Чĕлхе Америкăна та, Олимпиадăна та илсе çитерет

7 Чÿк, 2014

Чылайăшĕ ача чухнех ÿссен кам пулассине палăртать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç шкулта иртекен кирек хăш мероприятие хутшăнать, тĕрлĕ кружок-секцие çÿрет. Пĕр сăмахпа, тĕрлĕ енлĕн аталанать. Çак туртăма чылайăшĕ аслă вĕренÿ заведенине кĕрсен те сивлемест. Хальхи студент пурнăçĕ кăсăклă. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче ăс пухакан Анна Шорина та çакнах çирĕплетет. 5-мĕш курс студентки вĕренÿсĕр пуçне тĕрлĕ мероприятие волонтер пек хутшăннă, ятарлă программăпа усă курса чикĕ леш енне те çитсе килнĕ.

Анна Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Вăл - çемьере иккĕмĕш хĕр. Пикен аппăшĕ нумай çул ĕнтĕ Çĕнĕ Зеландире кун кунлать. Халĕ вăл та çемьеллĕ, хăйĕн мăшăрĕпе икĕ ача çитĕнтерет. Аня 13-ре чухне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Çĕнĕ Зеландие пурăнма куçнă.

- Аппа кашнинчех хăнана чĕнетчĕ. Унта 7-мĕш класс хыççăн, каникул вăхăтĕнче, кайрăмăр. Кăшт вăхăт иртсен Çĕнĕ Зеландирех юлма шухăшларăмăр. Чĕлхене хăнăхма йывăр пулчĕ. Калаçнине ăнланмастăм, итлеттĕм çеç. Çур çултан хăнăхрăм. Унти вĕренÿ тытăмĕ те пачах урăхла. Арçын ачасемпе хĕрачасем уйрăммăн ăс пухаççĕ. Çĕнĕ Зеландире вĕренÿ çулĕ февральте пуçланать. Йĕрке те çирĕп. Сăмахран, шкул ачи пĕлÿ çуртне пымасан вĕрентекен ашшĕ-амăшĕ патне шăнкăравлать, ача килменнин сăлтавне тĕпчет. Раççейри шкулсенче килти ĕçе пурнăçламасан та юлташран çырса илме пулать. Çĕнĕ Зеландире 4 çул вĕренсе те кун пеккине курмарăм. Çырса илме ыйтсан та сан çине тĕлĕнсе пăхаççĕ. Унта кашни ачан пултарулăхне, тăрăшнине хаклаççĕ. Ача еплерех вĕреннине, урокра ыйтусене еплерех хуравланине хут çине çыраççĕ те ăна чĕрĕк вĕçленсен кашни киле çырупа вĕçтереççĕ. Шкул ачи урока кая юлса кĕрсен унăн çумĕнче çакăн сăлтавне ĕнентерекен хут пулмалла. Футболри пекех, малтан ун пеккине - сарă, унтан хĕрлĕ карточка тыттараççĕ, кайран ашшĕ-амăшне чĕнсе илеççĕ. Çĕнĕ Зеландири çынсем Раççейри пурнăçпа кăсăкланатчĕç. «Санăн балалайка пур-и?» - тесе ыйтатчĕç, - каласа кăтартрĕ пике.

Ют çĕршывра 5 çул пурăнса Раççее таврăнсан Аньăн аслă вĕренÿ заведенине кĕрессипе çыхăннă ыйту сиксе тухнă. Пике çĕршывăн тĕп хулине çул тытнă. Анчах вырăс чĕлхипе экзамен тытманскере вĕренме илесшĕн пулман, тепĕр çул ăс пухма сĕннĕ. Ун хыççăн Аня Шупашкара таврăннă, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне кĕме шухăшланă.

