Николай ВОРОНЦОВ

25 Пуш, 2015

Сиккасси шкулĕн сумлă пурнăçĕ

Çулсем иртеççĕ - асаилÿсем нумайланса-тарăнланса пыраççĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинчи эпир вĕреннĕ шкул та мартăн 28-мĕшĕнче 170 çул тултарать.

Ăна Козьмодемьянски чиркĕвĕ çумĕнче пĕр класлă çуртра уçнă. Унта 32 ача вĕреннĕ, 1 учитель ĕçленĕ. Каярахпа шкул 5 çурт таран пысăкланнă, вĕсенче 13 класс вырнаçса вĕренме пуçланă. Шкул çурчĕсем пĕр-пĕринчен уйрăмшарăн пысăк ункă пек вырнаçнă. Йĕри-тавра чупма, физкультура урокĕсем ирттерме самаях пысăк вырăн пурччĕ.