Archive - Чÿк 2014

ноябрь 8th

8 Чÿк, 2014

Ют ачасем çук, вĕсем пурте - пирĕн

Ноябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Ольга Голодец ертсе пынă курав конференцийĕн мелĕпе йĕркеленĕ канашлăва хутшăннă.

8 Чÿк, 2014

Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

Ноябрĕн 5-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе, федерацин влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

8 Чÿк, 2014

Укçапа кирек хăçан усă курма юрать

Çĕршывăн 2015-2017 çулсенчи бюджетне çирĕплетнĕ май амăшĕн капиталĕн темине массăллă информаци хатĕрĕсенче пуçаруллă сÿтсе яврĕç. Çакна тĕпе хурса РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ акă мĕн пĕлтерет: вăйра тăракан саккун тăрăх çемьери иккĕмĕш е ун хыççăнхи ачана 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен çуратсан /усрава илсен/ амăшĕн капиталĕн сертификатне кирек хăш вăхăтра тивĕçме пулать тата унăн укçипе усă курмалли вăхăта чикĕлемен.

8 Чÿк, 2014

Демографири ырă улшăнусемшĕн

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тĕп сыватмăшри медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Кунта 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19190 çынна шута илнĕ. Чирлисене 5 уйрăмра талăкĕпех сипленме - 60, кăнтăрлахи стационарта сывалма 26 вырăн хатĕрленĕ.

8 Чÿк, 2014

Хамăрлăха çухатас марччĕ

Пурăннă пулсан Чăваш Енĕн паллă ывăлĕ, халăх педагогикин никĕслевçи, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Геннадий Волков академик октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕнче 87 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак куна пурăнса çитеймерĕ ентешĕмĕр.

8 Чÿк, 2014

Пăхаттирсем Пĕтĕм Раççейри турнира хатĕрленеççĕ

Республикăри Физкультурăпа спорт министерстви кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Енĕн уçă чемпионатне тата «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри XXXI турнира Йĕпреç поселокĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче декабрь уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче ирттерме йышăннă.

8 Чÿк, 2014

Аслă Çĕнтерĕве пуç тайса

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе кĕçех 70 çул çитет. Çак пулăма кĕтсе илме хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. Ку енĕпе пур тытăмра та çине тăрса ĕçлеççĕ. Акă театрсенех илер.

8 Чÿк, 2014

Муркашсем - çĕнтерÿçĕсем

Пирĕн республикăра çулсерен «Аталану çеçкисем» конкурс-вăйă иртет. «Эткер» центр пу­çар­нипе йĕркелекен мероприятие кăçал чăваш поэзийĕн классикĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларĕç.

8 Чÿк, 2014

Вăхăта сая ямаççĕ

Культура çулталăкĕнче Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял вулавăшĕн ĕçченĕсем чылай мероприяти йĕркеленĕ. Унта çамрăксене çеç мар, тивĕçлĕ канурисене те явăçтарнă. Сăмахран, Ватă çынсен кунĕ тĕлне уçнă курава камсен вăйĕпе хатĕрленĕ тетĕр. Тивĕçлĕ канурисеннипе.

Pages