Калаçар-ха

11 Пуш, 2015

Ачасен хăрушсăрлăхĕ: явапли кам?

Ыйтăвăн хуравне кирек кам та пĕлет-ха, анчах аслисен тимсĕрлĕхне пулах çул çитменнисем тĕрлĕ майпа шар курасси темшĕн чакмасть. Пачах тепĕр май - кун пек инкексен шучĕ юлашки вăхăтра нумайланни те сисĕнет. Сăлтавĕсем вара тĕрлĕрен: çул çинчи транспорт аварийĕсенчен пуçласа ача вăйăра аманни таранах. Эппин, асăннă пулăм профилактики çинчен пирĕнех, аслисен, калаçмалла. Антуан де Сент-Экзюпери каланин чăнлăхĕ ĕмĕрсен улшăнăвне пăхăнмасть: "Эпир алла вĕрентнĕ чунсемшĕн хамăрах яваплă".

1 Ака, 2014

Ăс-хакăл - чи лайăх сиплевçĕ

Иртнĕ кăларăмра пичетленнĕ Нинăн çырăвĕ питĕ шухăша ячĕ. Эпĕ унăн çырăвне темиçе хутчен те вуларăм, унтан та ытла "Секрет" документлă фильма нумай хутчен те пăхрăм. Пытармастăп, çыру та, фильм та манăн пурнăçа улăштарчĕç. Эпĕ шухăшлани, палăртни пĕчĕккĕн пурнăçланма тытăнчĕ. Кăмăл-туйăм та, сывлăхăм та лайăхланчĕ. Пĕлĕшĕмсем Ронда Бернăн "Тайна", Джон Кехăн "Подсознание может все!" кĕнекисене сĕнчĕç те - хаваспах паллашрăм.

Pages