Комментари хушас

25 Раштав, 2014

Ĕнер пулнăн туйăнать...

Чылайранпа упратăп çак сăнÿкерчĕке. Мĕншĕн тесен унта манăн ÿсĕмри çамрăксем сăнарланнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ял каччисене çара шăпах çакăн пек ăсататчĕç.

Хăйĕн илемĕ, пĕлтерĕшĕ пурччĕ ăсатăвăн. Тус-юлташсем пĕрле пухăнса çавтăнатчĕç те ял урамĕсемпе салтак юррисем юрласа çÿретчĕç. Çав вăхăт аса килсен мана яланах тунсăх пусать.

Алшăллисене хĕреслетсе çыхни - ят тухнă Петр Конюхов. Купăсçи - 16 çул та тултарман Сергей Карпов. Карповсен йăхĕнчен ăста купăсçă чылай тухнă. Ушкăнра Шĕнерпуçĕнче çуралса, каярахпа Услă Пукашра пурăннă Гервасий Арсентьева куратăп. Вăл Звенигово хулине куçса кайрĕ. Ăна унăн çывăх тусĕ Юрий Кудаков композитор халĕ те ăшшăн аса илет. Хыçалти - "Эльбарусовский" совхозри хăмлаçăсен бригадирĕнчен тивĕçлĕ канăва тухнă Юрий Захаров.

Пĕтĕмпех ĕнер пулнăн туйăнать...

Анатолий МАКСИМОВ.

Сĕнтĕрвăрри районĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.