- Пĕрисем ача чухнех вăл е ку специальноçа алла илме шухăшлаççĕ. Эпĕ нихăçан та журналист пулас ĕмĕтпе пурăнман. Çĕнĕ Зеландире акăлчанла çеç калаçнă пулин те ют чĕлхесен факультетне суйламарăм. Куншăн ÿркенместĕп. Журналистика уйрăмĕнчи преподавательсем пире ăс парассишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ, - палăртрĕ студентка.

Паллах, Çĕнĕ Зеландире акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕренни пурнăçра çăмăллăх кÿрет. Саншăн кашни алăк уçă темелле. Иван Яковлев та ахальтен: «Икĕ чĕлхе - икĕ ăс...» - темен.

- Пĕрле вĕренекенсем мана ятарлă программăпа усă курса Америкăна кайма сĕнчĕç. Ун чухне 5-6 çамрăк каясшăнччĕ. Паллах, ку шухăш мана та килĕшрĕ. Ют çĕршыва каяссишĕн 2 пин доллар кăларса хума тиврĕ. Агентство урлă ĕç тупрăмăр. Мускава консульствăна кайма хатĕрленеттĕм. Çавăн чухне ушкăнран эпĕ çеç Америкăна каяссине пĕлтĕм. Унта ирхи 8 сехетре çитнĕччĕ. Консулпа 3 минут калаçассишĕн каçчен тăма тиврĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ Аня.

Пике каланă тăрăх - çак программăпа Америкăна чылай чухне Раççей, Болгари, Турци, Бразили çамрăкĕсем каяççĕ. Аня пĕр кафере официантра тăрăшнă.

- Çак ĕç - лайăххисенчен пĕри. Сăмахран, каччăсем çÿп-çап пуçтарнă çĕрте тăрăшатчĕç. Чĕлхене пĕлменнисем пÿлĕмсене тирпейлетчĕç. Эпĕ ĕçленĕ кафере ют çĕршывсенчен килнĕ чылай çамрăк тăрăшрĕ. Çын нумай пулнăран хуçа çуррине ĕçрен хăтарчĕ. Чылайăшĕ икĕ çĕрте вăй хума вăхăт тупатчĕ. Паллах, унашкаллисен пушă вăхăт çукчĕ. Америкăра виçĕ уйăх пурăнса тĕрлĕ хулана çитсе килме май пулчĕ. Çавăн чухне Техас штачĕпе паллашрăм, - тĕлĕнтерчĕ Анна.

Университетра çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан пике тĕрлĕ енлĕн аталанма шухăшланă.

- Ун чухне 3-мĕш курсра вĕренеттĕм. Пĕри - «Селигера», тепри «Студентсен çуркуннине» хутшăнать... Хусанта Универсиада иртес умĕн юлташ хĕрĕсемпе унта кайма калаçса татăлтăмăр. Тусăмсем çак мероприятире волонтер пулма ыйту çырнине кайран çеç пĕлтĕм, çавăнпах Универсиадăна хутшăнма май пулмарĕ. Йĕркелÿçĕсем те «Эсĕ кая юлтăн», - терĕç. «Эппин, Олимпиадăна хутшăнăп», - палăртрăм хамшăн. Паллах, унта акăлчан чĕлхине пĕлни кирлĕ пулчĕ. Волонтерсен йышне пурне те илмерĕç. Тĕрлĕ тест çырни, телефонпа калаçу ирттерни чи йывăрри пулчĕ. Çур çул хатĕрлентĕмĕр. Кайран Сочие вĕренме каймаллаччĕ. Унта çитейменрен питĕ пăшăрхантăм. Çапах мана волонтерсен йышне кĕртрĕç. Историре пулнă мĕнпур Олимпиада, Олимп чемпионĕсем пирки, вĕсем хăш çĕршывра иртнине вуласа тĕпчерĕм. Эпĕ спортăн сăрт-ту тĕсĕсен секцийĕнче тăлмачăра ĕçлерĕм. Чылай чухне журналистсем хăш-пĕр спортсменпа калаçнă вăхăтра вырăсларан акăлчанла е акăлчанран вырăсла куçартăм. Акăлчанла пĕлекен студентсем тата та пурччĕ, - асилчĕ пике.

