Ревень
Ревень - нумай çул ÿсекен курăк. Унăн тымарĕ питĕ хăватлă - 4 çул тĕлне 10 кг çитет. Тĕмĕ çинче курăнакан пысăк хĕрлĕрех тĕслĕ папкасем юр кайсанах ÿсме пикенеççĕ. Часах тĕреклĕ туна çинче пысăк çулçăсем тухса лараççĕ. Ревень хăвăрт ÿсет. Иккĕмĕш çулхине унăн туни 2 м яхăн пулать. Чечекĕсем кăшкар утинни пек шăпăрланса тăраççĕ. Ревень вăрлăхĕн шăтаслăхĕ 3-4 çула упранать. Вăрăпа тата тĕме пайласа ĕрчетме пулать.
Çуркунне тухакан çулçăсем сĕтеклĕ, кăшт йÿçенкĕрех - лимон кислоти нумай. Çулла унăн туни, çулçи хытать. Ÿсен-тăранра йÿçеклĕх пысăкланать, çавна май ăна çулла питех апатра усă курмаççĕ. Ревеньте кали тăварĕсем, фосфор, В, С, Р витаминсем нумай. Çуркунне улма-çырлана улăштармалăх усси пурах унра.
Ревень хĕлле чăтăмлă - 30 градус сивĕре те пĕтмест. Нÿрĕке юратать. Нÿрĕк çитмесен унăн туни хăвăрт хытать, йÿçекленет. Çутă питех лекмен вырăнта та аптăрамасть, анчах çÿллĕрех йывăçсем тĕксĕмлетсен, пусарсан хăвăрт ÿсеймест. Пулăхлă çĕре юратать, тăпрана тислĕкпе хутăштарсан ревень лайăх аталанать.
Çуркунне ревене тĕрлĕ апатра усă кураççĕ, салата хушаççĕ, яшка, кукăль пĕçереççĕ. Çуркунне сĕтеклĕ ревень тунинчен кукăль пĕçермелли пĕр рецептпа паллаштаратпăр. Ăна валли кирлĕ, 750 г ревень, 200 г хăйма, 200 г маргарин, 2 стакан çăнăх, 350 г сахăр песукĕ, 2 апат кашăкĕ манна кĕрпи. Пĕр пачка чустана кăпăшлантармалли /разрыхлитель/ е уксусра сÿнтернĕ пĕр чей кашăкĕ апат соди, 2 çăмарта.
Ревене çăватпăр, туратпăр. Маргарина шыв мунчинче ирĕлтеретпĕр те 200 г хăйма, 200 г сахăр, 1 çăмарта, 1 стакан çăнăх, разрыхлитель хушса чуста çăратпăр. Çăрнăçемĕн ытти çăнăха хушатпăр. Çемçе чуста пулать, савăт çумне çыпçăнмасть. Противене çу сĕрсе чустана çуррине сарса хуратпăр, хĕррисене хăпартатпăр. Чуста çине манна кĕрпи сапатпăр - ревеньтен тухнă сĕткене сăхма кирлĕ. Унтан ревене хуратпăр, юлнă сахăра сапатпăр, чустапа çиелтен хуплатпăр, хĕррисене майлатпăр та кукăль çине кăпăшлантарнă пĕр çăмартана сĕретпĕр. Кукăле 1800 хĕртнĕ духовкăна лартса 45-50 минут пĕçеретпĕр. Пиçнĕ кукăле духовкăран кăларса сивĕтнĕ хыççăн çеç касса пайламалла.