Хамăр та нумай вăй хутăмăр, чунтан тăрăшрăмăр

25 Раштав, 2014

Муркаш районĕнчи Ваçкассинчи информаципе культура центрĕ нумаях пулмасть 30 çулхи юбилейне паллă турĕ. Уява таврари ялсенчен кăна мар, район центрĕнчен те, республикăран та халăх йышлă пухăнчĕ. Ку хăйне евĕрлĕ пĕтĕмлетÿ те, çав хушăрах хавхалануллă кăмăлпа малашнехи çул-йĕре палăртни те пулчĕ.

Шăпах иртнипе малашнехи çинчен калаçрăмăр та эпир культура центрĕн директорĕпе Н.Н.Ильинапа.

- Наталия Николаевна, кĕçех Çĕнĕ çула кĕретпĕр. Культура çулталăкĕ Сирĕншĕн хăвăршăн тата Ваçкассинчи информаципе культура центрĕшĕн мĕнле иртрĕ?

- Питĕ анлăн та тĕрлĕ енлĕн иртсе кайрĕ. Уйрăмах Муркаш районĕнче тата хамăр Ваçкасси тăрăхĕнче чăнах та тивĕçлипех ирттертĕмĕр тесе шутлатпăр. Пур мероприяти те ăнăçлă та кал-кал пулчĕ пек. Культура çулталăкне уçнă май пирĕн патра март уйăхĕнче районти пултарулăх ушкăнĕсен 2014 çулхи смотрне ирттерчĕç. Эпир ăна çав тери хитрен уçрăмăр, сцена та питĕ илемлĕ те капăрччĕ. Чăвашсен авалхи йăли-йĕркине тĕпе хурса йĕркеленĕ композицире халăх умне шăрттанпа тухса пурне те тулăх та тату пурнăç сунтăмăр. Муркаш район администрацийĕн Культура пайĕн ертÿçи Елена Геннадьевна Чернова та пирĕн уява çав тери пысăк хак пачĕ, нумай çынран ырă сăмах илтрĕмĕр.

Шăпах çак «Чечеклен, юратнă Муркаш ен» смотр-фестивальте 1-мĕш вырăна тухрăмăр та хамăрăн пултарулăх ушкăнĕпе.

- Тахçанхи пек ытти çĕре, кÿршĕ районсене тухса çÿрес йăла пырать-и халь?

- Пырать, паллах. Чи малтанах хамăр тăрăхри ялсене çитсе пултарулăхпа паллаштартăмăр. Етĕрне районĕнчи Советски ялĕнче те пире ăшă кăмăлпа йышăнчĕç. Культура çулталăкĕнче ытти тăрăха та çитме тăрăшрăмăр, анчах та транспорт çуккипе аякри районсене çитме ниепле те май çук.

- Сирĕн пултарулăх ушкăнĕн ячĕ пур-и?

- Ăна эпир 2012 çулта çĕнĕрен йĕркелесе ятăмăр та «Тăван ен çăлкуçĕсем» юрăпа ташă ансамблĕ теме йышăнтăмăр. Çапах та ансамбль тени ытла та сулмаклă янранăран художество пултарулăх ушкăнĕ тенипех çырлахас терĕмĕр. Тата пирĕн «Талан» фольклор ушкăнĕ пур. Çамрăксем «Грация» текеннине çÿреççĕ, ăна Светлана Степановна Максимова ертсе пырать.

- «Талан» фольклор ушкăнĕ тахçанах йĕркеленнĕччĕ пулас-ха вăл?

- Çапла, ун чухне эпĕ кунта ĕçлемен, юрлама вара унтах çÿреттĕм. Ăна Леонид Васильевич Степанов ертсе пыратчĕ. Шел те, вăл халь пирĕн патра ĕçлемест. Çапах та юбилей тĕлне эпир «Талан» ушкăна та сцена çине кăларма пултартăмăр. Вĕсем те куракана хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç.

- Культура çурчĕн юбилейне çакăн пек чаплă ирттерме кам пулăшрĕ, мĕн хавхалантарчĕ?

- Хатĕрленÿ тапхăрĕнче, паллах, пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Чи малтанах спонсорсене тупма тăрăшрăмăр. Никамах та укçа парса пулăшасшăн мар вĕт халь. Юрать хамăр тăрăхри çынсем пире нихăçан та тĕксе ямаççĕ. Ырă сăмахпа Ильич ячĕллĕ хуçалăх ертÿçине Игорь Васильевич Николаева палăртса хăварас килет. Вăл пире яланах мĕнпе те пулин хавхалантарма тăрăшать. Кăçал та, акă, юбилей ячĕпе укçа парса савăнтарчĕ, уява та парнепе – телевизорпа – килчĕ. Олег Борисович Николаева та, вырăнти предпринимателе, тата «Ника» магазин директорне Алина Николаевна Николаевăна пысăк тав сăмахĕ калас килет. Хамăр та нумай вăй хутăмăр, чунтан тăрăшрăмăр. Сценăна капăрлатма бюджетран уйăрнă укçапа усă куртăмăр.

- Культура центрĕн паянхи тĕп шăнăрĕ çапах та, ман шутпа, «Тăван ен çăлкуçĕсем» ушкăн. Камсем çÿреççĕ унта? Вăхăтне ăçтан тупаççĕ?

