Пăрçа, люцерна, илепер... ытларах акмалла

25 Пуш, 2015

«Хыпарăн» мартăн 6-мĕшĕнчи номерĕнче Владимир Мутиков профессорăн «Биологи меслечĕн пĕлтерĕшĕ пысăк» статья пичетленнĕ. Унпа тĕплĕн паллашрăм. Владимир Михайловича лайăх пĕлетĕп. Вăл пире вĕрентнĕ. Шухăшĕпе йăлтах килĕшетĕп.

Мана 30-40 çул каялла çĕрĕç культуришĕн епле тăрăшни аса килчĕ. Канаш районĕнчи «Канаш» колхоза нумай çул ертсе пытăм. Хуçалăх вăл çулсенче пысăк çитĕнÿсем тунине палăртас килет. Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмен. Агротехникăна, пусăçаврăнăшне тĕрĕс пăхăнни, тăпра тытăмне лайăхлатса пыни пулăшнах ĕнтĕ. Çĕре тарăн сухаланă, культиваци тунă, пусăрăнтарнă... Палăртнă пĕр ĕçе те сиктермен. Çумкурăкпа вирлĕ кĕрешнĕ. Хальхи пек хими çине çеç шанман.

Çунтармалли-сĕрмелли материал, имçам, минерал удобренийĕ - пурте хаклă халĕ. Гербицидпа, ытти имçампа та питĕ асăрханса та кирлĕ чухне çеç усă курма вĕренесчĕ. Ытларах биологи меслетне вырăн памалла. Унăн пĕлтерĕшĕ чăнласах пысăк.

Колхоз-совхоз чухне лайăххи те нумай пулнă. Эпир иртнĕ пурнăçа тиркесе тĕрĕс мар тăватпăр. Химие пула сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа пĕрле усăллă микроорганизмсене те тĕп тăватпăр. Хам çамрăк чухнехи 70-80 çулсенчи ватăсене аса илетĕп те - çăвар тулли шап-шурă шăлччĕ вĕсен, пĕри те ÿкмен. Халĕ вара ачасем пĕчĕклех шăл ыратнипе асапланаççĕ.

Ял халăхĕ пахчаçимĕçе лавккара туянма вĕренчĕ. Мĕншĕн ĕçлесе тертленмелле теççĕ. Сухан, помидор, хăяр, çĕрулми, кишĕр, кăшман, ыттине те - çитĕнтерме пăрахрăмăр. Кĕркунне пасарта йÿнĕллех туянаççĕ. Пахчара вара çумкурăк алхасать. Чĕре ыратать çавна кура. Кăçал хаксем ÿсрĕç. Ĕнтĕ малашне килти пахчарах çитĕнтереççĕ пулĕ тетĕп.

Биологизаци кирлех. Унсăрăн экологи енчен таса çимĕç çиеймĕпĕр. Пăрçа тата унăн йышне кĕрекен культурăсем - соя, люцерна, илепер, ытти те çĕре пуянлатаççĕ, тытăмне лайăхлатаççĕ. Вĕсем хыççăн кирек мĕнле культура та лайăх шăтать, парка ÿсет. Унччен гумус шайĕ 6-7% çитетчĕ. Вăл нÿрĕке лайăх тытнă, тăпра йăпăр-япăр типсе хытман. Çĕр сывланă, çумăр хыççăн ăшă пăс тухатчĕ. Кашни тăваткал метр лаптăкра 400-500-тен кая мар ăман ĕрченĕ. Вĕсем тăпрана хăйсем витĕр кăларса кăпăшкалатнă, тымар патне кислород пыма çулсем тунă. Халĕ вĕсен йышĕ чакнă, çĕр хытнă, нÿрĕк тытăнса тăмасть.

Районта тĕслĕх илмелли хуçалăх темиçе те. «Канмаш-агро» ООО çулленех 90% чухлĕ кĕрхи çĕртме тăвать. Агротехникăна çирĕп пăхăнать. «Ямашевская» агрофирма вара çĕр проценчĕпех сухалать. Киров ячĕллĕ ЯХПК та тăрăшуллă. Нумайăшĕ выльăх апачĕлĕх люцерна туса илет. Анчах ана çулсем иртнĕçемĕн шĕвелет. Лаптăка çĕнетмеллех.

Сидератпа - ешĕл удобренипе - усă курма сĕнетĕп. «Çĕрулмине мухтав - Канаш» ООО биологизаци енĕпе лайăх ĕçлет. Илепер - çÿллĕ, вăйлă çитĕнекен курăк. 0,7 метра çити ÿссен ăна дискпа вĕтетеççĕ, сухаласа çĕр айне тăваççĕ. Кун хыççăн çĕрулми пусси тап-таса, кĕркунне тухăçĕ те пысăк.

Ялхуçалăх специалисчĕсене Владимир Мутиков профессор шухăшĕсене шута илме, ĕçре усă курма сĕнес килет.

Валерий ДОЛГОВ,

Канаш райадминистрацийĕн тĕп агрономĕ, ЧР ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.