20 Ака, 2020

Асанне арчинчи авалхи тупра

Чăваш халăх çи-пуçĕпе капăрлăх япалисем çинчен

Авалхи чăваш халăх çи-пуçĕнчи кашни япалан хăйĕн пĕлтерĕшĕ пулнă. Пĕчĕк хĕрачасем те, хĕр шутне кĕнисем те, качча кайичченхисем те, качча кайнă хыççăнхисем те хăйне уйрăм çи-пуç тăхăннă.
Хальхи вăхăтра хăш япалана камăн тата мĕнле тăхăнмаллине час-часах арпаштараççĕ. Тухья айĕнчен сурпан çакса яракан та пур. Тахçанах асанне-кукамай пулса тăнисем те тухья тăхăнма именмеççĕ халĕ. Хĕрсем вара, пĕр шухăшласа тăмасăр, масмаксурпан çыхаççĕ. Ку кăна мар, пикесем хушпу тăхăннине те курма пулать. Кашни ÿсĕмĕн — хăйĕнилемĕ. Хамăр ÿсĕмри япалана тĕрĕс тăхăнсан вырăнлă та, илемлĕрех те. Тепĕр тесен, намăс та мар.
Авалхи йăласене тытса пырас ĕçре «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» усăллă. Тĕслĕхрен, тухьяна кам тăхăннине ăнлантарса пани пур унта: «ТУХЬЯ – тупăлча: головной убор девушки вообще» /XVI том, 145 страница/. ТОХЬЯ – название девичьего головного убора. Хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Пайĕсем: тăрнашка, çамкалăх, карттус сăмси пекки». Тахçан авал тухьян шăрçаллă ытмалли те пулнă, халĕ ăнаманса пĕтнĕ ĕнтĕ. «Ытмалли – женскоеукрашениеизбисера, спускающаяся на спину» тесе ăнлантарать Н.И. Ашмарин III томри 70 страницăра. Малалла тĕплĕнрех каласа кăтартма тупмалли юмах та илсе кăтартнă: «Çумăр çăвать, çĕре тивмест». Хуравне скобкăра кăтартнă – тухьян ытмалли. Авалхи юрăсем те тухьяна кам тăхăннине аван ăнлантараççĕ. Ĕнтĕ хĕрсем илемлĕ Пуçра тухья пур чухне. Ĕнтĕ ачасем илемлĕ Пуçра карттус пур чухне. И, ту чипер, ту чипер, Ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн Тухья пуçлă хĕр чипер.
Масмак качча кайнă хĕрарăм япали пулни пирки çапла çырнă: «МАСМАК. Сорпан çыхмалли, холха тĕлĕнчен çыхаççĕ. Хĕрарăмсен пуç урлă хурса янах айĕнчен çыхмалли. Арăмсен пуçра масмак, мăйра сурпан. Анатри чăвашсем масмака пĕлмеççĕ. Масмака тури чăвашсем хушшинче анчах тĕл пулма пулать» /VIII том, 206 страница/. Тепĕр хут ăнлантарни те пур: «Насмак, масмак. Арăмсем хăмачă çине тĕрлесе пуçа сырăнаççĕ». Сурпанăн та хăйне уйрăм енĕсем пур. Анатри чăваш хĕрарăмĕсем сурпана пуçа çыхаççĕ. Турисем мăй хуплаççĕ. Анатри хĕрарăмсен хуняçа е ытти арçын умĕнче çара пуçăн е çара уран çÿреме юраман. Ун пек çÿресен йĕркесĕрлĕх е тата çылăх вырăннех йышăннă.
Ашмаринсловарĕпетĕплĕнрех паллашсан пĕр вĕçлĕ сурпансем çинчен те пĕлме пулать: кашкăр çăварĕ /вырăсла «волчья пасть» теççĕ/ е тăхăнчăк, качмак. Пĕр вĕçлĕ сурпана анатри чăваш хĕрарăмĕсемхушпу айĕнчен, пуçран çакса янă /çапла-çапла! сырăнман – çакса янă/. Сурпан сырса вăхăта сая ярасран каярах шухăшласа кăларнă ăна. Меслечĕ çапла: тĕрĕллĕ икĕ сурпан вĕçне — тĕррисем курăнмалла, пĕрне аяларах, иккĕмĕшне çÿлерех, урлă çĕлесе лартнă. Сурпан хĕррисене тăрăх çĕлемен, мĕншĕн тесен вĕлкĕшнĕ чух иккĕшĕ те уйрăм вĕçсе тăни курăнмалла пулнă. Сурпанăн тĕрĕсĕр енне кантра çĕлесе лартнă, çав кантрипе пĕр вĕçлĕ сурпана пуç тăрринчен çурăм çине çакса янă. Çиелтен хушпу тăхăннă. Пĕр вĕçлĕ сурпан икĕ вĕçлĕ пек курăннă. Кашкăр çăварĕ те пĕр вĕçлĕ сурпанах, ăна та тăхăнаççĕ. Тулли верси…

www.hypar.ru

Антонина АНДРЕЕВА, Çеçпĕл Мишши музейĕн ертÿçи.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.