- Пирĕн çак ушкăн питĕ туслă, тĕлĕнмелле çынсем çÿреççĕ кунта. Пĕр çемьери пек пулса кайрăмăр ĕнтĕ. Пурĕ 12 çын: 4 арçын та 8 хĕрарăм. Ушкăна эпĕ ертсе пыратăп, пулăшаканĕсем те пур – Алина Павлова культорганизатор тата Светлана Максимова илемлĕх ертÿçи. Хама вĕрентнĕ учительсем те, уйрăмах Алиса Васильевна Иванова, яланах ырă канашсемпе хавхалантараççĕ. Концертсем умĕн çÿçе ятарласа капăрлатаканни те пур пирĕн - Рената Павлова. Ушкăна çÿрекенсем кашниех хăйне май пултаруллă та маттур, çавăнпах мана вĕсемпе ĕçлеме çав тери çăмăл та хавхалануллă.

- Пултарулăх ушкăнĕн, паллах, хитре тум та пулмалла. Сцена çине эсир яланах капăр та пĕр пек тумланса тухатăр. Тумĕсене çĕлеттернĕ-и е хăвăр ăсталанă?

- 2009 çулта пирĕн кунта модернизаци тени пулса иртнĕ, çавна май культура çуртне çĕнĕ аппаратура тата хĕрарăмсемпе арçынсем валли чăваш тумĕ уйăрса панă. Илемлĕ костюмсем, пире питĕ килĕшеççĕ, вĕсемпе перекетлĕн те управлăн усă курма тăрăшатпăр. Нумаях пулмасть, ак, пурин те пĕр пек пултăр тесе хамăр шутпа шурă пушмаксем туянтăмăр.

- 2009 çултанпа тумĕсем кивелме те ĕлкĕрчĕç пулĕ?

- Çĕннине çĕлеттерес килет, паллах. Ĕнер кăна-ха ку ыйтупа Шупашкара кайса килтĕмĕр, уйрăм юрлакансем валли кĕçех капăр тум пуласса шансах тăратпăр. «Внебюджет» текен мелпе ĕçлесе илнĕ укçана йăлтах костюмсем çĕлеттернĕ çĕре яма тăрăшатпăр. Маларах пирĕн ташă каçĕсем питĕ аван иртетчĕç, çамрăксем йышлăн пухăнатчĕç.

- Наталия Николаевна, каçарăр та, мĕншĕн иртнĕ вăхăтпа «иртетчĕç», «пухăнатчĕç» тесе калатăр-ха?

- Чăнах та, малтан халăх питĕ нумай çÿретчĕ. Халь тем пулчĕ... Ташă каçĕсене тăтăшах йĕркелетпĕр – килекенни, шел те, питĕ сахал...

- Халь меллĕ самантпа усă курса чĕнсе калар-и, «Пирĕн пата килĕр, кичем пулмĕ», – теер-и?

- Чĕнсе калатпăр, паллах. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнине шута илсен, çамрăксем ташă каçĕсене сахаллăн килни хамăршăн та питĕ аван мар. Çамрăксене пурне те пирĕн пата килĕр тесе чунтан чĕнсе калатăп.

- Çамрăкĕсем хăйсем пур-и? Тен, вĕренме тухса кайса пĕтнĕ? Тен, нумайăшĕ Америкăна çул тытнă? Халь унта та çитеççĕ вĕт-ха... Е килĕсенче лараççĕ-и?

- Килте лараканни те пур-тăр. Хăшĕ-пĕри, тен, урăхларах çулпа та каять пуль... Шанчăк çухатнисене те хамăр пата чĕнес килет. Улăштарма май пур вĕт-ха хамăра. Кунта килсен вĕсем юрлама та, ташлама та пултараççĕ.

- Тен, ташă-юрăпа çеç мар, сăвăсемпе, спектакльсемпе те илĕртсе пăхмалла халăха? Культура çулталăкĕ вĕçленĕ те, ак – литературăна халаллани пуçланĕ. Çавна май культура çуртĕнче драма кружокĕ йĕркелесе ярас шухăш çук-и?

- Пирĕн кунта драма кружокне Алиса Иванова ертсе пырать, ытларах шкул ачисем çÿреççĕ унта. Пурте питĕ пултаруллă. Кăçал, акă, Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă республикăри конкурсра вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕç. Малашне спектакльсем лартас ĕçе аслисене те явăçтарас шухăш, чăнах та, пур-ха пирĕн.

- Республикăмăрта 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе палăртни, паллах, нумайăшне хавхалантарчĕ. «Нарспие» пĕлмен чăваш та çук пулĕ тĕнчере. Çапах та Константин Ивановăн ку поэмăсăр пуçне ыттисем те, тĕслĕхрен, «Тимĕр тылă» ятлă питĕ интереслĕ хайлавĕ те, пур-çке. Тен, ăна ятарлă сценари туса Ваçкасси сцени çине кăларса пăхмалла? Тен, ун чухне тин хăш-пĕрисем «тимĕр тыллăн» хăрушă çулĕ мĕнлереххине, мĕншĕн поэт çамрăклах «укçапала эрехех çынна ăсран кăларать» тесе асăрхаттарса хăварнине ăнланса илĕç...

- Кун пирки, паллах, шухăшласа пăхмалла. Тен, чăнах та, килес çул Константин Иванов хайлавĕсемпе сценари çырса ăна сцена çине кăларса сире те курма чĕнĕпĕр.

- Çапла пултăр та. Çитесчĕ-ха, курасчĕ, кайран çакăн çинчен ыттисене те пĕлтересчĕ.

Римма ПРОКОПЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.