«Рапорт çыртăм. Афганистана кайма...»

25 Пуш, 2015

Афганистанран совет салтакĕсене илсе тухнăранпа чĕрĕк ĕмĕр те иртсе кайрĕ. Сахал мар вăхăт. Унта пулнисен ÿт суранĕсем тахçанах пĕрченĕ пулин те чун ыратăвĕ çаплах хăй çинчен аса илтерсе тăрать. Çак вăрçа Тăвай тăрăхĕнчен 157 çамрăк хутшăннă. Вĕсен йышĕнчен тупăкра таврăннисем те, шел пулин те, пур. Тĕмер каччине - 1964 çулта çуралнă Владимир Стифонова - шăпи упраса хăварнă.

- Владимир Николаевич, эсир Афганистанри вăрçа мĕнле лекнĕ, миçере пулнă?

- Тĕмерти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Кÿкеçри 27-мĕш професси училищинче водителе вĕрентĕм. Кунта 1979-1980 çулсенче Афганистанра хĕсметре тăнă Муркаш районĕн каччипе Саша Касьяновпа паллашрăм. «Комсомольская правда» хаçатра Афганистан çинчен статьясем те кăсăклантаратчĕç мана.

18 çул тултарсан, водитель удостоверенийĕ илнĕ-илмен, çар комиссариачĕ повестка пачĕ. Пире, водительсене, Канашри пунктран Туркестан çар округне, Ашхабад хулине илсе çитерчĕç. Çар ĕçне хăнăхтарма пуçларĕç. Малалла ĕç-пуç питĕ хăвăрт пулса пычĕ - 120 салтака суйласа илчĕç те танк полкĕн пушхирти полигонне куçарчĕç. Кунти пурнăçа хăть тамăкпа танлаштар! Çын мĕн тума пултарнинчен ытларах тутаратчĕç. Т-62 танк механик-водителĕ пулса тăтăм. Çар техникине аван пĕлнĕрен Совет Союзĕнчех хăварасшăнччĕ...

- Сисетĕп, темĕн каласшăн...

- Вунсаккăрта - чĕре вĕри, ал-ура вăйлă. Батальон командирĕ ячĕпе рапорт çыртăм... Афганистана яма.

- Вăрçă «арманĕнче» чылай вăхăт пултăр-и?  Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.