Комментари хушас

24 Раштав, 2014

Ĕмĕтлĕ çын - çунатлă

Николай Лисаев фермерпа тĕл пулма малтанах калаçса татăлнăччĕ, анчах лара-тăра пĕлменскере тытма йывăр. Çапах аслă çул çинче тĕл пултăмăрах унпа. Яланхилле васкатчĕ пулин те пирĕнпе калаçма вăхăт тупрĕ.

Çĕклемĕ хамăн

- Ĕне вити тăвасшăн чупса çӳретĕп-ха, - çĕнĕ хыпар пĕлтерме васкарĕ вăл. – Выльăх-чĕрлĕх комплексĕ Этменпе юнашар пулмалла. Ăна Хĕрлĕ Чутай районĕнче Тутарстанри Чаллă хулинчи строительсем туса парĕç. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 83 миллион тенкĕ. Витере ĕнесене кăкармасăрах тăратмалла. Комплексра сĕт пăрăхĕ, сумалли, чĕр тавар сивĕтмелли залсем пулĕç. Çынсене ĕçлеме, канма условисем палăрмаллах лайăхланĕç. 400 ĕнене улттăн кăна пăхмалла. Ĕç-хĕле механизацилесе пĕчĕк йышпах ĕлкĕрсе пырасса шанатăп.

- Чаплă фермăна мĕншĕн ютри çынсене тутаратăр? Вырăнтисем вăй çитереймесрен е ытлашши хаклă ыйтасран хăратăр-и? - фермер хавхаланса каланине итленĕ май ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.

- Вĕсем те йӳнĕпе туса памаççĕ. Çĕнĕ объект çĕклеме каллех кивçене кĕме тивет. Тутарстанра хăйсен предприятийĕ туса паракан объект хакĕн 70 процентне субсидилеççĕ. Ытти валли 10 çуллăха кредит параççĕ. Ку пирĕншĕн сисĕмлĕ пулăшу. Чăваш Енре кун пек ырă йăла пурнăçа кĕмен-ха. Строительство предприятийĕпе килĕшсе татăлтăмăр ĕнтĕ. Март уйăхĕнче ĕçе тытăнĕç.

- Хăй вăхăтĕнче эсир «Фермер ĕçне пуçăнакан», «Çемье фермерĕ» программăсемпе патшалăх пулăшăвне илме конкурса хутшăнтăр мар-и-ха?

- Конкурсра пысăк балл пухни те пулăшаймарĕ - тĕрлĕ сăлтавпа программăна лекеймерĕм. Çĕклемĕ хамăнах-çке. Ютран пулăшасса кĕтсе лараймăн.

- Хальхи вăхăтра ăратлă ĕне тупса илесси те çăмăл мар. Вĕсене те хăш-пĕр хуçалăхри пек чикĕ леш енченех туянасшăн-и?

- Çичĕ юта каймасăр, хамăр республикăрах тупасшăн-ха. Ăратлăхпа ĕçлекен хуçалăхсемпе суту-илӳ килĕшĕвĕ турăмăр. Çитмĕл çичĕ тинĕс леш енчен хаклă хакпа кӳрсе килнисем черчен, хавшак, пирĕн условисене хăнăхма йывăр вĕсене. Йĕркеллĕ çитерсен вырăнтисем те сĕт аван антараççĕ.

- Выльăх апачĕ, тырă туса илме çĕр çитсе пырать-и?

- Усă куракан çĕр 1500 гектар. Малашне 5 пин гектара çитересшĕн. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи чылай хуçалăх арканнă хыççăн çĕр çителĕклех. Хальлĕхе пурне те сухаласа акса хăварма вăй çитеймест. Техника паркне çĕнетсех пыратпăр темелле. Юлашки вăхăтра 13 ялхуçалăх техники туянтăмăр. Иртнĕ çул «Полесье» комбайн хушăнчĕ. Паллах, хамăн укçа-тенкĕпе кăна аталанма йывăр. Раççей ялхуçалăх банкĕнчен тăтăшах çăмăллăх кредичĕ илме тивет. Процент ставкине саплаштарнипе татăлма та çăмăлрах.

Инкек пĕччен çӳремест

- Çулталăк йывăррăн иртрĕ. Ултавçăсем хуçалăха пысăк шар кăтартрĕç. Вĕсен айăпĕпех уй-хире удобрени кăлараймарăмăр, тухăç чакрĕ. Гектартан 18 центнер тырă кăна пухса кĕртрĕмĕр, - хаш сывларĕ Николай Лисаев.

Кăçал фермер Кирово-Чепецкри хими комбинатне минерал удобренийĕ туянма 500 пин тенкĕ куçарнă. Лерен вара усă курма юрăхсăр тавар ăсатнă. Комбинат пушар хыççăн шăлса пухнă çӳп-çапне фермера сутса янă курăнать. Ăна уй-хире мĕнле кăларăн? Тăкака шыраттарса илме суда тавăç тăратнă-ха, анчах ăна хăçан тавăрса парĕç? Пĕчĕк хуçалăхшăн çур миллион тенкĕ пысăк çухату. Уншăн кашни пусĕ шутра паян. Çĕр пулăхне ӳстерейменнипе тухăç чакнине шута илсен тăкак тата ӳсĕ.

