- Чăвашла верси
- Русская версия
Çĕнĕ çул парни
Çĕнĕ çул умĕн Улатăрта çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă. «Светлячока» кивĕ садикпе юнашарах çĕкленĕ. Лешĕ, 1948 çулта тунăскер, йывăçран пулнă. Халĕ ăна пăснă.
240 пепке вырнаçмалăх çуртра 12 ушкăн йĕркеленĕ. Унта 1,5-7 çулсенчи ачасем çÿреççĕ. Вĕсем валли пĕтĕм услови пур: çывăрмалли, вылямалли пÿлĕмсемсĕр пуçне спорт тата музыка залĕсем, логопед, психологи, медицина пÿлĕмĕсем, çавăн пекех библиотека та. Пÿлĕмсенче - хальхи йышши сĕтел-пукан. Апат-çимĕç блокĕпе прачечнăйĕнче те хальхи технологи хатĕр-хĕтĕрĕ. Садик территорийĕнче - спорт площадкисем, уçăлса çÿремелли тата вылямалли вырăнсем, ярăнчăксем.
Çĕнĕ çуртра пушарпа хурал сигнализацийĕсем тата видеосăнав пур. Учрежденире 36 ĕçчен вăй хурĕ, вĕсенчен 15-ĕшĕ - педагогика ĕçченĕ.
Воспитательсемпе ачасене тата ашшĕ-амăшне уяв ячĕпе саламлама ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Кислов, Улатăр хулин пуçлăхĕ Николай Зайцев, Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор атте хутшăннă.
Кăçал республикăра 15 садик хута яма палăртнă. Вĕсенчен çиччĕмĕшĕ Улатăрта уçăлчĕ, саккăрмĕшĕ вара – ĕнер, декабрĕн 23-мĕшĕнче, Етĕрне хулинче. Виçĕ хутлă кирпĕч çуртра 11 ушкăн ĕçлĕ. «Росинка» садике тума 81 млн тенкĕ ытла тăкакланă.
Юлашки виçĕ çулта Чăваш Енри садиксенче 13,8 пин ытла хушма вырăн йĕркеленĕ, 2014 çулта 5,7 пин ытла хутшăнĕ. Тĕллеве пурнăçлама виçĕ çулта Чăваш Республикин бюджетĕнчен 2,0 млрд тенкĕ тăкакланă.
Хальхи вăхăтра республикăра çулталăк çурăран иртнĕ ачасен 80,6 проценчĕ шкулчченхи учрежденисенче пĕлÿпе воспитани илет.
Валентина МАКСИМОВА.
Комментари хушас