Демографири ырă улшăнусемшĕн
Хĕрлĕ Чутай районĕнчи тĕп сыватмăшри медицина ĕçченĕсем халăх сывлăхне çирĕплетессишĕн вăй-халне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Кунта 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19190 çынна шута илнĕ. Чирлисене 5 уйрăмра талăкĕпех сипленме - 60, кăнтăрлахи стационарта сывалма 26 вырăн хатĕрленĕ. Атнар, Мишеркасси, Штанаш, Хĕрлĕ Чутай, Тралькасси, Сĕнтĕкçырми ялĕсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçнă, вĕсем кунсерен 400 çынна йышăнма хатĕр. Çавăн пекех 22 ялта фельдшер-акушер пункчĕсем ĕçлеççĕ.
Шалу çулсерен хушăнать. Тухтăрсем 2010 çулта вăтамран - 14481, 2011 ç. - 20686, 2013 çулта 26436 тенкĕ илнĕ. Вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсен те çак тапхăрта вăл 9015 тенкĕрен 13466 çитнĕ.
1996 çултанпа ача çуратнă амăшĕсем пурте ырă-сывă пулни савăнтарать. Халăх чирлесси республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Пĕлтĕр тĕп сыватмăш диспансеризаципе плана 100,3: тултарнă. Чирлисене электрон мелĕпе йышăнасси аталанать. Çынсем пĕлтĕр 2012 çулхинчен тухтăр патне икĕ хут йышлăрах çырăннă. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн ку чухнехи информаци тытăмне ĕçе кĕртме 2013 çулта 383,6 пин тенкĕпе усă курнă.
Районта 6 ФАП хута каймалла. Пĕлтĕр - Туканашра, кăçал Çĕнĕ Атикассинче уçăлнă. Çĕнĕ çулччен Анат Çĕрпÿкассипе Хурашашра туса пĕтермелле, 2015 çулта - Тихăнушкăньпе Çĕн Ирчемесре.
Федерацин «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн медучреждение 2013 çулта 4 çамрăк специалист килнĕ. «Кадр ыйтăвне татса парассишĕн çине тăрсах ĕçлетпĕр, - тет тĕп врач çумĕ Людмила Кчеткова. - Кăçал пирĕн йыша тата вунпиллĕкĕн хушăнчĕç».
Шел те, коллектив тăрăшулăхĕнче ыррипе пĕрле туса çитермелли, ыранхи кун пирки тĕплĕн шухăшламалли сахал мар. Профилактика ĕçне çине тăрса вăйлатмалла, специалистсен пĕлĕвне ÿстермелле... Тухтăрсен 50: çеç категориллĕ. Районта пĕлтĕр эрех ĕçсе вилекенсен йышĕ 4 /!/ хут ÿснĕ. Мĕншĕн. Ку ыйтăва уçăмлатмаллах. Демографи лару-тăрăвĕ те çивĕч. 2013 çулта виçĕм çулхинчен районта 730 çын сахалланнă. 2012 çулта - 179, пĕлтĕр 170 ача çуралнă, çав вăхăтрах 2012 çулта - 351, пĕлтĕр 356 çын вилнĕ.
Диспансеризаци çитĕннисен - 10%, ачасен 37,4% çеç сывлăх тĕлĕшĕнчен пĕрремĕш ушкăна кĕнине çирĕплетет. Ят тухнă яшсенчен салтак атти тăхăнма юрăхлисен йышĕ пĕчĕкки çар комиссариатне çулсерен тивĕçтермест. Тухтăрсен çитĕнекен ăру сывлăхĕшĕн çине тăрса тăрăшмаллине пĕлтерет ĕнтĕ ку.
Районти тĕп сыватмăшра вăй хуракансем хăйсен тивĕçне лайăх ăнланаççĕ, чи малтанах демографие лайăхлатассишĕн, ачасемпе çамрăксен сывлăхне çирĕплетессишĕн хăйсенчен мĕн килнине йăлтах пурнăçламалла.
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕсем