Пахчари витамин

26 Пуш, 2015

Ревень

Ревень - нумай çул ÿсекен курăк. Унăн тымарĕ питĕ хăватлă - 4 çул тĕлне 10 кг çитет. Тĕмĕ çинче курăнакан пысăк хĕрлĕрех тĕслĕ папкасем юр кайсанах ÿсме пикенеççĕ. Часах тĕреклĕ туна çинче пысăк çулçăсем тухса лараççĕ. Ревень хăвăрт ÿсет. Иккĕмĕш çулхине унăн туни 2 м яхăн пулать. Чечекĕсем кăшкар утинни пек шăпăрланса тăраççĕ. Ревень вăрлăхĕн шăтаслăхĕ 3-4 çула упранать. Вăрăпа тата тĕме пайласа ĕрчетме пулать.

14 Чÿк, 2014

Сырлан

Сырлан /облепиха/ пысăках мар йывăç-тĕм. Унăн çÿллĕшĕ 2-3 метр пулать. Вăл 60 çула яхăн пурăнать. Сырланăн аçа тата ама тĕмĕсем пур. Çавăнпа ăна вăрăран ĕрчетме ансатах мар. Хăш-пĕр тĕм аçа пулать, кунашкал тĕм çырла пачах та памасть.

7 Чÿк, 2014

Шăлан

Шăлан çырли /шиповник/ пирĕн тăрăхра лайăх çитĕнекен йывăç-тĕм. Çулла пуçламăшĕнче вăл пире хитре те ырă шăршăллă чечекĕпе савăнтарать, кĕркунне - усăллă çимĕçĕпе. Сăмах май, шăланăн çимĕçĕ çеç мар, çеçки те, тымарĕ те усăллă.