Сиккасси шкулĕн сумлă пурнăçĕ

25 Пуш, 2015

Çулсем иртеççĕ - асаилÿсем нумайланса-тарăнланса пыраççĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинчи эпир вĕреннĕ шкул та мартăн 28-мĕшĕнче 170 çул тултарать.

Ăна Козьмодемьянски чиркĕвĕ çумĕнче пĕр класлă çуртра уçнă. Унта 32 ача вĕреннĕ, 1 учитель ĕçленĕ. Каярахпа шкул 5 çурт таран пысăкланнă, вĕсенче 13 класс вырнаçса вĕренме пуçланă. Шкул çурчĕсем пĕр-пĕринчен уйрăмшарăн пысăк ункă пек вырнаçнă. Йĕри-тавра чупма, физкультура урокĕсем ирттерме самаях пысăк вырăн пурччĕ.

Шкулти кашни ир гимнастикăран пуçланатчĕ. Халь ку вырăнсем чылай улшăннă. Ĕлĕкхи çуртсем çук, тăватă класлă пĕр çурт çеç иртнине асилтерсе мăнаçлăн сарăлса ларать. Унта халь музыка шкулĕ. 1927 çулта çунса кĕлленнĕ чиркÿ вырăнĕнчен кăшт хĕвелтухăçнерех çĕнĕ капăр чиркÿ çĕкленнĕ. Инçех те мар культура çурчĕ, колхозăн кирпĕчрен тунă çĕнĕ правленийĕ, ял администрацийĕн çурчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.