Archive - 7 Чÿк, 2014

7 Чÿк, 2014

Нумай ача çуратсан

Нумай ача çуратса ÿстернисем, çавăн пекех инвалид ачана пăхса пурăнакансем çул çитмесĕрех пенсие тухма пултараççĕ тенине илтнĕ. Тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?

Светлана Гурьевна.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби çапла пĕлтерет:

- Пилĕк е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсем 15 çултан кая мар страхлав стажĕ пухсан 50 çулта пенсие тухма пултараççĕ.

7 Чÿк, 2014

Çуран утар-и?

75 çултан каçсан тăтăшах çуран утсан тата темиçе теçетке те пурăнма пулать.

Кунсерен çуран утма спортсмен пулни кирлĕ мар. Ку таранччен спортпа пачах çыхăнман çын та уçă сывлăшра хăйне хальлĕн уçăлса çÿреме пултарать. Паллах, урасене аран-аран сĕтĕрсе утмалла тенине пĕлтермест ку. Хăвăртлăх тени кăшт та пулин пулмаллах. Çÿрекен çула тăтăшах улăштарни, çĕнĕ çынсемпе тĕл пулни, уçă сывлăш ĕмĕре тăсать. Утни мĕнле чирсенчен хăпма пулăшать-ха?

7 Чÿк, 2014

Чĕлхе Америкăна та, Олимпиадăна та илсе çитерет

Чылайăшĕ ача чухнех ÿссен кам пулассине палăртать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç шкулта иртекен кирек хăш мероприятие хутшăнать, тĕрлĕ кружок-секцие çÿрет. Пĕр сăмахпа, тĕрлĕ енлĕн аталанать. Çак туртăма чылайăшĕ аслă вĕренÿ заведенине кĕрсен те сивлемест. Хальхи студент пурнăçĕ кăсăклă.

7 Чÿк, 2014

Йĕпреçсен Ахрачĕ - чăвашсен нухрачĕ

Чăваш радион музыка кăларăмĕсен аслă редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕр ĕçлесе эфира вунă пине яхăн музыка новелли кăларнă, «Кăвак çутă килсен», «Çĕнĕ утăм», «Çичĕ юлташ çулĕпе», «Шурăмпуç шăпчăкĕсем» тата ытти произведенин, эпĕ ачаранах юратса итлекен «Çул юхать, юхать», «Сарă хĕр кĕтет савнине» юрăсен

7 Чÿк, 2014

“Маншăн тĕнче укçа çинче тытăнса тăмасть”

Хальхинче "Чуна уçса калаçар" рубрика тĕпелне "Çамрăксен хаçачĕн" чи çывăх тусĕсенчен пĕрне - чăваш эстрадинче хăйĕн вырăнне шыракан Евгений Николаева - йыхравларăмăр.

7 Чÿк, 2014

ССО - студентсен чи савăнăçлă тапхăрĕ

Кăçал Чăваш Енре студентсен строительство отрячĕ /ССО/ йĕркеленнĕренпе 50 çул çитрĕ. Пĕрремĕш ССОсем Мускав энергетика институчĕн Атăлçи филиалĕнче пулса кайнă. Ун никĕсĕ çинче 1967 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне уçнă.

7 Чÿк, 2014

Библиотекăра паллашнă та музейра туй кĕрлеттернĕ

«Кирек хăш вăхăтра, савăнăçра та, хуйхăра та пĕрле пулăпăр. Ĕмĕрлĕхе» - тет икĕ чĕре алла ылтăн çĕрĕ тăхăннă май. Сак çинче ларса çăлтăр шутланă каçсем, атте-аннепе паллаштарнă самант... тин çеç пулнă тейĕн. Паян вара - хумхануллă та, çав вăхăтрах пурнăçри чи телейлĕ кун - туй.

7 Чÿк, 2014

“Пурнăçра кирлине вĕрентме тăрăшрăмăр”

Хĕрарăм - кил вучахĕн управçи, арçын - çемьене тăрантараканĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн çывăхран та çывăх çын, кил-çурт вара çĕр çинчи чи-чи хăтлă кĕтес пулса тăмалла. Çутçанталăк хушнă йăлапа çапла йĕркеленмелле пек пурнăç... Анчах темшĕн тÿнтерле ÿкерчĕк те сахал мар: кун-çул панă çыннисем тĕпренчĕкĕсене пăхманнинчен хăрушăраххи çук та пулĕ. Шел, атте-аннене суйламаççĕ.

Pages