Ăс-хакăл - чи лайăх сиплевçĕ

Иртнĕ кăларăмра пичетленнĕ Нинăн çырăвĕ питĕ шухăша ячĕ. Эпĕ унăн çырăвне темиçе хутчен те вуларăм, унтан та ытла "Секрет" документлă фильма нумай хутчен те пăхрăм. Пытармастăп, çыру та, фильм та манăн пурнăçа улăштарчĕç. Эпĕ шухăшлани, палăртни пĕчĕккĕн пурнăçланма тытăнчĕ. Кăмăл-туйăм та, сывлăхăм та лайăхланчĕ. Пĕлĕшĕмсем Ронда Бернăн "Тайна", Джон Кехăн "Подсознание может все!" кĕнекисене сĕнчĕç те - хаваспах паллашрăм.

Çÿлерех асăннă фильмăн тĕп вăрттăнлăхĕ вăл - туртăм саккунĕ. Çав саккунăн вăрттăнлăхне ăнланса илсессĕн сирĕн пурнăçăр палламалла мар улшăнать. Чăн та, ку фильм ĕненÿ пирки. Хам пирки турра вăйлă ĕненетĕп тесе калама пултараймастăп. Анчах икĕ çак ĕненÿ пĕрешкелтерех. Фильмра турă сăнарĕ вырăнĕнче - çут тĕнче. Тĕрлĕ ăсчах, паллă çынсем пурнăçĕнчи тĕслĕхсене илсе кăтартаççĕ. Вĕсем ĕмĕтленнисем йăлт пулса пынă. Вĕсем мĕн ыйтнă çут тĕнчерен - пĕтĕмпех пулнă.

Пĕтĕмлетерех калас тăк, фильмăн тĕп шухăшĕ - пирĕн кашнинех харпăр хăйпе ĕçлемелле. Тĕрĕс шухăшлама, калаçма хăнăхмалла. Çут тĕнче "ан" татăка йышăнмасть-мĕн. Сăмахран: "Ах, кăçал çу шăрăх ан пултăрччĕ",- тесе ялан шухăшлатăр тăк - сирĕн типшара тÿссе ирттерме тивет. Начарри ан пултăрччĕ тесе шикленетĕр, кулянатăр тăк, шел те, çавă çаврăнса çитетех. Чăнах та, этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Кам çинчен те пулин "эх çавна тахçанах курман, мĕнле пурăнать-ши вăл?" тесе шухăшлатăн çеç - çав кунах унпа курнăçса калаçатăнах. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать". Фильм пирки чылай çынпа калаçрăм. Хăшĕсем: "Эпĕ ĕнтĕ темĕн те ыйтрăм, анчах манăн нимĕн те пулмасть",- текелерĕç. Анчах ыйтма та пĕлмелле-çке. Мĕн кирлине уçăмлăн /тĕсне, калăпăшне.../ палăртмалла. Унтан мĕн ыйтни пурнăçланнине куç умне кăлармалла, уншăн чунтан хĕпĕртемелле, çакăн пирки кашни кун шухăшламалла. Çирĕп шансан, ĕненсен кăна - ĕмĕтĕрсем пурнăçланĕç. "Кĕтме пĕлекенсем телейлĕ", - тени те тĕрĕсех. Тата... тĕлĕнтермĕше ыранах ан кĕтĕр: пурин валли те вăхăт, хатĕрленÿ кирлĕ.

Пурнăçăм улшăнни пирки маларах палăртрăм-ха. Акă пĕр тĕслĕх. Эпĕ кашни кунах тепĕр хулана ĕçе автобуспа çÿретĕп. Хушăран транспортра лармалли вырăн та пулмасть, тăрса пыма тивет. Эпĕ кашни ир чарăну патне утнă май водитель хыçĕнчи, иккĕмĕш ретри, чÿрече патĕнчи вырăн ман валли пушă пултăрччĕ тесе ĕмĕтленме тытăнтăм. Унтан çав вырăна чăннипех никам та ларманнине çирĕп шанма пуçларăм. Чăнах та чылай чухне пушă вăл. Енчен те унта ларнă тăк пассажирĕ çитес чарăнурах анса юлать те - эпĕ хам ĕмĕтленнĕ вырăна вырнаçатăп. "Ăнсăртлăх, ăнни ку",- тейĕ хăшĕ-пĕри. Пулĕ те, анчах маншăн вăл çирĕп ĕненÿ, хамăн вăя, ăс-хакăла, шухăшлава, ыррине шанни.

Иккĕмĕшĕнчен: "Секрет" фильма пăхнă хыççăн хамăн шухăшсене йĕркене кĕртме хăнăхрăм. Начарри, япăххи пирки пĕрре те сĕмленместĕп. Çакă хăйне май кăсăклă та: хампа хам кĕрешетĕп, ятлатăп, шухăша тÿрлететĕп, тĕрĕслетĕп. Çын хăйне, турра, юратăва, туслăха, чăнлăхпа тÿрĕлĕхе ĕненмесен, ыттисене шанмасассăн телейлĕ пулаймасть. Ĕненÿ пирĕншĕн кашниншĕнех çулташ пулмалла. Пире хуçăлма памасть вăл, йывăрлăхсене çĕнтерме, телейлĕ пулма, ытлă-çитлĕ пурăнма пулăшать.

"Курăка татнă чухне пĕтĕм çĕр чăмăрĕ чĕтренсе илет",- çырнă Джон Кехăн кĕнекинче. Эпир çут тĕнчере уйрăм тытăмсем мар, пĕр пĕтĕмĕшле япалан пайĕсем. Мирдад кĕнекинче вара: "Сирĕн шухăшăрсене тÿпене çулăмлă пысăк сас паллисемпе çырса хунă, ăна пурте курнă пек /вăл чăнлсах çавăн пек/ - йышăнăр",- тесе палăртнă. Чун-чĕрене те хамăрăнах сыватмалла. Ăс-хакăл - чи лайăх сиплевçĕ. Сиплемелле те ыранхи пурнăçа хамăрăнах тумалла. Пирĕн пурнăç - чи пысăк искусство. Ыррине шухăшласан ырриех пулать.

Елена ВИССАРИОНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.