Archive - 7 Чÿк, 2014

7 Чÿк, 2014

Чăх çăмарта тума пăрахмĕ

Чăх-чĕп усракансем аван пĕлеççĕ, кĕркуннепе чăхсем сахалрах çăмарта тăваççĕ. Нумайăшĕ хĕллехи вăхăтра та çăмарта илесси ан чактăр тесен мĕн тумаллине пĕлмест пулĕ.

7 Чÿк, 2014

Лили шăтмарĕ

Лавккаран лили суханĕ туяннăччĕ. Çуркунне пахчана лартрăм, анчах шăтса тухмарĕ. Чавса пăхрăм та тымарне те яман, хăй те çĕрмен. Мĕншĕн лили шăтса тухмарĕ-ши.

Регина ТАЛКИНА.

7 Чÿк, 2014

Шăлан

Шăлан çырли /шиповник/ пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен йывăç-тĕм. Çулла пуçламăшĕнче вăл пире хитре те ырă шăршăллă чечекĕпе савăнтарать, кĕркунне - усăллă çимĕçĕпе. Сăмах май, шăланăн çимĕçĕ çеç мар, çеçки те, тымарĕ те усăллă.

7 Чÿк, 2014

«Хресчен сасси - Кил» 86 № (2498)

Паянхи номерте:
Пĕрлĕхре - пирĕн вăй
Тар юхтарнă пайтах çу каçа, халь канма та юрать сухаçа
Хурлăхан турачĕсем кукăрăлаççĕ
Нумай ача çуратсан
Çуран утар-и?
Камăн мĕн ыратать

7 Чÿк, 2014

Пĕрлĕхре - пирĕн вăй

Халăхсен пĕрлĕхĕ чи пысăк пуянлăх пулнине çирĕплетсе республикăри хуласемпе районсенче Пĕрлĕх кунне халалланă митингсем иртрĕç. Тĕп уяв вара Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре пулчĕ.

7 Чÿк, 2014

Тар юхтарнă пайтах çу каçа, халь канма та юрать сухаçа

Хресчен вырса илнĕ çичĕ тĕслĕ тыр-пула кĕлете, пĕрер çимĕçĕн пухнă улма-çырлана нÿхрепе кĕртсе хучĕ. Выльăх-чĕрлĕхе витене хупрĕ. Апла кĕрекере савăнма та юрать. Иртнĕ эрнекун Шупашкарта ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсене чысларĕç.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пÿлмене ампар виçипе 530 пин тонна ытла тырă кĕнине пĕлтерчĕ, пĕлтĕрхинчен самай ытларах. Гектарти вăтам тухăç - 22,2 центнер.

Pages