Archive - 2014

декабрь 25th

25 Раштав, 2014

Хамăр та нумай вăй хутăмăр, чунтан тăрăшрăмăр

Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи информаципе культура центрĕ нумаях пулмасть 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява таврари ялсенчен кăна мар, район центрĕнчен те, республикăран та халăх йышлă пухăнчĕ.

25 Раштав, 2014

Ĕнер пулнăн туйăнать...

Чылайранпа упратăп çак сăнÿкерчĕке. Мĕншĕн тесен унта манăн ÿсĕмри çамрăксем сăнарланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ял каччисене çара шăпах çакăн пек ăсататчĕç.

25 Раштав, 2014

Пурнăçа чунтан юратнă сăвăç

Вăрмарти историпе таврапĕлÿ музейĕнче паллă сăвăç Валентин Урташ çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа "Юрăпа эп пурнăçа юратрăм" сăвă-юрă уявĕ иртрĕ. Вырăнти таврапĕлÿçĕсем, сăвăçсем, ÿнерçĕсем, шкул ачисем, вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç унта.

25 Раштав, 2014

Вăл Терешковăна та ташлаттарнă

...Вăл Валентина Терешковăна купăс каласа ташлаттарнă. Людмила Зыкина ăна хăй патне ĕçлеме чĕннĕ. Анчах Арсений Яйцов купăсçă урăх çул суйласа илнĕ. РФ тата Мари Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Иван Палантай ячĕллĕ Мари патшалăх преми лауреачĕ, Туçимари районĕн Хисеплĕ гражданинĕ 16 çул ытла халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн ыркăмăллăх концерчĕсем кăтартать.

декабрь 24th

24 Раштав, 2014

Студентсем наркотик сутнă

Наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн сотрудникĕсем Шупашкарта кунта наркотик илсе килекен тата сутакан ушкăна сиенсĕрлетнĕ. Йышри икĕ çамрăк - Дагестан тата Чечня каччисем, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенчен пĕринче пĕлÿ пухаканскерсем.

24 Раштав, 2014

Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă

Николай Лисаев фермерпа тĕл пулма малтанах калаçса татăлнăччĕ, анчах лара-тăра пĕлменскере тытма йывăр. Çапах аслă çул çинче тĕл пултăмăрах унпа. Яланхилле васкатчĕ пулин те пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ.

Çĕклемĕ хамăн

24 Раштав, 2014

Чăрмавсăрах сутасчĕ

Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усратпăр. Кĕркунне-хĕлле аш-какай, сĕт юр-варĕ сутма Ишек пасарне каятпăр. Анчах килте туса илнĕ продукци валли те ветеринари справки ыйтаççĕ. Ăна илме Кÿкеçе çити каймалла. Нивушлĕ ăна вырăнтах йĕркелеме май çук? Эпир нумай та сутмастпăр-çке?

Нина Семенова. Шупашкар районĕ, Хыркасси.

24 Раштав, 2014

Нимелле - кермен

Яштака пÿллĕ çамрăк хĕрарăмпа кантур çуртĕнче паллашрăмăр. Аллинче пĕр купа хут. Докуменчĕсене алă пустарасшăн чупса çÿрет иккен.

- Çурта ниепле те хута яраймастпăр-ха, - ăнлантарчĕ вăл мана. - Халĕ газ кĕртессипе ăшталанса çÿретĕп.

Pages