Волонтерсенчен чылайăшĕ Адлерта пурăннă. Олимп объекчĕсем патне 2 сехет кайма тивнĕрен çамрăксем ир-ирех тăрса çула парăнтарнă. Аня каланă тăрăх - волонтерсем валли чылай укçа тăкакланă. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тумтирпе тивĕçтернĕ. Олимпиада вăхăтĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче волонтер центрĕ йĕркеленнĕ. Аня халĕ те вăхăт тупăнсан хулара иртекен тĕрлĕ мероприятие, акцие хутшăнать. Тавралăха илем кĕртес тĕллевпе волонтерсемпе пĕрле вăрмансене, юханшывсене çÿп-çапран тасатма çÿрет. Кăçалах пике «Селигера» çитнĕ, унта инструкторта тăрăшнă.

Нумаях пулмасть вара Шупашкарта «Раççей - спорт çĕршывĕ» форум иртрĕ. Аня унта та волонтер пек хутшăннă. Пресс-центрта ĕçленĕ, çĕршывăн ытти регионĕнчен килнĕ журналистсене вăл е ку ыйтупа пулăшнă, хулапа паллаштарнă. Анна пирĕн хулара çавнашкал мероприяти иртни республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе - халĕ Раççейре пурăнакан кашни çын Шупашкар çинчен пĕлет.

- Çак мероприятие паллă чылай çын килчĕ. Çамрăксенчен чылайăшĕ вĕсемпе сăнÿкерĕнме тăрăшрĕ, мухтанса вĕсене Интернета вырнаçтарчĕ. Манăн нихăçан та çавнашкал «чир» пулман. Маншăн паллă çынна курни хăех телей, - шухăшне пĕлтерчĕ Анна.

Вăл пушă вăхăта та усăллă ирттерме тăрăшать. Кĕнеке вуласси - уншăн чун киленĕçĕ. Аня укçа пухăнсанах кĕнеке лавккине чупать. Хальхи саманара электрон кĕнеке вуласси модăна кĕчĕ пулин те Анна унашкаллине кăмăлламасть.

- Алла хут-кĕнеке тытмасан чун канмасть. Эпĕ вĕсен шăршине юрататăп, - вăрттăнлăхне уçрĕ вăл кăмăллăн. - Паллах, вуласа тухсан кĕнеке ахалех выртать, çавăнпах ăна тус-юлташа паратăп.

Аня ташлама та кăмăллать. Ача чухне амăшĕ ăна ташă кружокне çырăнтарнă. Пике Çĕнĕ Зеландие куçсан та вырăс фольклор ушкăнне шыраса тупнă, кружока çÿресе халăх ташшисене вĕренме вăхăт уйăрайнă. Халĕ хĕр час-часах бассейна çÿрет. Вăл çамрăк ăрăва та кашни минута усăллă ирттерме чĕнсе калать.

- Яш-хĕртен чылайăшĕ палăртнă пĕр сукмакпа утнăн туйăнать. Вĕренме е ĕçлеме çÿрет, юратнă кафене çул тытать... Эпĕ таçта та çитме тăрăшатăп. Волонтер пулса çеç мар. Сăмахран, сервис отрячĕпе Хура тинĕс хĕрринче Кабардинка ялĕнче ĕçлерĕм. Унта пÿлĕм тирпейлекенре тăрăшрăм. Çавăн чухне çыннăн психологине вĕренсе çитрĕм. Халĕ те общество транспортĕнче чылайăшне сăнатăп. Çынсен куçĕсем хурлăхпа тулнă. Вĕсем «пушă». Пурнăçпа савăнса пурăнмалла, наянлăха çĕнтерсе ума лартнă тĕллевсене пурнăçламалла, - сăмахне вĕçлерĕ Анна.

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.