Инкек çине синкек тенĕн кăçал тырă типĕтмелли оборудовани хута ярасси те пăчланнă. Ăна кĕркуннечченех 2200 пин тенкĕ парса туяннă. Хаклă япалана пуçтарса хута яма уйрăм фирмăпа килĕшӳ тунă фермер. Вăл вара ĕçе пуçăничченех 500 пин тенкĕ илнĕ те çухалнă. Укçана каллех суд урлă шыраттарса илме тивет. Хуçалăхра тырă типĕтейменнипе кĕркунне ăна йӳнĕпе сутса янă, килограмĕ 5 тенкĕ те 30 пуса кайнă. «Халĕ 10 тенкĕрен те иртрĕ. Мĕн чухлĕ тупăш çухатрăмăр, - кулянать Николай Лисаев. - Ултавçăсене пула пĕр миллион тенкĕ ытла çилпе вĕçтертĕмĕр».

Йывăрлăх çирĕплетет

- Апла кăçал сирĕншĕн ăнăçсăр, тăкаклă çул пулчĕ темелле?

- Аплах калас килмест. Кăçал 4 миллион тенкĕ тупăш илтĕмĕр. Çĕрулми 185 тонна пуçтарса кĕртрĕмĕр, ăнăçлă вырнаçтартăмăр. Çĕрулми хранилищи пушă ларасран унта бройлер чĕпписем усрамалли цех туса хута ятăмăр. Чăх-чĕп, кăвакал сутнипе кăна 50 пине яхăн тупăш кĕчĕ.

- Эсир килти хушма хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх йышлă усраканччĕ. Халĕ те картиш туллиех-и?

- Хушма хуçалăхра 47 сысна, 12 ĕне. Унсăр пуçне чăх-чĕп, кăркка, хур-кăвакал 600 пуçа яхăн. Сысна çурисем, аш-какай, сĕт сутатпăр. Картиш пушă тăман. Ытларах мăшăрпа Татьяна Николаевнăпа ĕçлетпĕр. Килти выльăха çынсене шанса усраймăн. Ачасем те хуларан килсен пулăшма тăрăшаççĕ.

Лисаевсем виçĕ ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Руслан - строителе, Людмила тухтăра вĕренсе тухнă. Кĕçĕнни, Николай, ветеринар специальноçне алла илет.

Фермер хуçалăхĕнче уйăхне вăтамран 15 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ. Хĕрӳ тапхăрта 100 пин тенкĕ илнĕ механизатор та пулнă. Юрий Тибогайкин, Герман Судаков, Михаил Сорокин, Геннадий Михеев тата ытти ĕçчене чĕререн тав тăвать фермер.

Ура хуракансене пăхмасăрах Николай Иванович малалла талпăнать. Çитес çул комплекс хута ярасшăн. «Ĕнесене çитерме куккурус, чăхсене люпин кирлĕ пулать. Çуркунне акса хăвармаллах. Тырă типĕтмелли оборудование те ĕçе кĕртмелле», - ĕмĕтленет арçын.

Сăмах май, Николай Лисаев Туканашри чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ те. Ку предприятин шăпи те çăмăл мар паян. Темиçе çул каялла юхăнса çитнĕ фабрикăна инвесторсем илнĕ хыççăн лару-тăру ырă енне улшăннăччĕ. Цехсене юсаса çĕнетнĕ, газ кĕртнĕ тата ытти те. Цехсем тинех чăх-чĕппе тулма тытăннă. Анчах инвесторсем панкрута тухнипе фабрикăра ĕç шавĕ шăпланнă. Нумаях пулмасть Чулхуларан урăх инвесторсем çитнĕ, Туканашра 60 пин чăх усрама цех хута ярасшăн.

- Вĕсем Этмен енче ултă ферма тăвасшăн. Унта усрама условисем лайăх, ирĕклĕ. Кашни цехра 50-60 пин чĕпĕ пулмалла. Тырăпа фермер хуçалăхĕ тивĕçтерĕ. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕ пулать, - пĕлтерчĕ пуçлăх.

- Харăсах икĕ лав - фермер хуçалăхĕ, чăх-чĕп фабрики - туртма йывăр мар-и?

- Эпĕ канмалли кунсенчен хăраса тăратăп. Ĕçсĕр пурăнаймастăп. Палăртнине хăвăртрах пурнăçа кĕртес килет. Ĕç ăнса пыни хавхалантарать, çунат хушать тейĕн, ывăннине те туймастăп. Чи кирли - юнашар шанчăклă, ĕçлеме пултаракан çынсем пурри. Ĕмĕтлĕ çын çунатлă тенĕ. Унашкаллисене инкек-синкек те хăратмасть: юлашки вăй-халне пухса ĕмĕчĕ патне талпăнаççĕ.

Лисаев çавăн пеккисенчен пĕри.

Лариса Никитина.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.