Нумай ача çуратсан

7 Чÿк, 2014

Нумай ача çуратса ÿстернисем, çавăн пекех инвалид ачана пăхса пурăнакансем çул çитмесĕрех пенсие тухма пултараççĕ тенине илтнĕ. Тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши?

Светлана Гурьевна.

Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн пресс-служби çапла пĕлтерет:

- Пилĕк е ытларах ача çуратса вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсем 15 çултан кая мар страхлав стажĕ пухсан 50 çулта пенсие тухма пултараççĕ.

Инвалид ачасене е ачаранпах инвалид шутланакансене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ, 15 çултан кая мар страхлав стажĕ пухнă хĕрарăмсем 50 çулта пенсие тухма пултараççĕ.

Инвалид ачасен опекунĕ шутланакан, вĕсене 8 çула çитиччен пăхса ÿстернĕ хĕрарăмсен те çул çитмесĕрех пенсие тухма ирĕк пур.

Икĕ е ытларах ача çуратса ÿстернĕ, Инçет Çурçĕр районĕсенче 12 календарь çулĕнчен кая мар е унпа танлаштарнă вырăнсенче 17 календарь çулĕнчен кая мар ĕçленĕ, 20 çул страхлав стажĕ пухнă хĕрарăмсем тивĕçлĕ канăва иртерех кайма пултараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.