Вăл Терешковăна та ташлаттарнă

25 Раштав, 2014

...Вăл Валентина Терешковăна купăс каласа ташлаттарнă. Людмила Зыкина ăна хăй патне ĕçлеме чĕннĕ. Анчах Арсений Яйцов купăсçă урăх çул суйласа илнĕ. РФ тата Мари Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Иван Палантай ячĕллĕ Мари патшалăх преми лауреачĕ, Туçимари районĕн Хисеплĕ гражданинĕ 16 çул ытла халăхсен туслăхне çирĕплетессишĕн ыркăмăллăх концерчĕсем кăтартать.

Арсений Яйцов Мари çĕрĕнче çеç мар, Чăваш Республикинче, Чулхула облаçĕнче тата ытти çĕрте те паллă çын. Шкулсенче, ача сачĕсенче, ваттисен çурчĕсенче, больницăсенче кĕтнĕ хăна вăл. "Мĕне кирлĕ сана тÿлевсĕр юрласа çÿрени тесе час-часах ыйтаççĕ манран, - тет купăсçă. - Укçа-им пурнăçра чи кирли? Аслă ÿсĕмрисен умĕнче эпир пурте парăмра. Çавăнпа кашнин ырă ĕçпе вĕсен кăмăлне çĕклеме тăрăшмалла. Çынна ырă туни нихăçан та манăçмасть. Турă мана халăха юрă-кĕвĕпе савăнтарма пилленĕ".

Вăл утма пуçласанах купăс калама вĕреннĕ. Çак пултарулăх ăна ашшĕнчен, ялти ăста купăсçăран тата трактористран, куçнă. Амăшĕ мари халăх юррисене питĕ хитре шăрантарнă. "Кирпĕч тытаттăм та эх! Кнра-кнра-кнра... Янраттараттăм кăна!" - аса илет А.Яйцов. Купăс каланипе çеç мар, Арсений Арсеньевич тата питĕ хитре юрлать. Тĕнчери тĕрлĕ халăх юррисене нумай пĕлет вăл. "Чăваш кĕввине тăсса яратăп та çынсем пĕрле юрлама пуçлаççĕ. Ташлама тухакан та нумай. Андриян Николаев космонавт юратакан "Вĕç, вĕç, куккук" юрра, чăваш гимнне те пĕлетĕп. Чăваш юрри-кĕвви питĕ килĕшет мана", - тет купăсçă.

Арсений Яйцовăн тепĕр киленĕçĕ - Раççейри паллă артистсемпе тата юрăçсемпе сăн ÿкерттересси. Çакă 1984 çулта Мари Элте Анатолий Папановпа тĕл пулсан пуçланнă. "Пĕррехинче Валентина Терешковăна купăс каласа ташлаттарнăччĕ. Ун чухне чукун çул ĕçченĕсен клубĕнче финсен делегацине кĕтме пухăннăччĕ, - кашни сăнÿкерчĕкпе çыхăннă пулăм пирки аса илчĕ А.Яйцов. - Людмила Зыкина мана хăйĕн программине кĕртнĕччĕ. Мускава та чĕннĕччĕ. Анчах çав вăхăтра укçа пулманран каяймарăм. Михаил Боярскипе Ханти-Мансире пĕрле сцена çине тухнăччĕ. Олег Газмановпа тăван республикăра Полици кунĕнче тĕл пулнăччĕ".

...Сăнÿкерчĕксенче - Витас, Кадышева, Валерия мăшăрĕпе, Максим Галкин тата ытти вун-вун артист. Купăсçă каланă тăрăх - пурте вĕсем ăна юратаççĕ, халĕччен пĕр юрăç та унпа сăн ÿкерттерме хирĕç пулман.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.